Ноябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен Чăваш Енре наркотике хирĕç «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акцин иккĕмĕш тапхăрĕ иртет. Çак пуçарăва пула наркăмăша хирĕç кĕрешес ĕçе ятарлă ведомствăсем кăна мар, республикăра пурăнакан пур гражданин та хутшăнма пултарать.
Енчен те наркотике ăçта сутнине, кам сутнине, ăна туса кăларнине е унпа çыхăннă кирек мĕнле хыпара пĕлсен Чăваш Енри ШĔМĕн наркотик çаврăнăшĕпе ĕçлекен управление 8(8352) 58-33-33, Шупашкар районĕнчи полици уйрăмне 8(83540) 2-15-52, 2-14-36, 2-14-50, 02, ЧР прокуратурине 8(8352) 39-20-21, 39-20-43 (ĕç кунĕсенче – 9.00-18.00), 62-48-49 (18.00-9.00, канмалли тата уяв кунĕсенче) номерсемпе шăнкăравласа е 8-937-370-33-06 номерпе СМС-хыпар ярса е prokur@cap.ru электрон адреспа, район прокуратурине 8(83540) 2-13-32, 2-12-02 (9.00-18.00) информаци çитерме пулать. Пĕлтермелли тепĕр меслет те пур: çыру çырса ăна район прокуратуринчи, РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕнчи, ял тăрăх администрацийĕсенчи почта ещĕкĕсене ят-шыва пĕлтермесĕрех ярса хăварма пултаратăр.
Сăмах май, район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 10 уйăхра Шупашкар районĕнче наркотиксен законла мар çаврăнăшĕпе çыхăннă 11 преступление регистрациленĕ. Тухтăр рецепчĕсĕрех наркотиклĕ хутăшсене ăша хывнă сакăр çынна тупса палăртнă, вĕсене административлă явап тыттарма йышăну кăларнă. «Наркомания» диагнозлă çынсен йышĕ ÿсни паллă – 11-тен 12 çын таран.