Атте вилни 40 çул ытла иртрĕ, Ишек масарĕ çинче пытарнă ăна. Çимĕкре кашни çулах асăнмашкăн çăва çине çÿреттĕм. 5 çул каялла аттен çуртне сутма лекрĕ, çавăн хыççăн ăна асăнмашкăн вăл ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă çĕре çитейместĕп. Кăçал каятăпах тенĕччĕ ĕнтĕ, анчах шăрăх пулнипе каллех ĕмĕте пурнăçлаймарăм, мĕншĕн тесен юн пусăмĕ пысăккипе аптăратăп. Тен, атте мана çилленнĕ пÿртне сутнăшăн? Çавăнпах мар-и ун патне пилĕк çул «çитейместĕп». Манăн мĕн тумалла-ши?
Вениамин СЕРЕБРЯКОВ, Чаканар
Владимир атте, Ишек чиркĕвĕн настоятелĕ:
– Леш тĕнчере пурăнакансем çилленмеççĕ – çакна пĕр иккĕленмесĕр калама пултаратăп. Вĕсене чи кирли – вĕсен ячĕпе кĕлĕ вулани. Вилнĕ çынсемшĕн каламалли кĕлĕ, псалтырь вулама пултаратăр. Чиркĕве кайса унăн ячĕпе çурта çутмалла, «заказной» парса просфор кастармалла. Масар çине асăнма каяйманшăн питех пăшăрханма кирлĕ мар, кĕлĕ вулама ан манăр кăна.