— Кашни çулах ялти пахчара тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр. Помидорпа пăрăç калчисене хальччен сутăн илсе тăраттăм, кăçал вĕсене килте ÿстерсе пăхас кăмăл пур. Вăрттăнлăхсене уçса парăр-ха?
Алена САВЕЛЬЕВА, Тури Макаç
Лариса Орлова, пахчаçă:
– Пахча çимĕç вăррисене акнă чухне культурине, сортне, шăтаслăхне шута илмелле. Помидор вăррисем вăтамран 7-10 кунтан, пăрăçăн – 10-15 кунтан шăтса тухаççĕ. Пахчана е теплицăна калчана шăтса тухнăранпа 60-70 кун иртсен кăларса лартма сĕнеççĕ, çавна шута илсе пахча çимĕçе акмалли вăхăта палăртма йывăр мар.
Ÿссе пыракан уйăхра аксан калча çирĕп тата çимĕç нумай илсе килет тесе шухăшлаççĕ, уйăх календарьне пăхăнса акмалли чи лайăх тапхăра суйлама та меллĕ.
Мĕне пăхмалла-ха вăрлăх акнă чухне? Чи малтанах пахалăхлă тăпрапа вăрлăх хатĕрлемелле. Торфлă таблеткăсем те усă курма юрать – вĕсенче калчана сиен кÿрекен хурт-кăпшанкă пулмасть. Помидорпа пăрăç вăррисене марганцовкăллă, аталанса вăй илме пулăшакан ятарлă шĕвекре тытни аван. Вăрăсене тăпра çине тарăн акмалла мар, шăвармалла. Нÿрĕк тытма ещĕке (унта акнă пулсан) полиэтилен пленкăпа хупласа çутă лайăх лекекен тата ăшă вырăна лартмалла.
Калчасене шăтса тухнă хыççăн уçăлтарма, шăварса тăма манмалла мар. Вĕсем çирĕпленсе çитсен полиэтилен пленкăна илмелле. Çамрăк ÿсен-тăрана усăллă япаласемпе апатлантарса тăни те лайăх.