Ветерансене чысларĕç

(20.02) Кӑҫал эпир пысӑк пӗлтерӗшлӗ куна паллӑ тӑватпӑр — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнине уявлатпӑр. Ҫак уяв ячӗпе мӗнпур вӑрҫӑ ветеранне, тыл ӗҫченӗсене юбилей медалӗсемпе чыслаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Ҫӗньял-Покровски ялӗнчи Иван Ермолаев, Яранкассинчи Клавдия Малышева, Пархикассинчи Христина Щербаковӑпа Мария Шуркина, Вашук ялӗнчи Валентина Якимова медальсене тивӗҫнӗ. Вӗсем кашниех Çӗнтерӗве ҫывхартма тăрăшнă, тылра ĕçлесе калама ҫук пысӑк тӳпе хывнӑ, вӑрҫӑн хаяр та йывӑр кунĕсене чӑтса ирттернӗ.

Эпир аслă ăру умӗнче ҫӗре ҫити пуҫ таятпӑр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости