Вуласа мала тухнă

Çуллахи уйăхсенче районти тĕп библиотека «Три месяца лето, три месяца с книгой» конкурс ирттерчĕ. Ăна пĕтĕмлетнĕ-и? Камсем мала тухнă-ши?

Анжелика ГРИГОРЬЕВА, Тутаркасси

Галина ТИМОФЕЕВА, районти централизациленĕ библиотека тытăмĕн директорĕ:

– Çамрăксенче вулас туртăма вăйлатас тĕллевпе июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен районта «Три месяца лето, три месяца с книгой» конкурс-марафон ирттертĕмĕр. Вăл хастар вулакансене палăртма пулăшрĕ. Пуçарăва 12-35 çулсенчисем хутшăнчĕç, икке пайланса тупăшрĕç. Ушкăнсем валли икĕ тĕрлĕ список хатĕрленĕ, кашни кăларăм патне – пĕрер ыйту. Конкурс-марафона хутшăнакансен сахалтан та виçĕ кĕнеке вуламаллаччĕ. Çĕнтерÿçĕсене суйланă чухне жюри членĕсем миçе кĕнеке вуланине, ыйтусене мĕнле шайра хуравланине шута илчĕç.

Асăннă пуçарура пуринчен ытла Апаш, Çĕньял, Тренккасси, Илпеш, Сарапакасси, Шоркка, Ишлей ял библиотекисен вулаканĕсем хастарлăх кăтартрĕç. Çĕньял вулавăшне çÿренĕ Мария Григоревскаяна уйрăммăн палăртас килет. Вăл сĕннĕ 15 кĕнекерен пурне те вуласа тухнă, пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланă. Конкурсра мала тухнисен списокĕпе пирĕн сайтра паллашма пулать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости