Карачурасем ăшă фаплă пулĕç-и?

Çĕнĕ министр ыйту çивĕчлĕхне пĕлет

Ирхи 8 сехетрех ĕç тытăнать карачурари пĕтĕмĕшле сыватакан çемье тухтăрĕн уйрăмĕнче – пĕрне чир тухтăр патне хăвалать, теприн диспансеризаци тухмалла, çамрăк амăшĕ вара ачине прививкăна çавăтса килнĕ. Çынсене черетре нумай кĕттермеççĕ кунта вăй хуракан Марина Шамбина тухтăрпа Оксана Вавилова, Светлана Куркова медсестрасем, вăр-вар ĕçлеме тăрăшаççĕ. Вĕсем ăнланаççĕ – хĕл каçипе хутса тăман çуртра медицина пулăшăвĕ ыйтма килнисене кĕттерме аван мар. Хăйсем те электричествопа ĕçлекен радиаторсемпе, ятарлă «пушкăсемпе» ăшăнакан пÿлĕмре çурăм çине ăшă тутăрсем хурса лараççĕ. Кабинета çиелти тумпа кĕрекенсене те каялла кăларса ямаççĕ – шалта хывăнма сĕнеççĕ.

Авариллĕ лару-тăру

Урамран кĕрсенех сивĕ сывлăш кĕлеткене тÿрех çавăрса илет кунта – ал-ура шăнма тытăнать, çан-çурăм çÿçенет. Кабинетсенчи градусниксем те суйма памаççĕ – хăшĕ-пĕринче сывлăш температури 9 градусран ытла мар. Ирхи 5 сехетре ĕçе килекен санитарка сăмахĕсемпе, врач пÿлĕмĕнче ирхине 5-7 градус ăшă кăна. Радиаторсемпе, ятарлă «пушкăсемпе» ăшăтса тăрса çынсем çитнĕ çĕре пÿлĕмри температурăна 17-18 градуса çитереççĕ. Çакăн пек условисенче чирлисене йышăнма тивет пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕнче. Пурĕ вара вĕсем 1300 ытла çынна, çав шутра 14 çулчченхи 191 ачана, пăхса тăраççĕ

2002 çулта уçăлнă пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕ «Чувашавтодор» ОАО харпăрлăхĕнчи çуртра вырнаçнă. 2021 çулччен асăннă организаципе Шупашкар районĕн больници пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕ çуртăн пĕр пайĕпе тÿлевсĕр усă курасси çинчен килĕшÿ тунă. Анчах та «Чувашавтодор» ОАО панкрута тухнăран хутса тăракан сезона вăхăтра хатĕрленеймен, ĕçе кая хăварнипе ăшă пăрăхĕсем юрăхсăра тухнă.

Паянхи кун ăшă паракан, шыв кĕрекен тата тухакан тытăмсем авариллĕ лару-тăрура, вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерĕç е çук – калама йывăр.

Хутса тăман çуртра ĕçлеме май çуккипе ноябрь уйăхĕнче Карачурари уйрăм ĕçченĕсен ял çыннисене Ишлейри больницăра йышăнма тивнĕ, ача кĕтекен амăшĕсем, пĕчĕк ачаллă çемьесем патне эрнере 2 кун тухса çÿренĕ. Мартăн 27-мĕшĕнче кăна кунта хăйсен ĕçне çĕнĕрен йĕркелесе янă. Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕнче чирлисене йышăнмалли тухтăр кабинечĕ, сывă ачасене пăхмалли, процедура, кăнтăрлахи стационар, смотровой, физиотерапи, эмел упрамалли тата стоматологи кабинечĕсем пур. Анчах хальлĕхе пурте пĕтĕм вăй-хăватпа ĕçлеймеççĕ-ха, хăшĕ-пĕрне кăна радиаторсемпе, ятарлă «пушкăсемпе» ăшăтса тăраççĕ.

Шанчăк пур

Юнкун вырăнти лару-тăрупа паллашас, çивĕч ыйтăва татса пама çул-йĕр шырас тĕллевпе кунта ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов пулчĕç, медицина ĕçченĕсемпе тата ял çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕç. Унта райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев, район больницин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Петрова тата Лапсар ял тăрăх пуçлăхĕ Алексей Иванов та хутшăнчĕç. Кабинетсене кĕрсе тухнă май министр лару-тăрăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев контрольлесе тăнине палăртрĕ. ЧР Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе 2013 çултан тытăнса республикăра 125 ФАП хута кайнине палăртни вырăнлă, çав шутра 2016 çулта – 25. Çитес 3 çулта тепĕр 75 ФАП çĕкленмелле. «Карачурара пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн çĕнĕ уйрăмне тăвас ыйтăва пăхса тухăпăр, çулталăк вĕçлениччен çĕнĕ ФАП хута ямалла», – ял çыннисене медицина пулăшăвĕсĕр хăвармасса шантарчĕ министр. Эппин, ялта пурăнакансен ăна илме аякка çÿреме тивмĕ – вĕсен вырăнтах анализ пама та, уколсем тутарма та, тухтăрпа канашлама та май пулĕ.

Çĕнĕ ФАП тăвас ыйтăва çак эрнерех министр патĕнче тĕплĕнрех сÿтсе явма палăртнă. Тĕслĕх вырăнне 2013 çулта хута кайнă Кăшавăшри ФАПа илчĕç вĕсем – меллĕ те хăтлă. Владимир Викторов унта та пулса курчĕ, фельдшерсен ĕçне хакларĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости