Каток – çын нумай пухăнакан вырăн

Халиччен Йăршу ялĕнче хоккейла вылянине курманччĕ-ха. Ял старости Владимир Ростов тата çынсем тăрăшнипе кăçал каток тума мехел çитерчĕç: кÿлле – халăхра ăна «староста кÿлли» теççĕ – юртан тасатрĕç, шыв сапса якатрĕç. Пăр çийĕ çатма пек тикĕс пулсан çамрăксемпе ваттисем хоккейла выляма тухрĕç. Чăннипех те хĕрÿ тупăшу пулчĕ – çамрăксем аслисене, çулланнă çулсенчисем вара кĕçĕннисене парăнасшăн пулмарĕç. Турнир 6:5 шутпа вĕçленчĕ, çамрăксем çĕнтерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене саламланисĕр пуçне тата чи лайăх хоккеистсене палăртрĕç. Çамрăксенчен çак ята Константин Андреев çĕнсе илчĕ, аслисенчен – Владимир Прокопьев. Вăйă хыççăн ĕçме вĕри чей те хатĕрленĕччĕ.

Хоккей вăййисем малашне те иртĕç. Ялти каток халĕ çын нумай пухăнакан вырăн пулса тăчĕ ĕнтĕ, пушă вăхăтра ачасем кăмăлпах çÿреççĕ унта. Пăра «юхăнма» памаççĕ, çамрăксем те, аслисем те шыв сапса якатсах тăраççĕ.

ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости