Вăрçа пула телейлĕ пулнă…

Вĕсем курнине никам та ан куртăр!

Ĕмĕрĕнче хура-шурне нумай курнă, пурнăçăн тумхахлă çулĕпе утса сакăр теçетке ытла çула хыçа хăварнă пулин те вăл хăйĕн шăпине пĕрре те ÿпкелемест, кăмăллă калаçать, хушăран шÿтлесе те илет. Пĕрре пăхсах паллă: унăн кăмăл-туйăмĕ ялан тенĕ пекех лайăх. Çакăн пек çынсенчен пирĕн, çамрăк ăрăвăн, вĕренмелли сахал мар. Сăмахăм паян 1943 çулта Ленинград блокадинчен Чăваш Ене, тĕрĕсрех, Шупашкар районĕнчи Ишекри ача çуртне, çăлăнăç шыраса килнĕ Людмила Ивановна Дороненко пирки. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин выçăллă-тутăллă, юнлă кунĕсене аса илме йывăр пулин те куçа-куçăн калаçса ларма вăл хирĕçлемерĕ. Чăтса ирттернине тепĕр хут куçĕ умне кăларчĕ…

– Людмила Ивановна, эсир ытти ачасемпе пĕрле çăлăнăç шыраса Ленинградран эвакуаципе килнĕ, ахăртнех, шанчăкпа?

– Чунра шанчăкĕ пулнах-тăр. Пĕр саманта питĕ лайăх ас тăватăп, Ишлей станцийĕнче пуйăсран ансан пăхатăп та тавралăх йăлтăр-ялтăр çуталать. «Кунта та вăрçă-им?» – шикленсе ыйтрăм аслисенчен. Ку çут çанталăк пулăмĕ, ыраш пулса çитнĕ вăхăт, иккенне ăнлантарса парсан çеç лăплантăм эпĕ.

– Сире, вăрçă çулăмĕ витĕр тухнăскерсене, кунта та хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев кĕтнĕ вĕт. Ишекри ача çурчĕн пĕрремĕш директорĕ пирки ырă мар хыпар сарăлнă. Эсир çакна туйнă-и?

– Пирвайхи вăхăтра иккĕленмешкĕн нимĕнле сăлтав та пулман. Кăшт вăхăт иртсен палăрма пуçларĕ çакă. Тĕслĕхрен, кăнтăрлахи апат икĕ çăмартаран çеç тăратчĕ. Тăван тăрăхран имшерленсе килнĕскерсем тата та начарланса кайрăмăр. Манăн кĕлетке йывăрăшĕ Ишеке килнĕ вăхăтри кăтартуран икĕ хута яхăнах чакрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ ача çуртне комисси тĕрĕслеме килчĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕ мĕнлерех пулнине пĕлетĕр ĕнтĕ.

– Çĕнĕ директор – çĕнĕ пурнăç, уйрăмах сирĕншĕн…

– Çĕнĕ директор манăн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнасса темиçе çултан кăна туйса илтĕм, унччен вара ăна пуçлăх вырăнне кăна хурса йышăннă. Василий Ефимович Сорокин директорта ĕçлеме пуçласан пурнăç ырă енне улшăнчĕ пирĕн, кăна кашниех туйса илчĕ. Çамрăк, 22 çулта çеçчĕ пулин те ачасен кăмăлне тупма пĕлетчĕ, вĕсемпе футболла та, волейболла та вылятчĕ. Мана, эпĕ лайăх вуланине пĕлсе-и, тăтăшах кĕнеке алла илме хистетчĕ.

– Нева çинчи хулапа танлаштарсан кунта лăпкă пурăнма май пулнах ĕнтĕ…

– Паллах. Кулленхи пурнăçпа пурăннă эпир: вĕреннĕ, ĕçленĕ, пултарулăха аталантарма та вăхăт тупнă… Мăйăр, йĕкел пуçтармашкăн вăрмана çÿреттĕмĕр, ыраш вырнине те лайăх ас тăватăп, пĕррехинче алла та кастарнăччĕ-ха.

– Эсир чăваш ачисемпе пĕр çемьери пекех пурăннă. Сирĕн, вырăссен, ахăртнех, чăвашла вĕренме те май пулнă?

– Чăвашла вĕренес ĕмĕт пурччĕ манăн, вырăссене – чăвашла, чăвашсене вара вырăсла пĕлÿ парасси пирки те калаçу пулнă, анчах пиçсе тухаймарĕ ку ĕмĕт. Эпир, вырăссем, чăваш сăмахĕсене тĕрĕс мар каласассăн вĕсем пиртен каçса кайсах кулатчĕç вĕт.

«Директор ман çине ыттисем çине пăхнă пек мар, урăхларах пăхатчĕ, анчах та нимĕн те каламастчĕ…» çырнă пĕр аса илĕвĕрте эсир… Ун патне туйăм çуралнине хăçан туйса илтĕр?

– Кайран, Ленинграда таврăнсан çеç. Час-часах çыру илеттĕмччĕ унран, çывăх çынсем ан курччăр тесе пытанса вулаттăмччĕ вара. Кашнинчех юратнине пĕлтеретчĕ.

– Вăрçă хыççăн каялла тăван хулана таврăнма май килнĕшĕн савăнтăр-и?

– 1946 çулта Николай пичче мана килсе илсе кайрĕ. Савăннине туйман та пулĕ. Кунти ачасенчен уйрăлмашкăн йывăрччĕ мана, çитменнине тата унта мĕнле пурнăç пуласса та пĕлмен. Василий Ефимович 1947 çулта мана каялла Ишеке таврăнма сĕнсен пиччепе аппа хирĕçлемерĕç, çапла шăпа мана Чăваш Ене тепĕр хут тавăрчĕ, эпир мăшăрлантăмăр, анчах та хут уйăрттарса 1957 çулта çеç пĕрлешрĕмĕр. Çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнтăмăр, икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр.

– Сăнаса ларатăп та, мăшăрăр пирки пысăк хавхаланупа каласа паратăр, эсир унпа телейлĕ мăшăр пулни пирки иккĕленмелли те çук. Калăр-ха, Василий Ефимович килте мĕнлерехчĕ?

– Питĕ уçă кăмăллă та ырă çынччĕ, пурте хисеплетчĕç ăна. Ăслăччĕ, яланах яваплă должноçсенче ĕçлерĕ. Вăл 5 çултах шкула кайнă, ăнкаруллă ача пулнипех ăна учитель вĕренме ирĕк панă-мĕн. 15 çулта аслă шкула вĕренме кĕнĕ, çулне кура пĕчĕк пулнипе ăна илме те хирĕçленĕ, анчах вăл хăйĕн ăсне кăтартма пултарнă. Педагог дипломне илсенех вăрçă пуçланнă, çапла фронта ăсаннă, 1944 çулта йывăр аманса, сипленсе таврăнсан ăна директор пулма сĕннĕ, вăл ача çурчĕн директорĕн тивĕçне пурнăçлама килĕшнĕ.

– «Хуйхă пулман тăк телей курас çукчĕ», – текен каларăш çÿрет халăхра. Шăпах сирĕн пирки каланă пек туйăнать мана. Килĕшетĕр-и?

– Пурнăçăмра чăннипех те çапла пулса тухрĕ. Вăрçа пула тăлăха тăрса юлтăм, пĕррехинче çапла педиатри институтне лекрĕм, сипленме вырнаçтарчĕç. Манăн сывлăха пĕр профессор тимлĕн сăнаса тăратчĕ, пыратчĕ, калаçатчĕ… Унăн арăмĕн те ман патăма темĕнле ăшăлăх туйăнатчĕ. Вĕсем мана усрава илесшĕн пулнине пĕлтĕм каярах. Вăрçă вăхăтĕнче пуçне хунă хĕрĕ ман евĕрлĕ пулнă-мĕн. Анчах манăн аппа ирĕк памарĕ. Енчен те вĕсен хĕрачи пулнă тăк мĕнле килсе тухатчĕ-ши пурнăçăм? Никам та пĕлмест. Тепĕр тĕслĕх те илсе кăтартма пултаратăп, вăрçă пулман тăк эпĕ Чăваш Ене килес те, Василий Ефимовичпа пĕрле пулас та çукчĕ.

