Майăн 12-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери медицина сестрисен кунĕ
Ĕнер Шупашкарти Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Медицина сестрисем – улшăнусен ертсе пыракан вăйĕ: сывлăх сыхлав тытăмĕн тĕреклĕхне ÿстересси» форум иртрĕ. Ăна уçнă çĕре ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Н.Н. Блохин ячĕллĕ ача-пăча онкологийĕн тата гематологийĕн наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ Мамед Алиев профессор, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата ыттисем хутшăнчĕç.
– Сирĕнсĕр, операци, процедура пÿлĕмĕсенче ĕçлекенсемсĕр, чирлисене пăхакансемсĕр медицина пулаймасть те, аталанаймасть те. Сирĕн йыш тухтăрсеннинчен икĕ хут пысăкрах, ял-салара вара эсир сывлăх сыхлавăн пĕлтерĕшлĕ вăйĕ пулса тăратăр, кирлĕ чухне тухтăрсене те улăштаратăр. Пысăк технологиллĕ центрсенче те сирĕн пулăшăвăр питĕ кирлĕ, – палăртса каларĕ Алла Самойлова форума уçнă май. ЧР Пуçлăхĕ пухăннисене кăтартусемпе паллаштарчĕ: республикăра 12500 медицина ĕçченĕ вăй хурать, юлашки 5 çулта кăна сывлăх сыхлавне 5 млрд тенкĕ ытла укçа-тенкĕ хывнă, 3 пин единица ытла медицина оборудованийĕ туяннă. Юлашки вăхăтра çынсем поликлиника-больницăсенче илнĕ пулăшупа кăмăллă юлаççĕ – çакна ыйтăм ирттерни çирĕплетсе парать. Чăваш Енре медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿссе пынине ытти регионтан сипленме килекенсен йышĕ ÿсни те лайăх палăртать. Анчах та татса памалли ыйтусем те çук мар-ха. Вĕсене пĕтерес тĕллевпе куллен тимлеççĕ. Кăçал сывлăх сыхлав сферине 12,3 млрд тенкĕ уйăрĕç, çавна май республикăра пурăнакан кашни çын вăтамран 11 пин тенкĕлĕх пулăшу илĕ. Çавăн пекех Республика Пуçлăхĕ çитес çулсенче тата 50 ФАП çĕклесси пирки те аса илтерчĕ.
Шупашкара килнĕ хисеплĕ хăна Мамед Алиев форума регион ертÿçи хутшăннине ырларĕ, апла тăк сывлăх сыхлавне кунта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче медицина ĕçченĕсен пĕлтерĕшĕ мĕн чухлĕ пысăк пулнине палăртса хăварчĕ.
Салам самантне малалла тăсса Николай Малов сăмах илчĕ: «Чăваш Ен федерацин Атăлçи тăрăхĕнче нумай кăтартупа малтисен йышĕнче пырать, çакăнта сирĕн тÿпе те пур». «Единая Россия» партирен, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн ятĕнчен Шупашкар район больницин аслă фельдшерне, сывлăх сыхлавĕнче 26 çул ĕçлекен Алевтина Окликовăна Тав хучĕпе чысларĕ. Наградăна тивĕçлисем чылайăн пулчĕç кунта. Алевтина Окликова форумра «Ял çыннисене ФАПсен шайĕнче пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парасси» докладпа тухса калаçрĕ. Районтан асăннă форума Софья Бондаренко, Наталья Гумирова, Вероника Захарова, Надежда Артемьева, Надежда Иванова аслă медицина сестрисем, тĕп медицина сестрин тивĕçне пурнăçлакан Людмила Яранова хутшăнчĕç.
Елена Губанова