Вăрларăн – темиçе хут ытларах тавăр

Вăрăсене çын япалине çаратма мĕн хистет? Мĕн тусан мĕн пуласси пирки чылайăшĕ шухăшламасть та ахăр.

Нумайăшĕ ÿсĕрле преступлени çулĕ çине тăрать. Акă пĕлтĕр кĕркунне регистрациленĕ преступление те хĕрарăм урă пуçпа туман. Н. эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн Кÿкеçри пĕр хваттертен йывăçран тунă пĕчĕк арча çаратса тухнă. Унта вара тĕрлĕ-тĕрлĕ юбилейлă тимĕр укçасем выртнă. Унăн хуçине мĕн чухлĕ сиен кÿнине те шутланă – 3160 тенкĕлĕх.

Çын япалипе хĕрарăм инçех каяйман иккен, йĕрке хуралçисем унăн йĕрĕ çине часах тухнă. Нумаях пулмасть суд сакки çине лартнă. Район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, ăна РФ УКĕн 158 статйипе (1 п. – вăрлани) айăпланă. Н.-ăн усал ĕçне ĕнентерсе парса 15 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттерме йышăну кăларнă. Çапла 3 пин тенкĕ ытла тăракан япалашăн хĕрарăмăн халь темиçе хут ытларах укçа кăларса хума тивĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости