Заведующая домом культуры о Послании Главы ЧР: «Только сохраняя клубы, мы можем сберечь чувашские традиции»

DSCN600821 января в своем Послании Глава Чувашии Михаил Игнатьев отметил, что в прошлом году из консолидированного бюджета на сферу культуры было направлено 1,5 млрд. рублей, что на 10% больше, чем годом ранее. Реализуется масштабная программа капитального ремонта и модернизации сельских домов культуры. Если в 2008 году в нее были включены 17 сельских домов культуры, то сегодня их уже 186. Сегодня в республике действуют свыше 4 тыс. коллективов самодеятельного художественного творчества, в которых занимается более 55 тыс. человек. За последние пять лет в клубах появилось 377 новых кружков. Теперь их насчитывается свыше 6 тысяч, количество участников превысило 84 тыс. человек. Михаил Игнатьев заключил: «Эта тенденция должна сохраниться, так как дополнительное образование в сфере культуры имеет большое значение для эстетического воспитания детей, пробуждения в них чувства прекрасного».

Заведующая Яушским сельским клубом с 17-летним стажем, староста д. Яуши Оксана Лисова рассказала, что в ее культурном учреждении для занятий хореографией сформированы две группы детей. Также в нем занимаются пением взрослые и дети. Для этого раз в неделю сюда приезжает педагог. В настоящее время в клубе готовят музыкальный спектакль «Чувашская свадьба».

«Правильно отмечено в Послании Главы Чувашии, что необходимо и дальше поддерживать культуру, модернизируя старые дома культуры и строя новые. Мы тоже мечтает о новом клубе, ведь в нашей деревне 17 улиц — деревня разрастается. Выборы проводим в здании школы, потому что клуб слишком мал для этого. Последний раз ремонт здесь был 10 лет назад. Внутри у нас все аккуратно сделано. Самое главное для чего служит наш клуб — для встречи парней и девушек. В нашей деревне Яуши уже несколько семейных пар, которые познакомились в клубе, а затем и создали семью. Многие молодые сетуют, что необходимо продлить время дискотек (сейчас до 23 часов только разрешается). Встречи в клубе помогают нам решать многие насущные проблемы в деревне. Здесь мы обсуждаем, как провести день деревни, распределяем обязанности. Деревня у нас очень дружная. Только сохраняя клубы, мы можем сберечь чувашские традиции», — сообщила Оксана Геннадьевна.

– ЧР Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче пĕлтĕр республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен культурăна аталантарма 1,5 млрд тенкĕ, ку вăл тата малтанхи çулпа танлаштарсан 10% нумайрах, уйăрнине палăртса хăварчĕ. Ялти культура çурчĕсене юсас тата вĕсене модернизацилес енĕпе пĕтĕмĕшле программа ĕçлет. 2008 çулта çак программăна 17 ялти культура çурчĕ кĕнĕ пулсан, вĕсен шучĕ паянхи куна 186 çитнĕ. Юлашки çулсенче клубсенче 377 çĕнĕ кружок ĕçлеме тытăннă. Халĕ вĕсен шучĕ 6 пин ытла, унта 84 пин çын çÿренине пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев. «Çак ырă йăласене сыхласа хăвармалла, культура енĕпе хушма пĕлÿ пани ÿссе пыракан ăрăва эстетика воспитанийĕ пама, вĕсенче илем туйăмне аталантарма пулăшать», – пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне ЧР Пуçлăхĕ.

Эпĕ Явăшри клубра 17 çул ĕçленĕ май çак сăмахсем маншăн уйрăмах çывăх. Клубра ташлама кăмăллакан ачасене валли 2 ушкăн йĕркеленĕ. Кунтах аслисемпе ачасем юрлас ăсталăха туптаççĕ. Вĕсене вĕрентме эрнере пĕрре ятарласа педагог килсе çÿрет. Паянхи куна клубра «Чăваш туйĕ» спектакль хатĕрлетпĕр.

ЧР Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче малашне те культурăна аталанма пулăшу кÿмеллине, кивĕ культура çурчĕсене модернизацилемеллине, çĕннисем тумаллине тĕрĕс палăртса хăварчĕ. Эпир те çĕнĕ клуб пирки ĕмĕтленетпĕр, пирĕн ялта 17 урам, ял татах та сарăлса пырать. Суйлав та шкулта иртет, мĕншĕн тесен ялти клуб суйлав ирттерме калăпăшĕпе çителĕксĕр. Юлашки хут юсав ĕçĕсене клубра 10 çул каялла ирттернĕ. Шалта пирĕн тирпейлех, çапах та нумай чухне ялти клуб çамрăксемшĕн тĕл пулмалли, пухăнмалли вырăн. Ялти клубра тĕл пулса паллашнă хыççăн çемье çавăракансем те пулнă. Çамрăксенчен нумайăшĕ ташă каçĕсен вăхăтне тăсма сĕнеççĕ, халĕ каçхи 11 сехетчен кăна ирĕк параççĕ. Клубра пухăнса ялти çынсемпе татса паман ыйтусене сÿтсе явма тăрăшатпăр – ял кунне епле ирттересси çинчен, тата ытти те. Пирĕн питĕ туслă ял. Клубсене сыхласа хăварни кăна чăваш халăх йăли-йĕркине упраса хăварма пулăшать тесе шухăшлатăп.

29.01.2015

www.tavanen.ru

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости