Эпĕ Янăшри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренетĕп. Мĕн астăвасса эпĕ аттепе пахча хыҫĕнчи кӳлле шыва кĕме ҫӳренĕ. Ишме те ҫавăнтах вĕреннĕ. Шел те, ҫу кунĕсем ҫав тери кĕске.
Виçĕ уйăх шывра шăмпăлтатнă хыҫҫăн хĕлĕпе аса илӳсемпе ҫеҫ пурăнма май килет. Пирĕн тăван шкулта бассейн хута кайни пĕтĕмпех улăштарчĕ. Кашни физкультура урокĕ бассейнра иртет, уроксем хыҫҫăн та тренер А.И. Пономарев шывра тĕрлĕ енлĕ ишме хăнăхтарать. Спортпа сывлăх кунĕсенче ăмăртусем иртеççĕ, эпĕ унта малти вырăнсене йышăнатăп. Шывра аван ишме пĕлни, час-часах тренировкăсене ҫӳрени мана ҫан-ҫурăма тĕрĕс тытма, иммунитета тата сывлăха ҫирĕплетме пулăшать. Бассейна ҫӳреме пуҫланă хыҫҫăн манăн вĕренес кăмăл та пысăк, паллăсем те аванрах. Пирĕн шкулта икĕ бассейн: пĕри пĕчĕкрех ачасем валли, унта ишме вĕренекенсем ҫӳреҫҫĕ. Тепри вара 25 метр вăрăмĕш тата пĕр метр ытла тарăнăш. Кунта аван ишме пĕлекенсене ҫеҫ кĕме ирĕк парать учитель.
Каҫалапа ял ҫыннисем бассейна çÿреççĕ. Анне шывран кăшт хăракалать, эпĕ ăна вĕрентме тăрăшатăп.
Данил Ефимов, 6-мĕш класс
Пахча чечекпе ешертĕр
Ҫу кунĕсенче шкул пахчи илемлĕ чечексемпе ешертĕр тесе эпир, шкул ачисем, кашниех вăй хуратпăр.
Чи малтанах проект турăмăр, класс ертӳҫине кăтартрăмăр, шкул администрацине паллаштартăмăр. Проектра шкул пахчин хăш вырăнне суйласа илнине, мĕнле чечек вăррисем тата мĕн чухлĕ туянассине палăртрăмăр. Тăкаксене шутларăмăр. Пĕтĕмпех хатĕрлесе ҫитерсен ятарлă савăтсене тăпра тултарса вĕри шывпа шăвартăмăр, кăшт сивĕнсен чечек вăррисене акрăмăр. 3-4 кун иртсен сип-симĕс ҫулҫăсем курăнма пуҫларĕҫ. Эпир вĕсене юратса пăхатпăр, шăваратпăр, кăпкалататпăр. Проекта пĕрремĕш класран пуҫласа вун пĕрмĕшченех хутшăнчĕҫ. Çу кунĕсем ҫитсен илемлĕ чечексем ҫине пăхса савăнăпăр.
Милена Филиппова, 5-мĕш класс
Театр кружокĕ
Ача пултарулăхĕ сцена ҫинче тата уҫăмлăрах курăнать. Шкулта театр кружокĕ ĕҫлени пысăк витĕм кӳрет: ачасен тавракурăмĕ, ас тăвăмĕ аталанать, ĕҫе тĕплĕ тума хăнăхса пыни, геройсен ĕҫĕсене тĕрĕс хаклама, вĕсен кăмăлне туйма вĕренни паха.
Янăш шкулĕнчи «Шăпăрлансем» театр кружокне ачасем юратсах ҫӳреҫҫĕ. 11 ҫул ĕнтĕ вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе Янăш ял тăрăхĕнчи ҫынсене савăнтараҫҫĕ, район тата республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаҫҫĕ.
Кăҫал та çамрăк «артистсем» район конкурсне хутшăнса экологи çулталăкне халалланă «Пĕчĕк асамҫă» спектакльпе 2-мĕш вырăн йышăнчĕҫ. Кружок каникул вăхăтĕнче те хăйĕн ĕҫне малалла тăсрĕ, ачасене канмалли вăхăта усăллă ирттерме пулăшрĕ.
татьяна игнатьева, 5-мĕш класс
Таврапĕлÿ кĕтесĕ
Пирĕн шкул пысăк та хитре, таса та ҫутă. Илемлĕ шкула хăнасем час-часах килсе тăраҫҫĕ. Кашни килекене эпир хамăр шкулпа паллаштарма тăрăшатпăр.
Шкулăн иккĕмĕш хутĕнче краеведени кĕтесĕ йĕркелерĕмĕр. Малтанах мĕнрен пуҫламаллине пĕлмерĕмĕр-ха, аслă классенче вĕренекенсемпе пуҫтарăнса канашларăмăр. Шкул ачисене, учительсене, шкул ĕҫченĕсене асатте-асаннесем кил-хуҫалăхра усă курнă, пăрахăҫа тухнă япаласене илсе килме ыйтрăмăр. Нумай япала пухăнмарĕ. Вара кашни класран виҫшер-тăватшар ача пухăнса ял тăрăх ҫӳрес терĕмĕр. Янăш, Мамăш, Хура-Ҫырма, Тимой Мамăш ялĕсене ҫитрĕмĕр. Шкул автобусне нумай япала пухрăмăр: хамăр та тĕлĕнтĕмĕр. Ырă ҫынсем, чăн та, питĕ нумай иккен. Кивĕ сăхман, пир тĕртмелли станоксем, ал арманĕ, кĕнчелеҫҫи, юман каткасем, ҫурла, ĕлĕкхи арча, пукан, сĕтел, пир чĕркисем, хитре тĕрĕллĕ ал шăллисем, тĕртнĕ кавирсем тата нумай-нумай тем те пĕр. Ҫитсенех шкул картине пушатрăмăр пухнă экспонатсене, ҫуса тасатрăмăр та йĕркелесе вырнаҫтарма тытăнтăмăр. Авалхи чăвашлăх сĕмне ытларах кĕртес тесе шкул ĕҫченĕсем вăй хунипе чăваш кăмакипе ҫатан карта ăсталаса лартрăмăр.
Ку кĕтес килекен хăнасемшĕн сăн ӳкерĕнмелли юратнă вырăн пулса тăчĕ. Краеведени кĕтесĕ шкулта пурри хамăр енчи чăваш халăх историне упраса хăварма, малашне те авал мĕнле чашăк-тирĕк, савăт-сапа, ĕҫ хатĕрĕсемпе усă курнине пĕлсе тăма пулăшать.
Наталья Никитина, 9-мĕш класс
Агрокласс урокĕсем
Чăваш ял хуҫалăх академийĕ кăҫал хăш-пĕр районти шкулсене ҫĕнĕлĕх кĕртрĕ – агроклассем уҫрĕ. Пирĕн шкулта та вырăнти тата Кăшавăшри 10-мĕш классенче ăс пухакансене валли агрокласс урокĕсем иртеҫҫĕ.
Вĕсене академи преподавателĕсем ертсе пыраççĕ. Эпир ҫак уроксенче физика, хими, биологи тата механизациленĕ ĕҫсен технологийĕн предмечĕсене тарăнрах вĕренетпĕр.
Ятарлă уроксемсĕр пуҫне эпир республикăри малта пыракан предприятисене те экскурсие ҫӳретпĕр, ҫĕнĕрен ҫĕнĕ ял хуҫалăх техникисемпе паллашатпăр. Кăҫалхи вĕренӳ ҫулĕнче эпир академи лабораторийĕсенче темиçе хут та пулса куртăмăр, заводсене, куравсене ҫитсе килтĕмĕр.
Агрокласра вĕренни пире уйрăм предметсемпе тарăнрах пĕлӳ илме май парать тата пулас профессие суйласа илме пулăшать.
Георгий Кольцов, 10-мĕш класс
Асам тĕнчи
Пирĕн шкул ачисем спортпа туслă. Район тата республика шайĕнчи ăмăртусенче, мероприятисенче эпир яланах малти вырăнсене йышăнатпăр.
Шкулта сывлăха ҫирĕплетме тата спортпа туслă пурăнма пĕтĕм услови пур. Тренажер, спорт, фитнес, теннис залĕсем графикпе килĕшÿллĕн ĕҫлеççĕ. Çĕнĕ хăнăхтарусем тума пире физкультура учителĕ Андрей Иванович Пономарев вĕрентет. Уроксем вĕҫленсен те килте апатланнă хыççăн хаваспах спортзала тренировкăсене чупатпăр. Хĕл кунĕсенче йĕлтĕрпе ярăнатпăр. Тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсене йышăнни те тренировкăсăр пулмасть. Чи паха та юратнă вырăн пирĕн, паллах, бассейн. Вăл пирĕншĕн чăн-чăн асам тĕнчи. Пирĕн пата юнашар ытти шкул ачасем те килеҫҫĕ. Каҫалапа вара ялти çынсем шыва кĕме ҫӳреççĕ.
Спортпа ҫавнашкал туслă пулни пире малтисен ретĕнче тăма пулăшать те.
Диана Трофимова, 10-мĕш класс