Граждансене аварилле çурт-йĕртен хăтлисене куçарассипе çыхăннă программа 2008 çулта ĕçлеме пуçланăранпа çĕршывра 860 пин çын пурĕ 13 млн тăваткал метрлăх çĕнĕ хваттерĕн çăраççине илнĕ. Тимĕр те çĕрет тенешкел, кивелнĕ çурт-йĕр фончĕ те çулран-çул ÿссех пырать. 2025 çул тĕлне Раççейре çак кăтарту 40 млн яхăн тăваткал метрпа танлашĕ.
Çакăн пирки çĕршывăн социаллă-экономика аталанăвĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçа кĕртессине тишкерессипе Раççей Президенчĕ çумĕнчи комисси тата Патшалăх канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ. Вăл çĕршыври пурăнмалли çуртсенчи 9 млн тăваткал метра 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен аварилле кил-çурт тесе йышăннине палăртнă. Çакна кура хăйĕн сăмахĕнче Михаил Васильевич граждансене юхăннă кил-çуртран хăтлă хваттерсене куçарас йĕркене пĕр кăлтăксăр ĕçлеттермеллине, çакна куллен пурнăçламаллине асăрхаса хăварнă.
РФ Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв правительствине регионсемпе тачă çыхăнса граждансене аварилле çурт-йĕртен хăтлисене куçарма 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен тăтăш ĕçлесе тăракан механизма хатĕрлеме хушнă. Çĕршыв пуçлăхĕ куçăмлă тапхăр та Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлас фонд ĕçне малалла тăсма сĕннĕ.
Программа Шупашкар районĕнче те ăнăçлă пурнăçланать. Райадминистрацин çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 49 çынна 17 хваттер памалла. Кÿкеçри «Геологическая» урамра çĕкленекен çурт шăпах вĕсем валли пулĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Владимир Димитриев строительство ĕçĕсене куллен вырăна çитсе сăнаса тăрать. Акă майăн 5-мĕшĕнче райадминистраци, подряд тата строительство ĕçĕсене тĕрĕслекен организаци представителĕсем çĕкленекен объект патĕнче канашлу ирттернĕ. Подряд организацийĕ строительство ĕçĕсене календарьти планпа килĕшÿллĕн туса пынине палăртнă. Паяхи кун тĕлне çуртăн икĕ хутне хăпартнă, виççĕмĕшне купалама пуçланă. Канашлу вĕçĕнче райадминистраци строительство организацине ĕçсене татах та хăвăртлатма сĕннĕ. Мĕншĕн тесен çурта сентябрь уйăхне кĕриччен хăпартмалла. Программăн юлашки IV тапхăрне çĕршыв правительстви çак вăхăтчен вĕçлеме тĕллев лартнă.
Căмах май
2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕсенче программăпа килĕшÿллĕн 2012 çулччен аварилле тесе йышăннă 11 млн тăваткал метр пурăнмалли кил-çуртран граждансене хăтлисене куçармалла.
АНЖЕЛИКАТИХОНОВА