2014 çулхи 10 уйăхра Шупашкар районĕнчи çулсем çинче 18 ача аманнипе вĕçленнĕ 13 инкеке шута илнĕ. Вилнисем çук.
Ачасем хутшăннипе пулса иртнĕ аварисем пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан чакнă – иккĕ сахалрах. Апла пулин те Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем вĕсене асăрхаттарас тĕллевпе çине тăрса ĕçлеççĕ: шкул ачисене хăрушсăрлăх правилисем пирки ăнлантарма инспекторсемпе тĕл пулусем, кăсăклантарма вăйăллă мероприятисем йĕркелеççĕ, çул çинче инкекрен хÿтĕленме май паракан меслетсем çинчен ăнлантараççĕ.
Пĕлтĕр 17 ача аманнă, пĕри – вилнĕ. Çакăн пирки ÇÇХПИн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Поляков пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх кăçал ачасем хутшăннипе 3 авари пулнă. Икĕ тĕслĕхре ачасем мопеда тытса пынă май çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнман, тепринче – шкул ачи çакмалли двигательлĕ велосипедпа пынă – автомобильпе çапăнса çул айккине чăмнă. Ытти тĕслĕхре шар курнă ачасем автомобиль салонĕнче пассажир вырăнĕнче ларса пынă. 2013 çулхи 10 уйăхра ачасен айăпĕпе пулса иртнĕ аварисене 2 хут шута илнĕ: пĕрремĕш хутĕнче çул çитмен çамрăк çул урлă çакна валли ятарласа уйăрман вырăнта каçнă, тепринче – велосипедпа пыраканскер авари тунă.
Сăмах май
Тумтир, портфель çинчи çутă тавăракан элементсем (катафотсем) тĕттĕмре çуран çÿрекен çине транспорт хатĕрĕ пырса кĕрес хăрушлăха 6,5 хут чакараççĕ.
Хунарсен çывăхри çутинче водитель çуран çÿрекене катафотсен пулăшăвĕпе 130-140 метртан аякра асăрхать, унсăрăн – 25-40 метр инçĕшĕнче кăна. Аякри çутăпа пынă чухне çуран çынна сыхăлăх паллисем 400 метр тăршшĕнченех асăрхама май параççĕ.
Татьяна майорова