– Пурнăçăрта йывăр пулнине пăхмасăр хăвăр пирки телейлĕ тетĕр-и?

– Ленинград блокади вăхăтĕнче кăна темиçе хутчен те вилĕм куçĕнчен пăхнă, анчах та ĕмĕрĕм татăлмарĕ, кашнинчех çăлăнса юлнă. Каларăм ĕнтĕ, мăшăрăмпа та лайăх пурăннă, икĕ хĕр пире 3 мăнук парнеленĕ, вĕсен ачисене те, пурĕ 6-ăн, курма пÿрнĕ мана. 85 çул тултартăм пулин те çÿрекелетĕп-ха, юратнă киленĕçпе аппаланатăп. Çавăнпа та пĕр иккĕленмесĕрех калама пултаратăп, эпĕ – телейлĕ.

– Çамрăклах шăпа нумай тĕрĕсленĕ сире, анчах унпа кăна вĕçленмен иккен. Нумаях пулмасть çухату хыççăн çухату тÿсме тивнĕ тата…

– 2003 çул маншăн синкерлĕ пулчĕ. Пĕрин хыççăн теприне çывăх çыннăмсене çухатрăм: аппан упăшкине, икĕ кĕрĕве, мăшăрăма тата хĕрĕме. Пĕр çулталăкра 5 виле! Мĕнле чăтса ирттертĕм?! Хам та пĕлместĕп…

– Пурнăç пăтăрмахĕсене, çухатусене пăхмасăр хăвăра лайăх-кăмăл туйăмра тытма пултаратăр? Мĕнле майпа? Вăрттăнлăхĕ мĕнре?

– Тĕрĕссипе, нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Çемье çавăрнă хыççăн аппа каланă сăмахсене ăша хывнă эпĕ. «Кирек мĕнле пулсан та çын умĕнче хăвăн кăмăл-туйăмна ан кăтарт», – тенĕччĕ вăл. Çак хăйне евĕрлĕ халала тĕпе хурса пурăнтăм та, çакă пулăшрĕ пулĕ.

– Чун хавалĕ тĕлĕшĕнчен кăна мар, ÿт-пÿ енчен те хăвăра лайăх сыхласа хăварнă-çке. Кунта тата мĕнле вăрттăнлăх?

– Нумай çиместĕп, уçăлса çÿреме кăмăллатăп. Çурма выçлăхра çитĕннĕ-çке эпир, организм чăтма вĕренсе çитнĕ-тĕр.

– Чун киленĕçне мĕнре куратăр халĕ?

– Чăлха-нуски çыхма, уйрăмах тĕрлĕ тĕслĕ çиппе, килĕштеретĕп, вĕсене вара тăван-пĕлĕше парнелесе пĕтеретĕп.

– Сирĕн кăкăр çинче вун-вун награда. Хăшĕ чи пахи?

– Чуна çывăххи – «Житель блокадного Ленинграда».

– Вăрçă вĕçленнĕренпе 70 çул ытла иртрĕ. Çичĕ теçетке çулта чун ыратăвĕ сÿнет-и, е вăл нимĕнле вăхăта та парăнмасть?

– Нихăçан та пĕтмест. Çав вăхăта аса илмессерен куççуль капланса килет… Питĕ йывăр… 11 çултах тăлăха юлтăм, пĕччен тенĕ пекех. Килте мĕн пуррине çунтарса яма тиврĕ: сĕтел-пукана, библиотекăна…

– Ача çуртĕнче пĕрле ÿснисенчен кампа хутшăнатăр?

– Паллă ĕнтĕ, вĕсенчен чылайăшĕ çутă тĕнчерен уйрăлса кайнă. Паянхи кун Роза Калининăпа, Александра Савеловăпа çыхăну тытатпăр.

– Ленинградра, пысăк хулара, пурăнма май килменшĕн ÿкĕнмен-и эсир? Тен, çемьепе куçса кайманшăн?

Ÿкĕнмен. Унта эпир кашни çул тенĕ пекех кайса çÿренĕ. Пилĕк çул каялла пулнăччĕ юлашки хут.

– Людмила Ивановна, пысăк тав сире уçă калаçушăн.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости