Пĕр арçынна каçхине вупăр пусать, нушалантарать, çакă пĕлĕш хĕрарăмĕнчен кучченĕç çинĕ хыççăн пулнине палăртать вăл. Хĕрарăм тухатмăш имĕш. Анчах лешĕ айăпне йышăнмасть, пачах та урăхла, вăл яланах «Пĕр Атте Турра ĕненетĕп…» кĕлĕ вулатăп тесе ăнлантарать. Çак пулăм пирки мĕн калама пултаратăр? Ăна усал ермен-ши? Арçыннăн мĕн тумалла?
Алена ПУШКОВА, Çĕньял
Владимир атте, Ишек чиркĕвĕн настоятелĕ:
– Этеме вупăр пуснине усал сывлăш ернипе танлаштарма пулать. Апла тăк шуйттан çынна унăн çылăхĕсемшĕн асаплантарать. Ку пулăм чăннипех те йывăр: ун пек чухне сывлама та, кăшкăрма та, хусканусем тума та питĕ кансĕр. Мĕн тумалла-ха? Турра ыйтса кĕлĕ вуламалла, çылăхсене каçарттармалла, причас сыпма тăрăшмалла.
Сирĕн ыйтăвăра хуравласа çакна калама пултаратăп: ку лару-тăрура пĕлĕш хĕрарăм пирки начар шухăшлама кирлĕ мар, енчен те сирĕнпе япăх пулăмсем пулса иртеççĕ тĕк – вĕсемшĕн хăвăрах айăплă.