«Вун çичĕ çултан кителе пăтаран илсе тăхăнтăм»

Çар хирургĕ Юрий Петров тăван Чăваш Ене Украинăри ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнтан çур çулта пĕрре отпуска килсе каять. Çемьепе пĕрле икĕ эрне сисĕнмесĕрех иртет, апла пулин те вăл çак уйăх пуçламăшĕнче Кÿкеç лицейĕн кадетсен тата пулас тухтăрсен класĕсемпе йĕркеленĕ Паттăрлăх урокне хутшăнма хаваспах килĕшрĕ, вăхăт тупрĕ.

Яланах хатĕр

Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче тăватă çул вĕрен­нĕ хыççăн Самарти çарпа медицина институтĕнче пĕлĕве малалла тăснă вăл.  Тĕплĕ хатĕрленĕ çар тухтăрĕсене çакăнтан  тÿрĕ çул – госпитальсене. Юрий Петров та çар чаçне çаплах лекнĕ. Ун чухне, икĕ теçетке çул каялла, Украинăра çакăн пек лару-тăру сиксе тухасса вĕренсе тухнисенчен кам та пулсан  шухăшлама пултарнă-и вара? Çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче пĕрремĕш çар контракчĕ уншăн юлашки пулнă, кителе хывнă. Ахаль больницăра та нумай çынна пулăшу кирлĕ. Пушшех те ялсенче тухтăрсем çитмеççĕ. Çак шухăшпах «Земство тухтăрĕ» патшалăх программине хутшăннă Юрий Петров. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă чухне Шупашкар район больницинче пайăрка диагностикин уйрăмĕнче ĕçленĕ вăл. Ытти тухтăрсем вырăнтах юлма документсем пухнă. 2022 çулхи нарăс уйăхĕнче ятарлă çар операцийĕ валли салтаксен мобилизацийĕ пирки пĕлтерсен пирĕн героя бронь тивмен. Çар службин юрăхлăхĕн категорийĕ – «А». Медиксем çар операцийĕнче мирлĕ пурнăçринчен ытларах кирлĕ пулса тухнă. Çапла 2022 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Юрий Петрова повестка параççĕ. 8-мĕшĕнчех вăл Ульяновскри вĕрентÿ центрне лекет. Чăваш Енрен тата ытти регионран мобилизациленĕ салтаксен пĕрремĕш йышне кунта ятарлă çар операцине хатĕрленĕ. Çар тухтăрĕ умне лартнă тĕллевсене ăнланма икĕ кун çителĕклĕ пулнă. Юрий Петров çитнĕ хыççăн шăп çак вăхăтранах пĕрремĕш эшелон ятарлă çар операцине тухса каять. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕсем вырăна çитсе вырнаçаççĕ. «Апат-çимĕç, эмелсем илмелли тĕле кăтартрĕç. Икĕ-виçĕ кунтан тăшман патне çывăхах пытăмăр. Пенине, асăрханине пула вырăна кайран та улăштарсах тăтăмăр», – аса илчĕ Юрий Алексеевич.

Полкра медицина пĕлĕвĕллĕ санитарсемпе медсестрасем çитмен, çавăнпа та укол тума, сурансене çыхма, юн чарма, тĕрĕс эвакуацилеме, аманнисене çапăçу уйĕнчен хăвăрт илсе тухма, мобильлĕ госпиталь çавăрса хума пуррисене вĕрентме тивнĕ. Юрий Петров ĕçлекен куçса çÿрекен медицина госпитальне ăннă. Рентгенологсем унта питĕ кирлĕ. Осколок ăçта кĕрсе ларнине пĕлмесĕр йывăр аманнă салтака пулăшма май çук. Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ пулăшнипе эмелсемпе медикаментсен çителĕксĕрлĕхне туйманнине пĕлтерчĕ тухтăр. Паллах, Раççей Оборона министерстви те çапăçу уйĕнче кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерсех тăрать. Юрий Петров шухăшĕпе, Украинăн сывлăх сыхлав тытăмĕ Раççейрен чылай каярах юлса пынă. Унта пысăк технологиллĕ медицина та, специалистсем те çителĕксĕр пулнă. Персе аркатнă больницăсем те пур. «Ăçта тĕллесси тăшманшăн пĕлтерĕшлĕ мар-çке. Тухтăр каланă тăрăх, ытларах чухне çывăх батальонсем çине снарядсем лекеççĕ. «Аманнисем патне çапăçу линийĕ патнех пынă чухне вĕсем шăхăра-шăхăра иртнине ялан куратпăр», – тет тухтăр.

Пирĕн салтаксем çапăçу уйĕнчен пуçа çĕклесе тата мăнаçлăн таврăннине палăртать ентеш. Аманнисем те операци хыççăн, осколока кăларсан: «Тăшмана тавăрма юриех каялла таврăнатăп!»  – тесе калаççĕ-мĕн. Тĕрĕс, ятарлă операци зонинче пульăран аманакан сахал – ку урăх вăрçă. Тăшманăн хĕç-пăшалĕ темиçе хут шелсĕртерех халĕ. Вăл темиçе çул каяллахи килĕшÿ докуменчĕсемпе чарнă пемелли-сирпĕтмелли хатĕрсене те усă курать.

Ку тухтăр турăран

Шупашкар районĕн тĕп больницинче Юрий Петров пирки çапла калаççĕ. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнма командировкăна тухса кайнăранпа ĕçтешĕсем кашни кун уншăн Турра кĕл тăваççĕ. Отпускран чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Тухтăр хăй те тăван больницăшăн тунсăхласа çитнине пĕлтерчĕ. Вăл куç умĕнчех аталанса, çĕнелсе, пысăк технологиллĕ оборудованипе пуянланса пынăшăн савăннине палăртрĕ. Тунсăхламасăр? Çапăçу уйĕнчен шăнкăравлама та май пулман-çке. Мобильлĕ çыхăну сигналĕсем тăрăх тăшман пирĕн çарсем ăçта вырнаçнине туххăмрах палăртма пултарать. Васкавлă калаçма тивсен вара аяккарах каяççĕ. Вĕсен калаçăвĕ – Морзе азбукинчен кая мар кăсăклă. Линин тепĕр вĕçĕнче итлесе тăракан тăшмана улталама пирĕн салтаксем темле мел те шухăшласа тупаççĕ иккен.

Ятарлă çар операцийĕнчи пĕрремĕш опыта сирпĕннĕ снаряд ванчăкĕсемпе аманнă салтаксене илсе килсен илнĕ Юрий Алексеевич. Çак самантра ăнланнă та вăл полк çапăçăва кĕнине. Салтаксене оборона позицийĕсенчен хăйсем çинче йăтса тухнă тухтăрсем. Малалла – васкавлă пулăшу, эвакуаци. «Мобильлĕ медпунктсем çĕр çийĕн лармаççĕ, мĕншĕн тесен аякран вĕçсе килекен ракетăсем те, снарядсем те чи малтан вĕсем çине ÿкме пултараççĕ. Çĕр айĕнчи медпункт – пĕр харăс 7-8 çынна йышăнса пулăшу пама май паракан пысăках мар пÿлĕм. Суранланнисене çапăçу уйĕнчен малта пыракан фельдшерсем, çав шутра батальон фельдшерĕсем те,  илсе тухаççĕ. Аманнисем пирки информаци чи малтан вĕсем патне çитет. Çĕр айĕнчи медпункт вĕсене йышăнма хатĕрленет. Юрий Петров пулăшуçисемпе пĕрле хăй те автомобильпе аманнисем патне çула тухать. Блиндажсенче вăхăтлăх пытаннă хыççăн УАЗсемпе е госпитале леçеççĕ, е вырăнтах пулăшу параççĕ. «Медицинăра «ылтăн сехет» ăнлав пур. Йывăр аманнисене вырăнта операци тума хăтланса вăхăта çухатма юрамасть, çавăнпа та вĕсене госпитале çитеретпĕр. Вăл вара 5-6 километрта мар, çапăçу вырăнĕсенчен 80-90 километрта вырнаçнă. Çак хушăра салтаксен пурнăçне тăсма май килнине пĕтĕмпех тăватпăр», – тет Юрий Петров. 

– Унти пурнăç… Мĕнлерех вăл халĕ? – ыйтрăмăр эпир.

– Дислокаци вырăнне улăштарнă вăхăтра пĕр яла кĕтĕмĕр. Ватă кинемей çул çине тухса тăчĕ. Паллашрăмăр:  Анна Николаевна пĕтĕм ялтан пуçтарса питĕ нумай йытă тытать  – уксаххисем те, аманнисем те пурччĕ. Пĕччен пурăнать. Хăйĕн валли мар, чĕр чунсене тăрантарма апат-çимĕç юлашкисене ыйтрĕ. Паллах, пулăшрăмăр. Çак тĕслĕх унта пурăнакан çынсен чунĕсем хытманнине, вĕсем çынлăха çухатманнине пире тепĕр хут ĕнентерчĕ.  Каярах вăл хăй те пире тумтирсене çуса тасатма пулăшса тăчĕ.

Ĕçмелли шыва бутыльсемпе Раççей территорийĕнчен илсе килеççĕ. Эпир килнĕ чухне пĕр буханка çăкăр 25 тенкĕ тăратчĕ, халĕ – 60 тенкĕ, батон – 80 тенкĕ. Лавккасене çÿреме тăрăшмастпăр. Командовани йышпа çÿреме юраманни çинчен пире асăрхаттарнă. Раççей салтакĕсем йышпа çÿренине сиснĕ тăшмансем  мирлĕ çынсем  лавккана кĕнине те пăхса тăмаççĕ – тÿрех снаряд яраççĕ.

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Конституцийĕн кунĕнче, тăшман пире ир-ирех «саламлама» шут тытрĕ. Тавралăх кĕтмен çĕртен çуталса кайрĕ. Çак çутă витĕр шăхăрнă сасă кăна илтĕнсе тăчĕ. Блиндажа пытанма ĕлкĕртĕмĕр. Темиçе минутран йăлтах шăпланчĕ. Инçе мар икĕ ракета тупрăмăр. «Ураган» тытăма кĕрекен ракета тăршшĕ 2 метр çурă, вăл вĕçнĕ май осколок сирпĕтет. Çакăн чухне инженерпа сапер ротинчен икĕ ентеш аманчĕç. Ертÿçĕсем осколоксене пуçтарма чарчĕç, малалла персе сиенсĕрлетрĕç.

– Пĕтĕмпех пăрахса хăварса киле таврăнас шухăш пулман-и? Ирĕк панă пулсан, ĕнер пулсан мĕнле йышăну тăвăттăр эсир? – кăсăклантăмăр тухтăртан.

– Паллах, çынсене килте те пулăшас килет. Анчах та ятарлă операцие вĕçлемесĕр çĕршывра унчченхи хăнăхнă тăнăçлăх тата лăпкăлăх хуçаланаймĕ. Çапăçăва хутшăнакан пур салтак та çапла шухăшлать. Вĕсем çĕнтерĕве кăна ĕненеççĕ. «Хăмăр мур» пуçне Украинăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчех çĕклеме пуçланă. Славянсем ют мар, унта пирĕн аппа-пиччесем те пурăнаççĕ, анчах та фашизм çулне пÿлмесен çак мур вĕсем патĕнчен пирĕн пата та куçас хăрушлăх юлашки çулсенче пушшех ÿсрĕ. Çавăнпа та вĕсене, пирĕн Тăван çĕршыва çăлма ятарлă операцийĕ пирки йышăнăва Раççейĕн тĕп командующийĕ Владимир Путин тĕрĕс те вырăнлă тунă.     

– Çемье сирĕн командировкăна мĕнле йышăнчĕ?

– Ачасем пĕрремĕш кунранах ман майлă пулчĕç. Мăшăр, офицера качча тухнине лайăх ăнланнă пулсан та, пăшăрханчĕ. Вун çичĕ çул каялла кителе пăтаран çакса яни эпĕ ăна текех нихăçан та тăхăнмасса пĕлтермест паллах. Пулса иртни çине вăл эпĕ ятарлă операцире пулнă хушăра пачах урăхла куçпа пăхма, тĕрĕс хаклама пуçланă. «Тăван çĕршыва хÿтĕлесси» маншăн пушă сăмах çаврăнăшĕ маррине вăл халĕ лайăх пĕлет. Çемье, юратнă çынсем ыйтнă пекех Çĕр-аннемĕр пулăшма тархаслать пулсан эпир мар тăк ăна кам çăлĕ? Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе мĕн вĕçĕччен, çĕнтериччен пурнăçламалла. Тата киле сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнмалла. Çĕршывшăн хальхи вăхăтри питĕ йывăр лару-тăрура тăвансемпе тата çывăх çынсемпе тÿсĕмлĕн хутшăнмалла. Раççей вăйĕ пĕрлĕхре. Çĕршыв çĕнтерÿшĕн çирĕппĕн кар! тăрсан пире тăшман аркатаймĕ. Эпĕ герой мар, çапăçу уйĕнче хăйĕн тивĕçне пурнăçлакан рядовой, фельдшер, санинструктор пекех, çар тухтăрĕ. Çĕнтерĕве май килнĕ таран çывхартма хутшăнса кашни çын герой пулма пултарать.

Хăна кăкăрĕ çинчи «Çарти паттăрлăхшăн» 2-мĕш степеньлĕ медале кадетсем тÿрех асăрхарĕç. Юрий Алексеевича кăçал Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн ăна пирĕн салтаксен пурнăçĕсене çăлнăшăн панă. Паттăрлăх урокне хутшăннă Чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Анастасия Спирина лицейра вĕренекен ачасене пурнăçра яланах Юрий Петров çар тухтăрĕ пек хăюллă юлташсемпе наставниксене шырама чĕнсе каларĕ. Кадетсемпе пулас тухтăрсем хăйсем хатĕрленĕ çырусене, талисмансене çара парса ячĕç. «Çĕнтерÿпе кĕтетпĕр!» – терĕç вĕсем паттăра ачалла мар çирĕппĕн алă тытса.

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти çар комиссариачĕ умĕнче ир-ирех халăх хĕвĕшетчĕ. Юрий Алексеевич  ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене валли хатĕрленĕ гуманитари пулăшăвĕн грузĕпе инçе çула тухма хатĕрленеччĕ. Çапăçу уйĕнче сывлăш пек кирлĕ медикаментсене «Пĕрле» Чăваш Енĕн аталану фончĕ тата Муниципаллă  депутатсен канашĕ пухса хатĕрленĕ. Тухтăр «Тăван Ен» хаçатăн çĕнĕ номерĕсене те парса яма ыйтнăччĕ – илсе çитертĕмĕр. «Салтаксем тыл мĕнле пурăнни çинчен вуласа пĕлесшĕн, телефонпа яланах хутшăнма юрамасть», – терĕ Юрий Алексеевич. Шупашкар муниципалитет округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсем, Кÿкеçри ача-пăча пултарулăх çуртне çÿрекенсем тунă талисмансемшĕн те пирĕн салтаксем питĕ хытă савăннине пĕлтерчĕ вăл. Эппин, ырă хыпар кĕтетпĕр.

 

Виктория ВЫШИНСКАЯ

 

Сăмах май

«Тăван Ен» хаçат редакцийĕ ака уйăхĕнчен пуçласа пичет кăларăмĕн кашни номерне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитерессине йĕркеленĕ. Салтаксен хисеплĕ амăшĕсемпе мăшăрĕсем, тăванĕсем! Эсир пирĕн хÿтĕлевçĕсем патне хаçат урлă çыру çырма, вĕсене уявсемпе е çуралнă кунпа саламлама пултаратăр. Тÿлевлĕ мар.

 

   

 

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости