Декабрĕн 10-11-мĕшĕсенче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей Кубокĕн турнирĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен спортсменсене пухать. ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен тупăшăва Азербайджан, Казахстан, Монголи, АПШ тата Раççей командин чи вăйлă кĕрешÿçисем хутшăнаççĕ. ЧР командин 8 спортсменĕн те çак кунсенче палăрса медальсем çĕнсе илме шанăç пур.
Турнир кăçалхипе виççĕмĕш хут иртет, унта 8 медаль комплектне выляттараççĕ. Ĕнер малтанхи ăмăртусем иртрĕç. Кĕрешÿçĕсем 8 виçе категорийĕнче вăй виçрĕç. Паян вара хĕрсем пăхăр медальшĕн кĕрешĕç, кăнтăрла иртсен финалти ăмăртупа киленме май пулĕ. Кĕрешÿсен тăхтавĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсем, «Boney M» ушкăн концертпа савăнтарĕç.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрарăмсен Чăваш Енри пĕрлешнĕ команди шутне кĕнĕ тава тивĕçлĕ Раççей спорт мастерĕ Наталья Гольц, тĕнче класлă спорт мастерĕсем Екатерина Красновăпа Надежда Федорова, тĕнче спорт мастерĕсем Вероника Чумиковăпа Мария Кузнецова тата вĕсен аслă тренерĕ Ольга Смирнова ытларикун ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. «Сирĕн çине пĕтĕм Чăваш Ен пăхса тăрĕ. Эсир стартра Чăваш çĕршывне тивĕçлипе кăтартасса шанса тăратпăр», – тенĕ ЧР Пуçлăхĕ. Вăл ăмăртăва йĕркелекен комитет унта хутшăнакансемпе хăнасене валли хăтлă условисем йĕркелеме май килнине пĕтĕмпех тунине палăртса хăварнă.
Тĕл пулăва хутшăннă ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков республикăра ирĕклĕ майпа кĕрешесси анлă сарăлнă спорт тĕсĕ пулнине пĕлтернĕ. Паянхи кун спорт шкулĕсенче 3 пин ытла ача спортăн çак тĕсне алла илесшĕн тимленине палăртнă вăл.
Ĕнер старт илнĕ ăмăртура 106 хĕрарăм-пăхаттир ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе чи вăйлăраххине, ăнăçуллăраххине палăртма тытăнчĕç. Кавир çине тĕрлĕ çулсенче тĕнче чемпионкин ятне илнĕ 4 спортсмен тухрĕç. Чăваш Ен спортсменĕсем те кавир çинче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Пĕр тытăçăва та çăмăл тесе калама май çук, кавир çинчи кашни спортсмен юлашки вăй-хала пухса çĕнтерÿçĕ ятне илесшĕн тăрăшрĕ. Кашни кĕрешÿçе ăсталăха алла илме пулăшакан тренер, «чирлекенсем» хавхалантарса тăчĕç.
Ăмăртăвăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Наталья Гольц 58 кг таран виçере чĕрĕк финалта Тутарстанри Светлана Липатовăна 2:0 шутпа çĕнтернĕ. 55 кг таран виçе категорийĕнче тепĕр чăваш спортсменки Вероника Чумикова Кемерево шкулĕн вĕренекенне Надежда Третьяковăна парăнтарнă. Шел те, 48 кг таран виçере Надежда Федоровăшăн пĕрремĕш кĕрешĕвех ăнăçсăр пулса тухнă. Çĕнтерÿçĕсене паянхи финал ăмăртăвĕсем палăртĕç.
Анна ФИЛИППОВА