Директора «атте» тесе чĕннĕ

Ишекри ача çуртне лекнĕ Ленинград блокадинчен хăтăлса тухнă ачасен хушшинче пĕр çемьеренех темиçен пулнă. Кунта пĕр тăван Шухгардтсене, Мысликсене, Калининсене палăртса хăвармалла. Феофановсен çемйинчи пĕр тăван Валентина, Володьăпа Вера та бомбăсемпе снарядсем çурăлман Чăваш Ене лекнĕ ачасен йышĕнче пулнă.

«Эпир сирĕн умра – парăмра…»

Валентина Ивановна Феофанова (Масасина) Володя шăллĕпе Вера йăмăкĕшĕн амăшне улăштарнă. Вăл ача çуртĕнче пурăннă чухне воспитательсемшĕн сылтăм алă вырăнĕнче пулнă – чи пĕчĕккисене пăхма пулăшса тăнă. Валентина Ивановнăна «1941-1945 çç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн» медальпе те наградăланă.

Валентина шкулта вĕреннĕ чухнех тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă, «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пынă. 1951 çулта Пăрачкаври педагогика училищинчен вĕренсе тухсан хĕр направленипе Курган облаçне лекнĕ. Малтанах вăл математика учителĕнче вăй хунă, 1964 çултанпа пуçламăш классене вĕрентессипе тимленĕ. Ачасене юратниех Валентина Феофановăна тĕнчери чи сăваплă профессие алла илме хавхалантарнă. Вăл ачасене вĕрентесси, вĕсене воспитани парасси çинчен пĕчĕк чухнех ĕмĕтленнĕ. Валентина Ивановна шкулта 45 çул хушши вăй хунă, нумай наградăна тивĕçнĕ. Вăл – 6 ача амăшĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хăйсен 4 ачисĕр пуçне тата 2 ачана усрава илсе ура çине тăратнă. «Этем ачалăх çулĕсенче мĕн чухлĕ юрату илеет, йĕри-таврари çынсене те çавăн чухлех парнелеет. Мĕн чухлĕ ырăлăх курать, таврари çынсене валли те çавăн чухлĕ ырă кăмăл тупать. Воспитани панă чухне ачана мĕн чухлĕ юратупа ырăлăх туйăмĕ хыватăн, вăл хăйĕн таврари çынсене ăна çавăн чухлех парнелет», – çакна ĕненнĕ вăл.

«Çăмăл мар, анчах та телейлĕ вăхăтсене аса илсен пĕр шухăш патне килсе тухатăп – пурнăçа ахаль пурăнса ирттермен. Шăпах ун чухне пирĕн чунсене ырри кĕрсе юлнă. Ку вăл – Тăван çĕршыва тата халăха юратни», – вăрçă çулĕсем чун-чĕрене хытарса лартманнине тепĕр хут ĕнентерсе çырнă çырăвĕнче Валентина Ивановна.

Пĕрремĕш тĕл пулу вăхăтĕнче хăйсене ача çуртĕнче ăс панă учительсене хисеплесе, тав туса Валентина Ивановна ăшă сăмахсем каланă. «Кирек ăçта пулсан та эпир хамăр ачалăха ирттернĕ ача çуртне, шкулăмăра асра тытатпăр. Пирĕн аса илÿсем сирĕнтен, пирĕн учительсенчен, пуçланаççĕ. Эсир пире çырма, вулама, ÿкерме, ĕçлеме вĕрентрĕр. Çапах та расписанире ырă кăмăллăх, пархатарлăх, халăх чысне тата паха енĕсене курма тата хисеплеме вĕрентекен уроксем пулман. Эсир пире çакна кашни минутра, кашни сехетре, кашни кун хăвăр шухăшăрсемпе, тыткаларăшăрсемпе, итлеме пĕлнипе вĕрентсе пынă.

Эпир ун чухне учитель ĕçĕн йывăрлăхĕсемпе пархатарлăхне ăнланайман. Сирĕн ырă кăмăлăршăн, пысăк чĕрĕршĕр, юратушăн, çирĕплĕхшĕн, мĕн пур лайăххишĕн пысăк тав! Эпир сирĕн умра парăмра», – тенĕ вăл пурин шухăшне те палăртса.

Ишекри краеведени музейĕнче Валентина Ивановнăн вăрçă çулĕсенче хăйсене пулăшу кÿнĕ çынсене халалланă тав сăмахĕсем сыхланса юлнă: «Ишек ача çурчĕпе пирĕн чи ăшă туйăмсем çыхăннă. Вăрçăн йывăр çулĕсенче эпир, Ленинград ачисем, Чăваш Ен пĕр кĕтесĕнче хÿтлĕх тупрăмăр. Вăрçа тÿссе ирттернĕ кашни çынра унăн ахрăмĕ тăрса юлчĕ. Халĕ те хăш чухне çав вăхăт куç умĕнче мĕлтлетсе илет.

Эпир бомбăсемпе снарядсем çурăлман, бомбоубежищĕре пытанмалла мар яла килтĕмĕр. Çапах та тÿссе ирттернине манса мирлĕ пурнăçа хăнăхма çăмăл марччĕ…»

Верăпа Володя 1953 çулта Ленинграда аслă аппăшĕ Татьяна патне таврăннă. Вера вăтам шкул вĕренсе пĕтерсен малтанах кондитер фабрикинче ĕçленĕ. Кайрантарах комсомол путевкипе Иркутск облаçне çĕнĕ çуртсем тунă çĕре тухса кайнă. Анчах каялла таврăнаймасть, 18-та унăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлать…

Володя Ишекри ача çуртне лекнĕ чухне 6 çулта пулнă. Ача çуртĕнче пурăннă чухне вăл тăрăшса ĕçленипе, пуçланă ĕçе вĕçне çитернипе уйрăлса тăнă. Вăл нихăçан та хирĕçлесе тăман, мĕн хушнине яланах пурнăçланă. 1948 çулччен Володя Ишек шкулĕнче вĕреннĕ, унтан – Калининăри ача çуртĕнче. Арçын ача хăйне япăх енчен кăтартман, журналта «4» тата «5» паллăсем кăна курăннă. Ленинграда таврăнсан вăл 16 çултах пĕр завода ĕçе вырнаçнă. 1956 çулта рабочи çамрăксен каçхи шкулĕнчен вĕренсе тухсан çара кайнă. Хĕсметрен таврăнсанах пĕр заводра токарьте вăй хума тытăннă, квалификацие ÿстерсех пынă. «Хамăн ĕç килĕшет. Станоксене кăна юсамастăп, бригадир пулнă май çамрăксене те вĕрентсе, пулăшса пыратăп. Хамăн ĕçпе мăнаçланатăп», – çырнă çырура Владимир Феофанов. Пурăна-киле çемье çавăрса мăшăрĕпе иккĕшĕ ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ.

Владимир Иванович Ишекре пĕрремĕш тĕл пулăва ывăлĕпе пĕрле килнĕ. Иккĕмĕш тĕл пулăва çитме ăна сывлăхĕ хавшакрах пулни чăрмантарнă, çапах та тепĕр 3 çултан пĕччен те пулсан Ишек тăрăхне çитме шантарнă. Анчах ĕмĕтленни пурнăçа кĕмен – ачисем сарăмсăр вилнĕрен сывлăхĕ татах та япăхланнă. Вăл шалкăм çапнипе инвалид пулса юлать, 2012 çулта çĕре кĕрет. Унăн аппăшĕ Валентина темиçе çул маларах пурнăçран уйрăлать…

Ача çурчĕ выçлăхран хăтарнă

Ишекри ача çуртĕнче блокада ачисемпе пĕрле таврари ялсенчи çити-çитми пурнăçпа пурăнакан ачасем те хÿтлĕх тупнă. Вăрçă çулĕсенче юр-вар енчен хĕсĕк çемьесенче çăкăр пĕçерме çăнăх та пулман, ăна çĕр улмирен тата тĕрлĕ хутăшран хатĕрленĕ. Типĕтнĕ юман йĕкелĕсенчен авăртса тунă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр çинипе çынсем шыçăнса кайнă. Уйрăмах пĕчĕк ачаллă çемьесене йывăр килнĕ. Ишекре ача çурчĕ хута кайни инçех мар пурăнакан Арбатовсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Чистополь хулинче çуралса ÿснĕ вырăс хĕрĕ Мария шăпа хăйне Чăваш çĕрĕ çине илсе çитерессе шухăшламан та пуль. Граждан вăрçи вăхăтĕнче Шупашкар каччи Петр Арбатов вырăс хĕрне килĕштерсе Чăваш Ене тăван килне илсе килет, унтан каялла вăрçа тухса каять. Вăрçă чарăнсан çамрăксем пĕрлешсе Ишеке куçаççĕ, шăкăл-шăкăл пурăнса 5 ывăлпа 2 хĕр çуратаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çемье пуçĕ тата икĕ аслă ывăлĕ ытти нумай арçын пек тăшмана хирĕç çапăçма тухса каяççĕ. Арбатовсен чи кĕçĕн ывăлĕ Анатолий (вăл 1940 çулта çуралнă) каласа панă тăрăх, хаяр вăрçăран çемье ашшĕпе пĕр пиччĕшне кĕтсе илеймест – эрне хушшинче вĕсем тăшмана хирĕç çапăçса паттăррăн вилни çинчен икĕ хут килет. Тепĕр пиччĕшĕ суранланса таврăнать.

Вăрçă çулĕсенче çемье йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Мария Васильевна Арбатова ача çуртне каçхи няньăна ĕçлеме вырнаçать. Хăш чухне кăнтăрла та вăй хума тивет унăн. Çавна май 1944 çулта унăн 3 кĕçĕн ачине – Евгенияна, Вениамина, Анатолие ача çуртне вырнаçтараççĕ. Килте вырăсла калаçнă ачасем блокада ачисемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупаççĕ.

«Ача çуртĕнче çипуç енчен те, апат-çимĕç енчен те лайăх пулнă. Килте çимелли енчен вара питĕ хĕсĕкчĕ. Блокада ачисем ялтисемпе танлаштарсан яланах таса, тирпейлĕ çÿретчĕç. Ача çуртĕнче кун йĕркине пăхăнса пурăннă – ирхине тăрсан зарядка иртетчĕ. Ирхи апат хыççăн аслисем уроксене хатĕрленетчĕç, вĕренетчĕç, эпир, кĕçĕннисем – вăйăсем выляттăмăр», – аса илсе каласа парать 75 çулти Анатолий Арбатов. Вăл амăшĕ каласа панине те ас тăвать. Василий Сорокин директор тивĕçĕсене пурнăçлама пуçличчен ача çуртĕнче те апат-çимĕç енчен хĕсĕкрех пулнă иккен. «Ленинград блокадинчен хăтăлса тухнă ачасем каçсерен выçăпа тата ашшĕ-амăшĕ çумра çуккишĕн йĕретчĕç. Çавсене валли, килте çимелли çуккине пăхмасăр, чăмăрла пĕçернĕ вĕтĕ çĕр улми илсе каяттăм. Шуратса çитереттĕм те, çинĕ хыççăн пĕчĕкскерсем çывăрса каятчĕç», – хăй вăхăтĕнче амăшĕ каласа панине ас тăвать Анатолий Петрович.

Анатолий Арбатов, ача çуртне лексен 4 çулта пулнăскер, пĕтĕмпех ас тумасть те-тĕр. Ун сăмахĕсем тăрăх, ял ачисемпе ача çуртĕнчи ачасем туслă пурăннă, пĕр-пĕрне кÿрентермен. «Ахаль кунсенче ача çурчĕн ачисем стройпа çÿренĕ пулсан, канмалли кунсенче вĕсем ирĕкрехчĕ. Василий Ефимович фильмсем тупса килетчĕ, пурте пĕрле пухăнса кино кураттăмăр», – каласа парать Анатолий Петрович. Аслăрах ачасем ток çинче ĕçленĕ, вутă вакланă, кĕçĕннисене пăхма пулăшнă. Ача çурчĕ йĕри-таврари территорие те таса, тирпейлĕ тытнă, йĕри-тавра клумбăсем çинче чечексем ешернĕ, пахчара йăрансем çинче пахча çимĕç ÿстернĕ. Пурăна-киле улма-çырла йывăççисем лартса сад та йĕркеленĕ кунта. Хăйĕнчен аслăрах Виталий тусĕ Анатолий асĕнче юлнă. Шăпах Виталий кĕçĕнреххисене йĕркене çирĕп пăхăнма хăнăхтарнă та. Виталийпе пĕрле урамра вылянине, пахчаран пан улмисем пуçтарса тухнине ас тăвать вăл.

Ишек ача çурчĕн директорне – Василий Ефимович Сорокина – ачасем те, çитĕннисем те çав тери хисепленĕ. Вăл чăннипех те ачасемшĕн пур вăй-хала хурса тăрăшнине ăна ас тăвакансем пурте çирĕплетеççĕ. Василий Ефимовича Анатолий ашшĕ вырăнне хунă, «атте» тесе чĕннĕ, хăйĕнне вара ас тумасть. Ача çуртĕнче 5 çул хушши вăй хунă Мария Васильевна та Василий Сорокина ырăпа кăна асăннă. Анатолий амăшне хăйне те ачасем юратнă, вăл вĕсемшĕн амăшĕ вырăнĕнче пулнă-çке!

Чăвашла пĕлмен Анатолий шкула вĕренме кайсан та Ленинград ачисемпе пĕр класа лекет. Вĕсене блокадăран ачасемпе пĕрле хăтăлса тухнă Зинаида Федоровна Смирновăпа Елизавета Ивановна Шухгардт учительсем вĕрентеççĕ. Ишекри ача çуртне Калинино салине куçарсан Арбатовсен çемйи кунтах юлать. Анатолий 5-мĕш класра ялти ачасемпе вĕренме пуçлать. Вырăсла калаçаканскере блокада ачисемпе хутшăнма çăмăл пулнă, анчах чăваш ачисемпе калаçнă чухне йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ – пурне те ăнланмасть. Уроксене чăвашла ăнлантаракан учительсене вара – пушшех те. Пĕрре çапла урокра мĕн каланине ăнланмасăр арçын ача юнашар ларакан юлташĕнчен мĕн çинчен каланине ыйтать. Учитель арçын ачана урок вăхăтĕнче пăшăл пăтти пĕçернĕшĕн указкăпа туртса çапать. Анатолий, тарăхнăскер, киле çитсен кĕнекесене кăмакана пăрахса çунтарса ярать, шкула урăх каймасть.

5 класс кăна вĕреннĕ арçын ача колхозра конюхра ĕçлеме пуçлать. Тепĕр темиçе çултан кăна вăл Ишекре каçхи шкул уçăлсан 9 класс вĕренсе пĕтерет. Хĕсметре пулать, таврăнсан тĕрлĕ çĕрте водительте вăй хурать. Шел те, вăл пĕрле пурăннă, вĕреннĕ блокада ачисемпе пĕринпе те урăх тĕл пулман. Ишекре ирттернĕ тĕл пулусенчен те пулса курма тÿр килмен ăна.

Паян кун Анатолий Петрович ача çурчĕ хăйсене пурнăç çулĕ çине тăма, выçăллă-тутăллă пурнăçра чĕрĕ-сывă юлма пулăшнине лайăх ăнланать.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости