Августăн 9-мĕшĕнче Çĕньял салинче те физкультурник кунне халалласа спорт уявĕ иртнĕ. Пухăннисене паллă кунпа ял тăрăх пуçлăхĕ Е. Зубков, спорт ăмăртăвĕсен тĕп судйи А. Шихматов саламланă. Пуçлăх ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнакансене, халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине саракансене, ял тăрăхĕнче спорт юхăмне аталантарса пыракансене тав хучĕсемпе чысланă.
Çăлкуç халăх ансамблĕн çамрăк ташăçисем спорта тата Сочире иртнĕ Олимп вăййисене халалланă флешмобпа савăнтарнă. Спорт ăмăртăвне çамрăк велосипедистсем уçнă. Вĕсенчен чи çамрăкки 2 çул та 11 уйăхра пулнă. Чупассипе тĕрлĕ çулти çынсем тупăшнă – 3 çултан пуçласа 77 çулччен. Вĕсен кĕске тата вăрăм дистанцисене парăнтарма тивнĕ. Çемье командисене валли те эстафета иртнĕ.
Салара пурăнакансемпе хăнасем спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче ăмăртнă – сĕтел çи теннисла выляссипе, кире пуканĕ йăтассипе, армспортпа, турникпа туртăнассипе т. ыт. те. Ял тăрăхĕнчи саласемпе ялсен командисем канат туртассипе те тупăшнă. Ку ăмăртура çĕнтерÿçĕ ятне Çĕньял команди тивĕçнĕ.