ГТО çĕ​нĕ​рен вăй илет

Ирт​нĕ выр​сар​ни кун «У​лăп» спорт​па сыв​лăх центрĕн стадионĕн​че ра​йон​ти предп​рия​ти​сем​пе ор​га​ни​за​ци​сен​че вăй ху​ра​кан​сем ГТО Пĕ​тĕм Раç­çей​ри физ​куль​ту​рă​па спорт комп​лек​сĕн нор​ма​ти​вĕ​се​не пур​нăç­ла​рĕç.

Пы​сăк чы​са ти​вĕçнĕ

2014 çул​ти мар​тăн 24-​мĕ​шĕн​че РФ Пре​зи​ден​чĕ В​ла​ди​мир Пу​тин ГТО нор​ми​се​не çĕ​нĕ​рен вăя кĕр​тес​си çин​чен Ху​шу кă​лар​нă. Совет вла​çĕ вă​хă​тĕн​чи «Го​тов к тру​ду и обо​ро​не» ята çа​вăн пе​кех хă​вар​ма йы​шăн​нă. «ГТО нор​ми​сем пу​лăш​ни​пех сыв​лăх​лă та​та пу​çа​рул​лă ăру​сем çи​тĕн​нĕ», – па​лăрт​са хă​вар​нă РФ Пре​зи​ден​чĕ. Совет Союзĕн​че ГТО физ​куль​ту​рă​па спорт комп​лек​сĕ 1931 çул​та вăя кĕ​нĕ, ют çĕр​шыв жур​на​лис​чĕ​сем ăна «​вы​рăс​сен çĕ​нĕ вăрт​тăн хĕç-​пă​ша​лĕ» те​се ят па​нă. Ун чух​не чу​пас​си​пе, си​кес​си​пе, йĕл​тĕр​пе ярă​нас​си​пе, ишес​си​пе, тур​ник çин​че тур​тă​нас​си​пе, ка​нат тă​рăх хă​па​рас​си​пе, пă​шал​па пе​рес​си​пе, тĕр​лĕ япа​ла​сем ывă​тас​си​пе нор​ма​тив​сем пурнăçла​мал​ла пул​нă.

РФ Спорт ми​нис​терст​вин физ​куль​ту​рă​па мас​сăл​лă спорт ата​ла​нă​вĕн Де​пар​та​мен​чĕн ди​рек​то​рĕн çу​мĕ Вик​тор Баб​кин халь​хи Раç­çей ис​то​ри​йĕн​че Шу​паш​кар​та пĕр​ре​мĕш хут ГТО нор​ма​ти​вĕ​сен фес​ти​ва​лĕ ирт​ни​не па​лăрт​нă. «Пĕл​тĕр​хи пĕ​тĕм​ле​тÿ​сем​пе Раççей​ре физ​куль​ту​рă​па спорт ата​ла​нă​вĕн кон​кур​сĕ​сен кă​тар​тă​вĕ​сем тă​рăх чем​пион ят​не Чă​ваш Ен ти​вĕç­нĕ. «Раççей – спорт çĕр​шы​вĕ» пĕ​тĕм тĕн​че​ри спорт фо​ру​мĕ ахаль​тен мар ЧР тĕп ху​лин​че ир​тет. Ку вăл – пы​сăк чыс. Кун​та пур ре​гион пуçта​рă​нĕ. Ахальтен мар ГТО Пĕ​тĕм Раççей​ри физ​куль​ту​рă​па спорт комп​лек​сĕн пре​зен​та​ци​йĕ те Чăваш ен лапамĕнче иртет», – хы​пар​ла​нă вăл.

Нор​ма​тив​сем пал​лă

ГТО нор​ми​сен тĕл​ле​вĕ – çын​сем хуш​шин​че сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не пă​хă​на​кан​сен йыш​не ÿс​те​рес​си, сыв​лă​ха çи​рĕп​ле​тес​си. Ирт​нĕ выр​сар​ни​кун Кÿ​кеçри ста​дио​на нор​ма​тив​се​не пур​нăç­ла​ма 540 çын пуçта​рăн​чĕ. Кун​та ра​йон​ти ача са​чĕ​сем​пе шкул​сен​че, предп​рия​ти​сем​пе ор​га​ни​за​ци​сен​че вăй ху​ра​кан​сем хăй​сен спорт ха​тĕр​ле​нĕв​не тĕ​рĕс​ле​рĕç. Пу​хăн​ни​се​не ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ Геор​гий Его​ров, ра​йон пуç­лă​хĕ Алев​ти​на Исае​ва та​та ра​йон про​ку​ро​рĕн çу​мĕ Ана​то​лий Ива​нов ăнă​çу сун​чĕç, ну​май пул​масть ирт​нĕ ăмăр​ту​сен​че ма​ла ту​ха​кан​се​не ку​бок​сем​пе та​та Хи​сеп ху​чĕ​сем​пе наг​ра​дă​ла​рĕç. Кÿ​кеç­ри «Фее​рия» ача-​пă​ча во​кал сту​ди​йĕ пу​хăн​нă çын​сем​пе за​ряд​ка ирт​тер​чĕ. Ха​вас​лă кĕ​вĕ​пе пу​хăн​ни​сем шăм​ша​ка çем​çет​рĕç. Тĕп судья пу​хăн​ни​се​не хăш спорт енĕ​пе тĕ​рĕс​лев ви​тĕр ту​хас​си​не пĕл​тер​чĕ – кĕс​кен (​чел​ноч​ный) чу​пас​си (3х10м), вы​рăн​тан тăрш​шĕ​не си​кес​си, тул​тар​нă ме​чĕ​ке пе​рес​си, ма​лал​ла та​йă​лас​си, от​жи​ма​ни (​хĕ​ра​рăм​сен), тур​ник çин​че тур​тă​нас​си (ар​çын​сен).

Ме​чĕк еп​ле пер​се çи​тер​мел​ле?

ГТО нор​ми​се​не па​ма кил​нĕ каш​ни çы​нах хă​йĕн çу​лĕ​сен​чи нор​ма​тив​се​не па​лăрт​нă удос​тове​ре​ни ал​ла ил​чĕ, çав нор​ма​тив​сем​пе тан хă​нăх​та​ру​сем пур​нăç­ла​ма тă​рăш​рĕ. Ор​га​ни​за​ци​сем​пе предп​рия​ти​сен​че вăй ху​ра​кан​сем пур​те те​нĕ пе​кех ма​лал​ла та​йă​лас​си​не ава​нах пур​нăç­ла​рĕç. Вĕ​сен алă​сем​пе çĕ​ре çи​тич​чен çит​се 4-5 çек​кунт çап​ла тă​мал​лач​чĕ. Судья çи​те​лĕк​лĕ пул​ни​не пĕл​тер​сен те та​тах та та​йăл​са тă​рас те​кен​сем пул​чĕç. «Пул​чĕ-и? Эп та​тах та тă​раяп, ма​лал​ла шут​лăр», – те​ке​ле​рĕç ку хă​нăх​та​рă​ва çă​мăл те​се шут​ла​кан​сем. Кĕске (чел​ноч​нăй) чу​пу​ра та пур​те те​нĕ пе​кех нор​ма​тив​се​не пур​нăç­ла​рĕç. От​жи​ма​ние тен​кел çин​чен ту​ни çă​мăл​лăх кÿ​чĕ. Чи йы​вăр хă​нăх​та​ру – лар​са 2 кг тая​кан ме​чĕ​ке икĕ алă​па ывă​тас​си пул​чĕ. Ун пир​ки «У​лăп» спорт​па сыв​лăх цент​рĕн ĕç­че​нĕ Павел Цвет​ков та çап​ла ка​ла​рĕ: «Ку чи йы​вăр хă​нăх​та​ру​сен​чен пĕ​ри, ме​чĕ​ке ывăт​са 7-9 мет​ра (чи нумаййи) çи​тер​мел​ле. Вăй​лă спортс​мен​сем кă​на ывăт​са çи​те​рееççĕ, ун пек​ки сай​ра пу​лать. Халь​лĕ​хе ку нор​ма​тив​сем сă​нав​лă (п​роб​ные) пул​чĕç, ма​лаш​не хăш-​пĕр тĕ​сĕ​се​не ыл​маш​та​рĕç».

ГТО нор​ма​ти​вĕ​се​не йĕр​ке​ле​кен​сен ма​лаш​не ахаль çын​сем пур​нăç­ла​ма пул​та​ра​кан нор​ма​тив​се​не па​лăрт​сан аван пул​мал​ла.

Сăмах май

Шу​паш​кар​та 70 пин ыт​ла çын сен​тяб​рĕн 27-​мĕ​шĕн​че ирт​нĕ ГТО Пĕ​тĕм Раççей​ри физ​куль​ту​рă​па спорт комп​лек​сĕн нор​ма​ти​вĕ​сен фес​ти​валь​не хут​шăн​нă.

ВЕ​РА ШУ​МИ​ЛО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости