Августăн 6-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн Хыркасси салинче çамрăксен спорт вăййисем иртрĕç. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă.
Пĕтĕмпе, Вăрман-Çĕктер шкулĕн спортзалне ял тăрăхĕн 80 ытла çамрăк спортсменĕ пухăнчĕ. Вăййа Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев уçрĕ. Мини футбол вăййисене Вăрманкассинчи Александр Семенов судья ертсе пычĕ. Пĕтĕмпе 5 ял хăйсен футбол командисене тăратрĕç: Атăлъял, Хыркасси, Шарпаш, Малти Ункăпуç, Криккакасси. Атăлъял вăййа 13 çамрăкран тăракан 2 командăпа хутшăнчĕ. Капитанĕ – Дмитрий Романов. Иван Бурмисов хапхана ăнăçлă сыхланине палăртса хăвармалла. Атăлъялсем 3 вăйăра та Малти Ункăпуç тата Хыркасси командисене выляса илчĕç. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Хыркассипе (капитанĕ Алексей Поляков) Криккакасси (капитанĕ Николай Анисимов) командисем пайларĕç.
Шарпашри Наталья Максимова хĕрарăмсен хушшинче кире пуканĕ йăтассипе 1-мĕш вырăна тухрĕ. Сĕтел çинче теннисла выляссипе вара Малти Ункăпуçĕнчи Татьяна Федимирова чи нумай очко пухрĕ. Каччăсенчен 16 кг таякан 2 кире пуканне пĕр харăс йăтассипе Хорнсорти Эдуард Немцова çитекенни пулмарĕ. Вăл ăна 60 хутчен çĕклесе «пăхаттир» ятне тивĕçрĕ. Вăрманкассинчи Александр Семенов вара 2-мĕш вырăна (51 хутчен), Шарпашри Евгений Моисеев 3-мĕшне (43 хутчен) çĕнсе илчĕç. Турник çинче 22 хутчен туртăнса Питтикассинчи Максим Павлов мала тухрĕ. Выртса кĕлеткене алăпа çĕклессипе Максим Павлов 100 очкопа 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ.
Волейбол вăййисенче 1-мĕш вырăна Хыркасси команди, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Вăрманкассипе Çĕктер командисем тухрĕç. Çамрăксен спорт вăййисене Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Вăрман-Çĕктер ял пуçлăхĕ тата Вăрман-Çĕктер шкул директорĕ Шейхулла Феизов пĕтĕмлетрĕç. Спортпа туслашни чи лайăх воспитани меслечĕ пулнине палăртрĕç вĕсем. Çĕнтерÿçĕсем Николай Хорасевран грамотăсемпе парнесене тивĕçрĕç.