Наци проекчĕсене республика территори-йĕнче пурнăçа кĕртме кам ура хурасшăн?
Раççей Президенчĕ йышăннă пурте пĕлекен «Майри указсем» пурнăçланма тытăннăранпа сакăр çул хыçа юлчĕ. Пурнăçăн тĕрлĕ сферине пырса тивекен документа бюджет учрежденийĕсенче вăй хуракансем уйрăмах кĕтнĕччĕ. Указпа килĕшÿллĕн, тухтăрсемпе преподавательсен ĕç укçине регионри вăтам ĕç укçин 200 % чухлĕ ÿстермелле, медсестрасемпе кĕçĕн медперсоналăн, культура ĕçченĕсен, учительсен, воспитательсен ĕç укçине – 100%. Хушăва пурнăçлама вăй çитереççĕ-и вырăнти влаçсем?
Республика çăмăл çул шырамасть
Çулталăк каялла «Майри указсем» евĕрех, ĕçлекен ахаль çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе Раççей Правительстви Наци проекчĕсене пуçарса ячĕ. Ку вăл – Раççейре пурнăçăн чи пĕлтерĕшлĕ сферисене аталантарса чухăнлăха чакарма хатĕрленĕ тĕплĕ план.
Çакă унчченхи хушусем манăçасса пĕлтермест: «Майри указсенче» асăннă бюджет ĕçченĕсен ĕç укçине влаçсем кашни çулах тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерсе тăрĕç. Шалу ÿсни вĕсемшĕн уйрăмах сисĕнмелле.
Хут тÿсет, ун çине тем те çырма пулĕ те, анчах хушăва пурнăçлама вара майсем, вăйсем кирлĕ. Экономистсен шучĕпе, çакăн пек аталану условийĕсенче «Майри хушусене» документра каланă пек вăя кĕртме питĕ хĕн. 2012 çулта Раççейĕн экономика министрĕ Андрей Клепач указри тĕллевсене пурне те пурнăçлама çĕршыв экономикин кăтартăвне çулталăкра 7 процентран кая мар ÿстерсе пымалли çинчен асăрхаттарнăччĕ, бюджет ĕçченĕсен шалăвне ÿстерме – 4 процент чухлĕ.
Раççей – тĕнче экономикин пĕр пайĕ. Тĕнчери улшăнусем ăна пăрăнса иртеймеççĕ паллах. Çĕршыври экономика ÿсĕмне чи малтанах экспорт аяла туртма пултарнине ăнланма йывăр мар.
Президент хушăвне пурнăçласа шалăва регион бюджечĕн юлашки тенкипе ÿстернĕ субъектсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкни пирки çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсем нумай çырчĕç. Ĕç укçине мĕнле бюджетран ÿстермелли çинчен Хушура уçăмлăн каламан. Анчах та Чăваш Ен Правительствинче тăхтамасăр укçа-тенкĕ çăлкуçне шырамаллине тÿрех чухланă. Кострома облаçĕ, Хакас республикисем паян пысăк парăм авăрĕнче, федераци центрĕн камерисем айĕнче пурăннине пĕлтереççĕ ĕçтешсем. Тухтăрсен, вĕрентекенсен тата этемĕн пурнăç аталанăвĕн кашни тапхăрĕнче кирлĕ професси çыннисен ĕç укçине пирĕн республика та çакăн пек ансат, анчах та, паллах, тĕветкеллĕ, çулпа кайса ÿстерме пултарнă. Анчах та вăл çухатусăр тата пĕр еншĕн кăна мар, регион экономикишĕн пĕтĕмĕшле усăллă майсене шыранă, шырать те. Республика территорийĕнче пурнăçа кĕрекен инвестици проекчĕсем, вĕсен шайĕнче çĕкленекен индустри паркĕсем халех миллион-миллион тенкĕ илсе килеççĕ. Вĕсем ялсенче çĕнĕ ача сачĕсем, шкулсем уçма май туса параççĕ.
Тытман упа тирĕ
Федераци центрĕ сĕннипе Чăваш Республики хастар хутшăнакан «Атăл-Янцзы» форматлă ĕçлĕ хутшăнусем «Майри указсем» вăя кĕнĕ хыççăнхи 2013 çултах пуçланнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Китай Халăх Республикин председателĕ Си Цзяньпиня шăпах çавăн чухне пĕрлехи ĕç-хĕле йĕркелеме хушу кăларнă. 2014 çултан пуçласа «Атăл-Янцзы» формат шайĕнче Раççейпе Китай регионĕсен ертÿçисем пурĕ суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари хутшăнăвĕсене пырса тивекен 38 килĕшĕве алă пуснă. Чăваш Ен, Пушкăртстанпа Мордва республикисемпе, Самар облаçĕпе танах ку енĕпе малта пыракан регионсен йышĕнче – хыçра тăватшар килĕшÿ. Экономикăра ял хуçалăхĕнчи, апат-çимĕç, строительство материалĕсем, оборудованипе машинăсем туса илес тата хатĕрлес тĕлĕшĕнчи, металлурги производствинчи, логистикăри, вăрман касса тирпейлес, информаци технологийĕсемпе усă курас енĕпе çĕршывра пĕрле пурнăçламалли 70 ытла проект хатĕр те ĕнтĕ. Проектсем пурте федерацин пĕрлехи реестрĕнче. 70-мĕш номерпе – «Sichuan Railway Investment» Китай патшалăхĕн корпорацийĕ пулăшнипе хута каймалли «Сычуань-Чăваш Ен» агропромышленноç комплексĕ. Сăмах май, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин информацийĕпе, 150 пин тонна сĕте пирĕн паян ытти регионсемпе йÿнĕ хакпах пайлама тивет. Чăваш Ене ун чухлĕ чĕрĕ сĕт кирлĕ мар. Ăна тирпейлесе юр-вар хатĕрлеме вара вăл хăй тĕллĕн вăй çитереймĕ. Ют çĕршыв инвестицийĕсен çÿлерех асăннă проектри пĕтĕмĕшле хакĕ 10 млрд тенкĕпе танлашать. Чăваш Республикин Правительствинче пĕлтернĕ тăрăх, 4 млрд тенкĕ транш халех çитесси паллă. Акă вăл, тĕтелти ылтăн пулă тейĕн ачасемшĕн тата мăнуксемшĕн савăннипе! Çук иккен. Раççей Правительстви Чăваш Енре пурнăçлама шаннă проектсенчен чи пысăккисенчен тата курăмлинчен пĕри паян таканари шыв пек чÿхентерекен политика лару-тăрăвне пула кĕç-вĕç саланас хăрушлăхра. Унпа пĕрлех – икĕ çĕршывăн виçĕ теçетке те пĕр çул тăсăлакан дипломатиллĕ хутшăнăвĕсем те. Интернет уçлăхĕнче чи хĕрÿ сÿтсе явакан темăсенчен пĕри паян шăпах çак проектсем тавралли шăв-шавпа çыхăннă та ĕнтĕ. Темле сас-хура та сараççĕ. Пĕрисене çĕр хăйĕн пулăхлăхне çухатма пултарасси хăратать, теприсене – ĕç вырăнĕсене китаецсем йышăнасси. Эппин, надзор органĕсем мĕн тума кирлĕ пире? Çĕрпе усă курассин саккунĕсем республикăра пуриншĕн те пĕр. Тупăш илес тĕллевпе предприяти пуçаракансем ăна варалас пулсан миллион-миллион тенкĕ штраф кăларса хума тивĕ. Ку çухату вĕсене кирлĕ-и? Ют çĕршыв çыннисене чикĕ урлă пирĕн пата каçма ирĕк паракан квотăна республика валеçет. Вырăнти халăхăн ĕç вырăнне никам та туртса илмĕ. Паллах, республика чи малтанах хăйĕн çыннисен интересĕсене хÿтĕлĕ. Тытман упа тирне сÿме иртерех мар-и-ха халапçăсен? Çакăн пек упана ташлаттарма вĕрентĕн, тирне сÿме мар!
Таканари шыв
Шупашкар районĕнче пурăнакансем мĕншĕн çак пуçарусене ырламарĕç? Ыйтăвĕ нумай – хуравне те тÿрех тупаймăн. Ăнланаймасăр çын хыçĕнчен кайни чăвашăн яланах пулнă – мĕн пытармалли. Çапах та çĕнĕ пурнăç алăкĕ умĕнче тăнă чухне мĕскĕнленни вырăнсăр. Кунта пуçарулăх, вырăнлă хастарлăх кирлĕ – пĕр-пĕрне сăмахпа путарни мар. Интернетри видеосене пăхатпăр та çан-çурăм сивĕ тарпа витĕнет. Чăваш халăхĕ çакăн пек усал пулнине ĕненмесĕр шалт! хытса тăратăн. «Пирĕн асаттесемпе мăн асаттесем çĕршĕн çапăçса мĕн чухлĕ юн тăкнă, кĕрешнĕ!» – кăшкăрать акă пĕр хĕрарăм сурчăкне сирпĕте-сирпĕте. Хăй вара Шупашкар район çынни те мар. Мăян кашлатăр, çÿп-çап купалантăр тесе çĕре хÿтĕленĕ-и пирĕн мăн асаттесем? Ялсем, вăрмансем, çырмасем урлă çаврăнса тухсан мĕн тери паха çĕр лаптăкĕсене свалкăсем сая ярса йышăнса выртнине курма пулать. Кунта вара çĕрпе усă курас текенсене тĕксе яраççĕ. Пухура халăха пăлхатма, ют наци, пирĕн тĕслĕхре Китай, çыннисене хирĕç курайманлăх çуратма депутатсене, влаçа хирĕç калаçма пăлхавçăсен эшкерне кам ыйтнă? Çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче сăмах илнĕ чухне кашни шухăша тĕплĕ виçмелле. Пĕр-пĕр нацие хирĕç чĕнсе каланисене суд тăшманлăх тесе те хак пама пултарать. Вĕсене интернетпа усă курса сарнă пулсан – пушшех те. Каварлашушăн РФ УК 282-мĕш статйипе пăхнă айăплав çирĕплĕхне туйса илме суд сакки çине ларсах курмалла-шим? Çур миллион тенкĕлĕх штрафа вара «чĕлхерен туртаканран» мар, паллах, сăмах калаканран шыраса илеççĕ.
Кăçалхи январĕн 10-мĕшĕнче Çĕньялти культура çуртĕнче Илпеш çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕн шăпине татса парассишĕн пынă хĕрÿ пухăва урăхла Наци проектне пурнăçлассине пÿлни тесе те хак пама пулать. Экспертсем ку самант Наци хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕпе тачă явăнни пирки те калаççĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ Андрей Михайлов депутатсен йышăнăвĕн саккунлăхне хак пама документ проектне Шупашкар район прокуратурине çитернине пĕлтерчĕ. Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕ вара иртнĕ ытларикунах Çĕньялти культура çуртĕнчи пуху вăхăтĕнчи пăтăрмахсемпе çыхăннă материалсене тĕрĕслеме йышăнни пирки хыпарларĕ. «Хальхи вăхăтра процесс тĕрĕслевĕ пырать, пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе уçăмлататпăр. Вĕсем тăрăх тивĕçлĕ йышăну тăвăпăр», – тенĕ управлени пресс-релизĕнче.
Раççей Правительстви халăхсен хушшинчи суту-илĕве аталантарса çĕршыв экономикине çÿле çĕклеме тĕллев лартнă тапхăрта, шанăç кÿрекен регионсене хăйĕн хыççăн тĕнче рынокне çавăтса кĕнĕ чухне Чăваш Ен çунакан кĕпер умне пырса тухмĕ-и çакăн пек пулсан? Çак ене аталантармалли пĕтĕм ресурса паян 2024 çул тĕлне ют çĕршыв рынокне йышăнакан Раççей таварне икĕ хут ÿстерес амбициллĕ тĕллевлĕ «Халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт» Наци проекчĕ пĕрлештерет. Кунта пысăк ÿсĕмсем пур: 2018 çул тĕлне çĕршывра чĕр тавар мар экспорт виçи 11,7 % ÿссе 149 млрд долларпа танлашнă. Çакă финанспа промышленноç системи тулаш санкцисене валли вирлĕ хурав хатĕрленине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Чăваш çыннин те пăлхавçăсене тивĕçлĕ хурав пама хатĕр тăмалла: «Пире тата пирĕн ачасене лайăх ĕç укçиллĕ ĕç вырăнĕсем, ку вăхăтри çĕнĕ шкулсем, больницăсем, ача сачĕсем кирлĕ, эпир тăнăç пурнăçшăн!»
Виктория Вышинская