Ко­ман­дир мал­та пы­рать!

Ко­ман­дир пу­лас­си яла­нах пы­сăк чыс шут­лан­нă. Вăл каш­ни ача­ран пу­лай­масть.

Э­пĕ мĕн пĕ­чĕк­рен спорт­па кă­сăк­ла­на­тăп, вĕ­ре­нÿ­ре те йы­вă­рах мар. Пуç­ла­мăш клас­ран пуç­ла­са пил­лĕк­сем­пе çеç вĕ­рен­се пы­ра­тăп. Спор­та юрат­ма пи­ре ача са­дĕн­чех вĕ­рент­нĕ. Ма­нăн пич­че Егор спорт­зал­тан тух­ма пĕл­мест­чĕ, ялан во­лей­бол­ла е бас­кет­бол­ла вы­лят­чĕç вĕ­сем. Вĕ­се­не ку­ра ма­нăн та во­лей­бол­ла вы­ля­ма вĕ­ре­нес ки­лет­чĕ. Пи­тĕ ăм­сан­са пă­хат­тăмч­чĕ вĕ­сем вы­ля­ни­не. Ма­нăн ĕмĕт пур­нăç­лан­чĕ – урок­сем хыç­çăн каш­ни кун эпир спорт­зал­та. Каç пул­сан та ял çам­рă­кĕ­сем­пе спорт­за­ла ту­хат­пăр. Ха­лĕ эпĕ Шу­паш­кар ра­йо­нĕн во­лей­бол та­та бас­кет­бол ли­гин­че тă­ра­тăп.

5-­мĕш клас­ран пуç­ла­са ра­йон­ти çам­рăк ар­меец­сен «Зар­ни­ца» вăййи­не хут­шăн­ма пуç­ла­рăм. 6-­мĕш клас­ран пуç­ла­са «Зар­ни­ца» ко­ман­ди­рĕ. 7-­мĕш клас­ра вĕ­рен­нĕ чух­не ра­йон­ти ăмăр­ту­ра 4-­мĕш вы­рăн йы­шăн­тă­мăр. Çул­тан çул ÿс­се пы­рас тĕл­лев­пе каш­ни кон­кур­са тĕп­лĕ ха­тĕр­лен­ме пуç­ла­рă­мăр. Тĕл пе­ме, хă­вăрт чуп­ма, ав­то­мат сÿт­се пуç­тар­ма вĕ­рен­тĕ­мĕр, учи­тель ту­ризм­па ин­те­рес­лен­ме те вĕ­рент­рĕ. Каш­ни çул пи­рĕн тă­рăх­ри ху­рăн­лăх­ра ра­йон­ти ту­ризм сле­чĕ ир­тет. Пи­рĕн шкул ко­ман­ди ун­та яла­нах 1-­мĕш е 2-­мĕш вы­рăн­се­не йы­шă­нать.

Ас­лă пич­че­пе пĕр­ле эпир Кă­ша­вăш ял тă­рă­хĕн пĕр­ле­хи во­лей­бол ко­ман­ди йы­шĕн­че тă­рат­пăр, каш­ни ăмăр­тă­вах хут­шă­нат­пăр, мал­ти вы­рăн­се­не йы­шă­нат­пăр. Кил­те пи­рĕн ну­май ме­даль, вĕ­сем çи­не пăх­са са­вă­нат­пăр.

8-­мĕш клас­ра вĕ­рен­нĕ чух çам­рăк ар­меец­сен «Зар­ни­ца-2016» вăййи­не хут­шăн­са пи­рĕн ко­ман­да 2-­мĕш вы­рă­на тух­рĕ. Рес­пуб­ли­ка ша­йĕн­че çĕн­тер­нĕ­нех ту­йăн­чĕ пи­ре. Çав те­ри са­вăн­тă­мăр, мач­ча çÿл­лĕш сик­рĕ­мĕр! Çак вă­йă­рах эпĕ «Ко­ман­дир мал­та пы­рать» кон­курс­ра 1-­мĕш вы­рăн йы­шăн­тăм. Ма­лаш­не те ÿсĕм­сем пу­лас­са ша­на­тăп.

ДА­НИИЛ ИВА­НОВ, 9-­МĔШ КЛАСС

Армс­порт мо­дă­ра

Ро­дион ШАД­РИ­КОВ, 9-­мĕш класс:

– Ал çи­рĕп­лĕх­не çын­на алă тыт­нă чух­нех туй­ма пу­лать. 8-­мĕш клас­ран пуç­ла­са ха­ма пи­çĕх­тер­ме пуç­ла­рăм. Тÿ­рех вăй кĕ­мест ик­кен. Спорт­па та­та физ­куль­ту­рă­па тус­лă пул­мал­ла. Та­та тĕ­рĕс апат­лан­ни те ви­тĕм кÿ­рет. Кул­лен ган­тель, штан­га йăт­ма спорт­за­ла çÿ­ре­ме пуç­ла­рăм. Ка­хал­лан­са лар­сан ни­мĕн те пул­масть. Алă вăй­не туй­ма пуç­ла­рăм. Мал­та­нах ма­на пи­тĕ йы­вăрч­чĕ, ап­па­лан­ма пă­ра­хас шу­хăш пĕр­ре мар пул­нă. Çи­тĕ­нÿ тÿ­рех пул­масть. Мал­тан­хи ăмăр­ту­сен­че вы­ля­са яни те­ми­çе те пул­чĕ. Йы­вăр пул­сан та шă­ла çырт­са çĕ­нĕ вăй­па кĕ­ре­шĕве ха­тĕр­лен­тĕм.

Пи­ре Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин арм­рест­линг пре­зи­ден­чĕ Иван В­ла­ди­ми­ро­вич Смо­лен­цев асăр­ха­рĕ, ун­па çы­хă­ну тыт­ма пуç­ла­рă­мăр. Вăл кĕ­ре­шÿ мес­ле­чĕ­сем­пе пал­лаш­тар­чĕ, йă­нăш тă­вас­ран асăр­хат­тар­чĕ, ну­май усăл­лă сĕ­нÿ-­ка­наш па­чĕ. Вăл пу­лăш­ни­пе эпир кĕ­ре­шÿ тех­ни­ки­не ал­ла ил­тĕ­мĕр.

Пĕр­ре­хин­че чи пал­лă ăмăр­ту умĕн икĕ эр­не хуш­ши çан­та­лă­ка пăх­ма­сăр каш­ни кун 8-­шар çух­рăм чуп­рăм, тре­ни­ров­кă­сем ирт­тер­тĕм, тĕ­рĕс апат­лан­тăм – са­кăр ки­лог­рамм чак­рăм… Судья çĕн­те­рÿ­çĕ ме­даль­не мăй­ран çак­сан куç­çуль­лен­тĕм те. Ха­лĕ спорт ве­ло­си­пед­не туян­тăм – каш­ни кун ярă­на­тăп. Вĕ­ре­нÿ­ре те тур­тăн­тăм, спорт ма­нăн сыв­лă­ха çи­рĕп­ле­тет.

Ди­ма Д­МИТ­РИЕВ, 10-­мĕш класс:

– Кă­ша­вăш­ри 10-­мĕш кла­са Ишек шку­лĕн­чен куç­рăм. Ро­дион пе­кех армс­порт­па эпĕ те ача­ра­нах тус­лă. Тĕр­лĕ шай­ри ăмăр­ту­сен­че çĕн­те­рÿ­çĕ ят­не те­ми­çе хут ти­вĕç­рĕм, кил­те ме­даль­сем­пе дип­лом ну­май. Ха­лĕ ма­нăн арм­рест­линг­па 1-­мĕш раз­ряд.

Ма­ла­рах­ри­не аса ил­сен хам­ран ку­лас ки­лет. Им­шер кă­на ачач­чĕ, пĕ­чĕк те вăй­сăрч­чĕ… Хам ума тĕл­лев ларт­рăм: ман вăй­лă пул­мал­ла. Пы­тар­мас­тăп, хĕр­се­не хам çи­не пăх­та­рас ки­лет­чĕ. Каш­ни кун ха­ма пи­çĕх­тер­ни ма­на çи­тĕ­нÿ­сем ту­ма май па­чĕ. Каш­ни кун ир­хи­не чу­па­тăп. Ха­мăн тус-юл­таш­се­не чĕн­се ка­лас ки­лет – тус­ла­шăр спорт­па, ан ка­хал­ла­нăр, вăл çын­на ты­тать.

Туй те­сен тук­мак сик­нĕ…

…По­ход те­сен – вун­нă­мĕш класс яла­нах мал­та. Çак ку­на эпир чă­тăм­сăр­рăн кĕт­рĕ­мĕр, уйăх мал­тан ха­тĕр­лен­ме пуç­ла­рă­мăр. Ырă йă­ла­на пă­ра­хас кил­мест вĕт! Каш­ниех мĕн­шĕн те пу­лин явап­ли пул­чĕ, мĕн­шĕн те­сен шу­çăм кĕт­мел­ле, шăп­чăк сас­си­не илт­мел­ле кай­нă по­ход ну­май­лă­ха ас­ра юл­мал­ла. Шкул­ти тан­тăш­сем­пе кă­вайт умĕн­че юр­ла­ни, кă­вар çин­че пĕ­çер­нĕ çĕр ул­ми­рен па­хи, ыр­ри пур-­ши вăл? Чи кир­ли – вĕ­ре­нĕве аван пал­лă­сем­пе вĕç­ле­нĕ, кă­мăл ла­йăх. Класс ер­тÿ­çи Е.А. Май­ков юл­хав­ли­се­не юрат­масть.

Па­лăрт­нă кун çит­рĕ. Ку­нĕ хĕвел­лĕ, ăшă. Çу­ран ут­са са­кăр çух­рăм­ра выр­наç­нă Ыраш­пу­лăх ытам­не лек­рĕ­мĕр. Ку ял вăр­ман вар­рин­че ла­рать. Тÿ­рех пал­лă – кун­та ырă çын­сем пу­рă­наç­çĕ, ял хуш­ши­пе тух­нă чух­не эпир çак­на асăр­ха­рă­мăр. Ял çу­мĕ­пе çап-­çу­тă пĕве, вăр­ма­нĕ те юна­ша­рах. Па­лат­кă­се­не выр­наç­тар­са ларт­нă хыç­çăн кă­вайт чĕрт­се те ятă­мăр. Ху­ран­та яш­ка пи­çет… Шы­вĕ ă-ă-ă­шă! Пур­те иш­ме-­чăм­ма пуç­ла­рă­мăр, çан-­çу­рăм уçăл­чĕ. Тут­лă яш­ка шăр­ши сăм­са­на кă­тăк­лать. Пи­рĕн хĕр­сем чăн­ни­пех те мат­тур, кач­чă­сем умĕн­че кăшт мух­тан­са та ил­чĕç – яш­ки чă­ни­пех тут­лă пул­чĕ. Кач­чă­сем ик­шер ча­шăк çи­рĕç. Ме­чĕк­ле вы­ля­рă­мăр.

Тав­ра­на каç ĕнт­рĕ­кĕ çап­рĕ. Çĕр ка­çа кă­вайт çун­ма­лăх вут-­шан­кă ха­тĕр­ле­рĕ­мĕр. Ни­ка­мăн та çы­вă­рас шу­хăш çук. Кă­вайт умĕн­че эпир юр­ла­ма пуç­ла­са­нах шыв­ри ша­па­сем пи­рĕн­пе ту­пăш­са хăй­сен кон­церт­не пуç­ла­рĕç. Кун çум­не шăп­чăк­сен юр­ри хут­шăн­чĕ… Çу уйă­хĕ пул­сан та каç­хи­не çав-­çа­вах сул­хăн. Ан­чах эпир кă­вайт умĕн­че ап­тă­ра­ма­рă­мăр.

Каш­нин шу­çăм çу­ти кил­ни­не ку­рас кил­чĕ. Тав­ра­лăх уй­рă­мах çак вă­хăт­ра илем­лĕ. Ас­ра юл­ма­лăх сăн çа­пăн­тă­мăр. Ир­хи апат ту­нă хыç­çăн ки­лел­ле вас­ка­рă­мăр. Ял­тан кĕ­тÿ ту­хать…

НА­ТАЛЬЯ ЕВ­ДО­КИ­МО­ВА, 11-­МĔШ КЛАСС

Чă­ваш­ла ла­йăх пĕл­ни­шĕн – пу­тев­ка

«Çÿл­те тăр­на,
Çÿл­те тăр­на,

Çÿл­те тăр­на хаш­ла­тать

Ай-­лю-­на-а-а-а!..»

Ф. Пав­лов илем­лет­нĕ çак юрă сă­ма­хĕ­сем ялан пу­çа ки­леç­çĕ. Çак юр­ра эпĕ рес­пуб­ли­кă­ри на­ци куль­ту­рин «Тус­лăх хĕл­хе­мĕ» фес­ти­ва­лĕн пул­та­ру­лăх кон­кур­сĕн­че юр­ла­рăм, сă­вă ву­ла­рăм. Çи­вĕч ăмăр­ту пул­чĕ, чă­ваш чĕл­хи­пе те, ли­те­ра­ту­ри­пе те ну­май ый­тă­ва ху­рав­ла­мал­ла пул­чĕ, ха­лăх сă­мах­лăх­не пĕл­ни­не те тĕ­рĕс­ле­рĕç. Икĕ се­хе­те яхăн тă­сăл­нă ăмăр­ту вĕç­лен­сен жю­ри пĕ­тĕм­ле­тĕв­не чă­тăм­сăр­рăн кĕт­рĕм. Ăш­ра кĕ­лĕ ву­ла­рăм. Шан­ни ахаль пул­ма­рĕ: эпĕ – çĕн­те­рÿ­çĕ! Пар­ни те сум­лă вĕт. Ма­на Ху­ра ти­нĕс хĕр­рин­чи «Ор­ле­но­ка» кай­ма пу­тев­ка па­раç­çĕ! Эпĕ хам вĕ­рен­те­ке­нĕ­ме Еге­ний Алек­санд­ро­ви­ча ыта­ла­сах ил­тĕм, тав сă­ма­хĕ ка­ла­рăм. Çав са­мант­ра мач­ча çÿл­лĕш сик­ме ха­тĕрч­чĕ. Чă­ваш­ла пĕл­ни­шĕн çа­кăн пек пар­не па­ни ма­на пи­тĕ са­вăн­тар­чĕ те, тĕ­лĕн­тер­чĕ те.

Ин­çе çу­ла тух­ма ха­тĕр­лен­тĕм. Çу вар­рин­че пу­йăс пи­ре Ху­ра ти­нĕс хĕр­ри­не ил­се çи­тер­чĕ. Ман от­ряд­ра Раç­çей­ри тĕр­лĕ ре­гион­ти ача­сем. Пĕр-­пĕ­рин­пе хă­вăр­тах тус­лаш­рă­мăр. Каш­ни кун тĕр­лĕ ме­роп­рия­ти ирт­рĕ. Эпир Раç­çей­ри пал­лă çын­сем­пе пал­лаш­рă­мăр, Олимп чем­пио­нĕ­се­не кур­тăм, ма­на вĕ­сем­пе ка­лаç­ма та тÿр кил­чĕ. Пи­рĕн от­ряд «Е­ра­лаш» ача-­пă­ча ки­но­жур­на­лĕн­че ÿке­рĕн­чĕ, пе­ре­да­чă­на ха­тĕр­ле­кен Бо­рис Г­ра­чевс­ки­пе çы­вăх пал­лаш­рă­мăр. Ха­вас­лă са­мант чы­лай пул­чĕ. Тă­ва­тă эр­не тă­ва­тă кун пек хă­вăрт ирт­се кай­рĕ. Тун­сăх­лă уй­рă­лу са­ман­чĕ çит­рĕ, «ă­мăрт­ка­йăк­сен» пы­сăк кар­ти­не тăр­сан куç­ран куç­çуль тух­рĕ. Пи­ре, çĕр­шы­вăн тĕр­лĕ кĕ­те­сĕн­чен пуç­та­рăн­нă ача­се­не, ла­герь çы­вăх­лат­рĕ. Ин­тер­нет пур­ри пи­тĕ аван. Ла­герь­те тус­лаш­нă ача­сем­пе ха­лĕ те çы­хă­ну ты­тат­пăр.

ДАРЬЯ ФЕ­ДО­РО­ВА, 10-­МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости