Октябрĕн 17-мĕшĕнче «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсен Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн. ГТО фестивалĕн финалĕ иртрĕ.
Чи малтанах Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн фестивалĕ шкулсенче иртнĕ. Вăйлăрах ачасем район тата хула шайĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Республика шайĕнчи ăмăртусене 48 шкул хутшăннă. Майăн 14-мĕш тата 27-мĕшĕсенче «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче иртнĕ республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăннисем 30, 60, 100, 1000 м чупассипе, турникрен туртăнассипе, выртса çĕкленессипе, тăршшĕне сикессипе, ишессипе нормативсене пурнăçланă. Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчи тата Канаш хулинчи вĕренекенсен ушкăнĕсем мероприятие уйрăмах хастар хутшăннă.
Финала тухнă ачасене ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ЧР пĕрлештернĕ командин спорт хатĕрленĕвĕн центрĕн директорĕ Олег Булыгин, Шупашкар район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов, ЧР «Юнитекс» ача-пăчана хушма пĕлÿ паракан центр» директорĕ Игорь Волков саламларĕç, ăмăртура ăнăçу сунчĕç.
Фестиваль финалĕнче Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсен тата Канашпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен командисем тĕл пулчĕç. Вĕсем выртса кĕлеткене алăпа çĕклессипе, туртăнассипе, 50 метр тăршшĕне ишессипе, инçĕше сикессипе нормативсене пурнăçларĕç.
Шупашкар район чысне Кÿкеçри лицейра ăс пухакансем хÿтĕлерĕç: Сергей Николаев (6-мĕш «в» класс), Никита Яндушкин (5-мĕш «г»), Никита Иванов (8-мĕш «б»), Карина Рыбкина (7-мĕш «б»), Аделина Степанова (6-мĕш «а»), Виктория Чувашова (6-мĕш «а»), Юля Зайцева (8-мĕш «а»), Максим Добролюбов (8-мĕш «б»). Физкультура учителĕ Андрей Красных ăмăртăва хутшăнакансем пирки: «Ачасем тĕрлĕ секцие çÿреççĕ, арçын ачасенчен кам бокспа кăсăкланать, кам футбол вылять. ГТО нормативĕсене кашнин пурнăçламалла», – терĕ.
Ăмăртура малти вырăна Çĕнĕ Шупашкар хулин команди тухрĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Çĕрпÿ хулипе Муркаш салин командисем пайларĕç.
Вера Шумилова