Февральте хĕл çирĕпленсех пырать. Шартлама сивĕсем пурне те ăшă пÿртсене хăвалаççĕ, хÿтлĕх шыраттараççĕ. Чĕр чунсемшĕн вара сивĕ çанталăка чăтса ирттересси питех те йывăр. Уйрăмах кайăксем выçăпа аптăрама пултараççĕ. Ял çывăхĕнче, кил-çурт таврашĕнче, паллах, çăлăнăç тупма пулать. Çавăнпа та, хĕллехи кунсенче сырăшсем питĕ вырăнлă.
Пирĕн шкулта кашни хĕлех кайăксем валли сырăшсем тăвас ĕçе йĕркелеççĕ. Акă паян ĕç урокĕнче 5-мĕш класс арçын ачисемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Вĕсем килтен хăма татăкĕсем илсе килнĕ. Тĕп тĕллев – сырăш ăсталасси. Кайăксене мĕнлерех апат юрăхлине те арçын ачасем пĕлеççĕ. Çак сырăшсем шкул пахчинчи улмуççисем çинче çакăнса тăрĕç. Кăсăясем кăна мар, кураксем те тепĕр чух çакăнта апатланма васкĕç. Урок вĕçнелле Никита Кузьмин икĕ сырăш ăсталама ĕлкĕрчĕ, Андрей Дмитриевăн вара чи çыпăçуллă хÿтлĕх пулчĕ, Дима Матвеев хăйĕн ĕçне пÿрт таврашне çакасси пирки пĕлтерчĕ.
Маттур, пиллĕкмĕшсем! Тантăшсем те вĕсенчен юлас мар теççĕ. Çитес кунсенче вĕсен сырăшĕсем те кайăксене апатланма чĕнĕç. Чи кирли вара – çăкăр е тырă вăхăтра сапса парасси.
Екатерина Петрова, Ишек шкулĕ