Хăшĕ-пĕрин пурнăçне кĕтмен тĕл пулу улăштарать, теприсенне – ăнсăртран вуланă кĕнеке… Шупашкар районĕнчи Ишлейре çуралнă Дмитрий Фомиряков вара кун-çул сукмакне аслă пиччĕшĕсем хыççăн кайса суйланă. 11 çулта вăл спортпа çывăх туслашнă. Юлташĕсем малтанлăха халран кайнипе татами çинчех çывăрса юлнине те каласа параççĕ. Анчах та йывăрлăхсене парăнать-и Фомиряковсен йăхĕ? Паян Дмитрий – Сётокан енĕпе Раççейĕн тĕнче класлă спорт мастерĕ, Чăваш Республикин хĕвел тухăç кĕрешĕвĕн федерацийĕн председателĕ… – тухăç кĕрешĕвĕсемпе чи нумай титуллă спортсмен. Унпа пирĕн корреспондент шăп хĕрÿ тренировкăсен вăхăтĕнче тĕл пулнă.
– Кирек ăçта та сана пурте паллаççĕ, алă тытаççĕ… Çак çитĕнÿ, ят-сум патне мĕнле пытăн – вăрттăнлăха уçса пар-ха?
– Сётокан каратэпе 12 çултан туслă эпĕ. Аслă пичче Сергей (Сётокан JKA 2 данĕ) тата Илья Гульев (JKA 5-мĕш, WKC 5-мĕш данĕсем) ертсе, кĕрешÿ техникине алла илме пулăшса пычĕç. Аталанма питĕ нумай тăрăшма тиврĕ. 1990 çулта Сётоканăн JKA енĕпе Европăн тĕп инструкторĕн Эноэд Кэйносукэ семинарĕсене çÿреме тытăнтăм. Икĕ çултан JKA Сётоканăн 2-мĕш данне илме экзамен тытрăм. Кэйносукэ господин 2003 çулта вилнĕ хыççăн ăсталăха туптама Очи Хидэо мастер патне çÿреме тытăнтăм. Раççей USKO техника консультанчĕ – Европăн тĕп инструкторĕ мана нумай пулăшрĕ. Эпир пурте – виçĕ пĕр тăван – спорт урлă пиçĕхнĕ. Сергейпа Андрей мана питĕ пысăк витĕм кÿчĕç. Вĕсем самбопа туслăччĕ – эпĕ те хыçран юлман, республика ăмăртăвĕн призерĕ те пулнăччĕ. Каярах каратэпе кăсăкланма тытăнчĕç. Ун чухне эпĕ 12-ре кăна пулнă та – çитĕннисен сăмахĕнчен иртме хăяйман. Паллах, вĕсемпе тренировкăсене çÿреме тытăнтăм.
– Эсĕ хăвăн чылай тантăшу пек пурнăçа услампа та çыхăнтарма пултарнă, политикăпа та… Халĕ çакăншăн ÿкĕнместĕн-и?
– Тренировкăсене пăрахăçлас шухăшсем пулман мар – йывăрччĕ, анчах та халĕ çакăншăн ÿкĕнместĕп. Пиçĕлĕх, çине тăма пĕлни çинче никĕсленекен каратэ принципĕсем пурнăçра та, бизнесра та кирлĕ.
– Харпăр кумитэпе эсĕ çĕршывăн официаллă 1-мĕш чемпионĕ. Командăри кумитэн пăхăр призерĕ. Хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсен ăсталăхĕпе вăрттăнлăхне алла илме эсĕ питĕ нумай вăхăт ирттернĕ, халĕ те ăна шеллеместĕн. Сётокан… – мĕн вăл саншăн?
– Тренировкăсене чуна парса çÿреме тытăнсан, пĕр «чирлесен» каратэ вăл – пурнăçăн чи пĕлтерĕшлĕ пĕр тĕллевĕ, унăн мелĕ пулса тăрать. Унăн хăйĕн принципĕсем пур. Вĕсем вара татами çинче кăна мар, кулленхи пурнăçра, кирек мĕнле ĕçре те питĕ кирлĕ. Питĕ тĕрĕс. Каратэ маншăн спорт тĕсĕ кăна мар.
– Санăн тĕнче шайĕнчи медальсем кăна 40 ытла. Паян эсĕ мĕнпе чăннипех те мăнаçланатăн?
– Эпĕ çитĕнтернĕ «пăхаттирсем» хушшинче ултă спорт мастерĕ, 10 ытла спорт мастерĕн кандидачĕ, тĕнче класлă пĕр спорт мастерĕ пур – вĕсемпе мухтанатăп та.
– Хăв та вĕренетĕн, ыттисене те вĕрентетĕн. Çапах та эсĕ ытларах педагог е спортсмен?
– «Будокан» спорт клубĕн тренер-преподавателĕ. Çак ĕçе Сётокан енĕпе хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсен Республикăри ассоциацийĕнче 1998 çулта, шкултан вĕренсе тухнă-тухман, кÿленнĕ. Унтанпа пилĕк теçетке ытла спортсмена хатĕрленĕ. Çав шутрах Сётокан енĕпе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче пăхăр медальсем çĕнсе илнĕ Раççей командине те. Ачасемпе – чи кĕçĕнни вара манăн пиллĕкре – тренировкăсене тухăç принципĕсемпе йĕркелетĕп. Е урăхла каласан ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне ахаль тренировкăсене кăна илсе çÿременнине тÿрех асăрхать: тухăç кĕрешĕвĕ урлă пĕчĕкскерсем чи малтан чунпа пиçĕхеççĕ, вĕсем сиенлĕ йăласене çирĕппĕнех хирĕç тăма хăнăхаççĕ.
– Сана пурнăçра кĕрешÿ мелĕсемпе час-часах усă курма тивет-и?
– Тренировкăсенче çапма ĕмĕр тăршшĕпех хăнăхма пулать, анчах та йывăрлăхсене пурнăçра çакăнсăрах татса пама вĕренмелле – ку та каратэ принципĕсенчен пĕри.
– Кунсăр пуçне тата мĕнлерех принципсем çывăх спортсменшăн?
– Тĕрĕс, экологи тĕлĕшĕнчен таса апатлану, кун йĕрки, вăхăтлă кану – сывлăхшăн пĕлтерĕшли пĕтĕмпех.
– Çакна кăна калатăп: ача çемьере аслисенчен тĕслĕх илсе çитĕнет. Амăшĕ е ашшĕ пирус туртать е ĕçет пулсан ăна сиенлĕ йăласене хирĕçлеме питĕ йывăр пулĕ. Тренировкăсем вара пирĕн чи малтанах хистевсĕрлĕх йĕркипе иртеççĕ. Кунта килсен пĕчĕккисем те хăйсене хÿтлĕхе лекнĕ пек туяççĕ. Каларăм-çке — каратэ туртать, илĕртет.
– Педагогика наукисен кандидачĕ пулас шухăш мĕнпе çыхăннă?
– Хам ăнланакан чылай япалана вĕренÿ никĕсĕпе çирĕплетмеллине питĕ лайăх ăнланнă эпĕ, хамăн шухăшсене ăслăлăх ертÿçине те пĕрре мар пĕлтернĕ. Ку ĕçе, каратэ техникине алла илес вăрттăнлăхсемпе çыхăннăскере, доктор диссертацийĕн шайĕ таран та аталантарма май пуррине пĕлтерсен çине тăтăм. Ку вăл хăйне евĕрлĕ эксперимет пулчĕ.
– Çĕршывăн пĕрлештернĕ команди кăçалхипе виççĕмĕш çул хăйĕн тренировкисене хула çывăхĕнчи базăсенчен пĕринче, Чаканар ялĕ çывăхĕнче, йĕркелерĕ…
– Июль пуçламăшĕнче тăххăрти тата унран аслăрах спортсменсем – пурĕ 90 çын – Сётокан енĕпе тĕнче чемпионатне хатĕрленчĕç. Тĕнчен сезонри чи пĕлтерĕшлĕ стартне хутшăнакансен йышне тăватă чăваш ачине кĕртнĕ. Вĕсенчен виççĕшне – тăххăрти Александр Максимова, 14-ри Никита Беловощева тата Александр Аввакумова (аслисем хушшинче) шăпах эпĕ хатĕрлетĕп. Кăçал октябрь уйăхĕнче Японире иртекен тĕнче ăмăртăвне манпа пĕрле вĕсем те пырĕç. Шупашкар районĕ хыççăн команда тренировкăсене Краснодар крайĕнчи базăра тăсать. Эпир çитĕнтерекен спортсменсем универсаллă: вĕсем ката тата кумитэ енĕсене пĕр пек алла илсе пыраççĕ, çураçуллă, гармониллĕ аталанаççĕ.
– Медальсемпе таврăнас шанăç пысăк-и?
– Команда йышĕнче тĕнче ăмăртăвĕсен призерĕсем. Саша – тĕнче класлă спорт мастерĕ, Раççейĕн, Европăн кăçалхи чемпионĕ, Никита ачасен тĕнче шайĕнчи ăмăртăвĕсен темиçе хут çĕнтерÿçи…
– Тренировкăсене Шупашкар районĕнче ирттерме йышăннинче сан çемйÿн тÿпи те пур. Вĕсемпе те кăштах паллаштар-ха.
– Фомиряковсен ку вăхăтри йăх-тымарĕн пĕр тăван тата икĕ сыпăкри пиччĕшĕ-шăллĕ — пурĕ çичĕ пăхаттир – спортсменсем, каратэ тренерĕсем. Тăваттăшĕ Сётокан енĕпе JKA данĕсене илнĕ. 44 çул ĕнтĕ эпир Чаканарта спортăн 10 тĕрлĕ енĕпе – çăмăл атлетикăн 8 тĕсĕпе, шывра ишессипе, кире пуканĕ тĕртессипе – хамăрăн çемье спартакиадине йĕркелетпĕр. Унта Фомиряковсен 200 ытла тăванĕ хутшăнать.
– Базăра кратистсен кĕрешÿ техникине алла илме ятарлă корт та пур теççĕ. Çакна валли каратистсем мĕнле майпа укçа-тенкĕ çитереççĕ? Каллех Фомиряковсен витĕмĕпе-и?
– Чаканарти спорт площадкине акă коммерцилле мар организацисен проекчĕсене пулăшу кÿрекен патшалăх программин 200 пин тенкĕлĕх гранчĕпе туса лартрăмăр. Çак гранта пĕрремĕш хут выляса илсен хулари «Будокан» клубпа юнашар спорт лапамĕ хута ятăмăр. Спорта юратакансем тĕп хулара та, ун çывăхĕнчи Чаканарта та площадкăсемпе ирĕклĕн усă курма пултараççĕ.
– Дмитрий, сана йыхравшăн пысăк тав. Японирен çĕнтерÿпе таврăнма ăнăçу сунатпăр!
Виктория Вышинская