Библиотекарьсен çемйи

Пирĕн шкул пысăк. Унта пурĕ 356 ача вĕренет. Шкулти виççĕмĕш хутра библиотека вырнаçнă. Унта кашни кун тенĕ пекех ача нумай: кам урока хатĕрленет, кам компьютерпа ĕçлет, кам хаçат-журнал вулать.

Унта çÿрекенсен йышĕ кашни çулах ÿссе пырать, паянхи кун тĕлне – 373 вулакан. Халĕ ачасем 1-мĕш класа киличченех вулама пĕлеççĕ. Пĕрин хыççăн тепри библиотекăна килеççĕ, тĕрлĕ кĕнеке шĕкĕлчеççĕ.

Шкул библиотекинче манăн анне, Роза Алексеевна Петрова, 30 çул ытла ĕçлет. Малтан вăл Хыркассинчи вулавăшра 5 çул тимленĕ. Унăн стажĕ – 35 çул. Манăн кукаçей те, А.А. Андриянов, библиотекарьте вăй хунă, кукамай, Л.А. Александрова та, библиотекарь профессине алла илнĕ.

Кăçал Литература çулталăкĕ пулнă май ноябрь уйăхĕн çурринче пирĕн шкулта Юхма Мишши писатель хăнара пулчĕ. Чăваш чĕлхипе литература учителĕсем А.В. Ишова тата Л.М. Васильева урокра ачасене унăн пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, пурте презентаци пăхрĕç, унăн сăввисемпе çырнă юрăсене итлерĕç, юрларĕç те. Вулавăшра «Юхма Мишшин пултарулăхĕ» кĕнеке куравне йĕркеленĕччĕ.

Эпĕ ЧР Культура министерстви тата ача-пăчапа çамрăксен библиотеки кĕркуннехи «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» республикăра иртнĕ акци шайĕнче «Пирĕн вăхăтри паттăрсем» конкурса хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Мана Диплом парса хавхалантарчĕç, аннене вара Тав хучĕпе чысларĕç.

АНДРЕЙ ПЕТРОВ, 10-мĕш КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости