Кашни кĕркуннех, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан, Ишек шкулĕнче физкультура учителĕ Регина Руманова Сергей Скворцов спорт ветеранĕ ячĕпе çăмăл атлетика енĕпе ачасен хушшинче ăмăрту ирттерет. Çак йăларан кăçал та пăрăнмарĕç. Сентябрĕн 8-мĕшĕнче пĕтĕм шкул уроксем хыççăн линейкăна пуçтарăнчĕ. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Оксана Гурьянова ачасене старт умĕн çитĕнÿ сунчĕ.
Хĕрÿ тупăшура малтанах кĕçĕн класри ачасем вăй виçрĕç. Виççĕмĕш класра вĕренекен Кирилл Кудргановпа Виктория Матьянова чи маттуррисем пулчĕç. Вĕсен хыççăн аслă классенчи ачасем те старта тухрĕç. Пĕрремĕш вырăна Анастасия Ухтеринова (5 класс), Павел Никифоров (6 класс), Мария Вастеева (7 класс), Николай Леонтьев (7 класс), Кристина Никитина (9 класс), Георгий Кольцов (9 класс) çĕнсе илчĕç. Класс ертÿçисем вĕсене финиша çитме хавхалантарса тăчĕç.
Екатерина Григорьева, Ишек шкулĕ