Чăваш Енре çулсеренех наркотикăн законла мар çаврăнăшне хирĕç кĕрешмелли «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер!» акци иртет. Çак кунсенче кăçалхи иккĕмĕш тапхăра пĕтĕмлетнĕ.
Аса илтеретпĕр, асăннă акцин тĕп тĕллевĕ – наркотиксен законла мар çаврăнăшне хирĕç кĕрешес ĕçе çынсене явăçтарасси, вĕсемпе медицина кăтартăвĕсемсĕр усă курассине хирĕç профилактика ирттересси. Акци вăхăтĕнче, ноябрĕн 16-27-мĕшĕсенче, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем республикăра 37 уголовнăй ĕç пуçарнă; наркотиксемпе çыхăннă йĕркене пăснă 56 тĕслĕхе регистрациленĕ; РФ КоАПĕн 6.9.1 статйипе – диагностика тухма, наркоманирен сипленме тата медицина, социаллă реабилитаци иртме хирĕçленин сăлтавĕпе – 19 административлă протокол çырнă. Чăваш Енри наркополицейскисем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, пурĕ асăннă мероприятие республикăра пурăнакан 8 пин çын ытла хутшăннă.
Районти кăтартусем мĕнлерех-ха? РФ Шалти ĕçсен министерствин районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, акци вăхăтĕнче пурĕ икĕ хыпар пулнă – Кÿкеçрен: спайссем сутни, пĕр çуртăн подъездĕнче шприцсем йăваланни пирки пĕлтернĕ. Полицейскисем тĕрĕслеве тухнă, анчах икĕ хутĕнче те хыпарсем тÿрре тухман, çавăнпа уголовнăй ĕçсем те пуçарман. Кунсăр пуçне акци вăхăтĕнче йĕрке хуралçисем халăх нумай пухăнакан вырăнсене тĕрĕсленĕ, 17 шкулти ачасемпе калаçусем ирттернĕ.