Вырăнти Кулибин

Эпир, журналистсем, районти ялсенче час-часах пулкалатпăр. Акă, Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕнчи Яранкасси ялне çитсе курма тÿр килчĕ. Ял варрипе пынă чухне пăхатпăр та – васкамасăр пĕчĕк çеç трактор пырать. Пĕрре пăхсанах асăрхарăмăр – ăна ăста алăсем пуçтарнă. Чăтаймарăмăр, техникăна чарсах руль умĕнче лараканпа паллашма васкарăмăр.

Юрий Шашкова яранкассисем «вырăнти Кулибин» теççĕ, ун алли витĕр тухнă мини-трактора кăсăклансах пăхаççĕ. Тĕлĕнмелле мар-и вара? Икĕ çул каялла пултаруллă арçын «Ока» машинăпа мотоблок пайĕсенчен 15 лаша вăйĕллĕ, хуçалăхра кирек мĕнле ĕç пурнăçлама пултаракан агрегат ăсталанă. Хăй каласа панă тăрăх, ĕçе пурнăçлама вăхăт та нумай кирлĕ пулман, 2 уйăхранах пахчара пĕчĕк трактор кĕрлеме тытăннă.

Мĕн ĕçлеме пулать-ха çак мини-тракторпа? «Хуçалăхра мĕн тумалла – пĕтĕмпех. Унпа çĕр сухалатăп, утă çулатăп, тавăратăп, пуçтаратăп, прицеппа илсе кĕретĕп», – ялта техника вăйĕпе ăçта-ăçта усă курма май пуррине каласа пачĕ пире трактор хуçи. Агрегата мĕнрен пуçтарнине те пытармарĕ. «Акă, ураписем – мотоблокăн, руль управленийĕ – «Ока» машинăн», – аллисемпе тĕлле-тĕлле трактор «ăш-чикĕпе» паллаштарчĕ вăл. Юрий Георгиевич хăш-пĕр пайсене сутăн илнĕ, сигнал памалли кнопкăна алăк çине вырнаçтараканнинчен ăсталанă. Тракторăн 5 хăвăртлăх таранах, анчах Юрий Георгиевич 3-мĕш хăвăртлăхран ытла ÿстерме сĕнмест – техникăна сиен кÿме пулать иккен. Çапах та алăпа пуçтарнă трактор хăвăртлăха 40 км таран ÿстереет иккен.

Трактор ăсталас шухăш епле пырса кĕнĕ-ха унăн пуçне? «Ĕç хыççăн ывăнса килетĕп, унтан татах мотоблок хыççăн утмалла. Халĕ трактор кабинине кĕрсе ларатăп та хавшанине те туймастăп, ĕçле те ĕçле», – каласа парать ăстаçă. Юрий Шашков чукун çулсене пăхса тăнă çĕрте вăй хурать. Ялта пурăнакан çемье выльăх-чĕрлĕх усрать, 2 га пай çĕрĕпе тата пахчапа усă курать. Выльăх-чĕрлĕх тытас тесен çăвĕпех пилĕк авма лекет, утă хатĕрлесси, пахча çимĕç лартса ÿстересси пачах та çăмăл мар. Ăна амăшĕ, мăшăрĕпе 2 ачи пулăшса тăраççĕ. Хуçалăхра трактор пурри те çăмăллăх кÿрет. Шкулта вĕренекен ывăлĕ те техникăна явăçса ÿсет – алăпа тунă трактора çăварлăхланă ĕнтĕ. Мăшăрĕ те кăмăллă – ара, ĕçре çăмăлтарах-çке.

Кашни техникăнах ят пур. Ку тĕлĕнтермĕш тракторăн ячĕ мĕнле-ши? Юрий Георгиевич хăй ăсталанă агрегата ят парасси пирки шухăшламан иккен. Çапах та вăл çак сĕнĕве шута илме, хăйĕн тимĕр утне ят пама шантарчĕ.

Ăстаçăн тепĕр ĕмĕт те пур – çакăн евĕрлĕ тепĕр трактор тăвасшăн вăл. Ĕненетпĕр: Яранкасси урамĕнче тепĕр тĕлĕнтермĕш техника кусма пуçлатех.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости