Манăн анне, Людмила Вениаминовна Маркелова, 1965 çулхи декабрь уйăхĕнче çуралнă. Вăл Елчĕкре пурăннă, унăн 5 пиччĕшĕ тата йăмăкĕ, аппăшĕ пур. Шкулта вăл лайăх вĕреннĕ.
Манăн анне – хитре, ырă кăмăллă, ăслă. Вăл Шупашкарти медицина училищине пĕтернĕ. Диплом илнĕ хыççăн анне тăван ялĕнче чирлĕ çынсене сипленĕ. Паянхи кунчченех вăл чирлисене сиплет, васкавлă пулăшу паракан центрта медицина сестри пулса тăрăшать. Хăйĕн ĕçне хаклă çыннăм тĕплĕн тăвать, çавăнпа ăна пирĕн тăрăхра хисеплеççĕ. Эпĕ унпа мăнаçланатăп, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп. Ÿссен унăн çулĕпе кайса тухтăр пуласшăн, çынсене сыватасшăн. Вăл маншăн тĕслĕх вырăнĕнче.
Кристина Маркелова, 5-мĕш класс