Ку­пăс сас­си ярать уçса

А­кă вĕ­сем, хă­йĕн юр­ри­сем­пе кĕс­ке вă­хăт­рах ха­лă­ха тыт­кăн­ла­нă «Шу­пуç» ан­самб­ле çÿ­ре­кен­сем. Шак­кăл­сем­пе ик­кас­си­сем ăна са­вăн­тар­ма икĕ çул каял­ла çа­кăн пек ят­па пĕр­леш­нĕ.

«А­на­то­лий Алек­санд­ро­ви­чăн шу­хă­шĕ пул­чĕ ку», – теç­çĕ уш­кăн­ра. Ен­те­шĕ­сем унăн пул­та­ру­лă­хĕ пир­ки ик­кас­си­сен ви­çĕ те­çет­ке çул ыт­ла тап­са тă­ра­кан «Çăл­куç­не» чы­лай­ран­па ăнăç­лă ерт­се пы­нă тă­рăх та пĕ­леç­çĕ. Ан­чах та Ана­то­лий Печ­ни­ков çак пу­çа­рă­ва йăл­тах хă­йĕн çи­не илес­шĕн мар-­ха. Вăл Çыр­ма­пуç тă­рă­хĕн­чи ха­лăх хăй пул­та­рул­лă, юр­ра-­таш­ша ăс­та пул­ни­не па­лăр­тать. Çап­ла вĕ­сем ви­çĕ çул каял­ла ан­самб­ле чă­мăр­тан­нă. Юрра-­кĕвве ва­ра хăй­сем кă­мăл­ла­ни­не суй­лаç­çĕ: ан­самбль ер­тÿ­çи çыр­ни­сем те пур, ха­лăх­ран ил­ни­сем те. «Тă­ва­нăм тă­вайк­кин­че утă çу­лать», «Уяв юр­ри», «Тă­пăр­тат­са тă­рать тур ла­ши», «Шур-­шур ур­лă» – вĕ­сен ре­пер­туа­рĕн­чи пур юр­ра та ку­ра­кан ха­пăл ту­са йы­шăн­чĕ.

Чи çам­рăк­ки, Ми­хаил Сул­таев, И.Н. Улья­нов ячĕл­лĕ ЧПУ 3-­мĕш курс сту­ден­чĕ. «Ан­самб­ле çÿ­ре­ме пуç­ла­нă­ран­па пур­нă­çун­та мĕн ул­шăн­чĕ?» ый­тă­ва вăл çап­ла ху­рав­лать: «Çĕ­нĕ юл­таш­се­не туп­ни­сăр пуç­не пу­шă вă­хă­та усăл­лă, ыт­ти­сен кă­мăл­не çĕк­ле­се, пур­нă­çа уяв кĕрт­се ирт­тер­ни ман­шăн пи­тĕ пĕл­те­рĕш­лĕ пул­чĕ». Çа­кăн пек чун ки­ле­нĕç­не суй­ла­са ил­ни­сен­чен чы­ла­йă­шĕ ти­вĕç­лĕ ка­ну­ра. Пур­нă­çăн 75-­мĕш çу­лĕ­пе пы­ра­кан Иван Стек­лов пу­рин­шĕн те тĕс­лĕх. Çак çын­на сце­на çи­не чун ыйт­ни кă­на мар, йы­вăр чир çа­вăт­са тух­нă. Тă­ва­тă хут ви­лĕ­ме куç­ран пăх­нă хыç­çăн вăл ун­па чун ки­ле­нĕ­çĕ ур­лă кĕ­реш­ме тĕл­лев лар­тать. Юрă хыç­çăн юрă… Шă­пах вăл вăй-­хал хуш­нă та. Кон­церт умĕн ен­те­шĕ­сем те­ми­çе те шăн­кă­рав­лаç­çĕ: «С­тек­лов çи­теет-и?» Ун­сăр ва­ра паян ан­самб­лĕн пĕр кон­цер­чĕ те ирт­мест. Акă мĕн­шĕн ик­кĕ­мĕш са­сă вăй­лă­рах ил­тĕ­нет. «С­ту­дент чух­не Кла­ра Че­куш­ки­на юрăç пи­ре таç­та та хă­йĕн­пе ил­се çÿ­рет­чĕ. Вăл юр­лат­чĕ, эпир таш­лат­тă­мăр»,– аса илет Иван За­ха­ро­вич. Хор­та та, пĕч­чен те юр­лать. Мă­шă­рĕ Еле­на та яла­нах ун­па юна­шар. Ик­кас­син­чи Зо­йă­па Ви­та­лий Со­ро­кин­сем те сце­на çин­че те ал­ла-ал­лăн ты­тăн­са тă­раç­çĕ. «С­це­на пĕр­леш­те­рет, хав­ха­ла­ну, çĕ­нĕ ту­йăм­сем ху­шать», – теç­çĕ кун­та çÿ­ре­кен­сем. Ана­то­лий Алек­санд­ро­вич Еле­на Куд­ряв­це­ва, Татья­на Шин­га­ле­ва со­лист­сен сас­си­се­не мух­тать. Шу­паш­кар­та ĕç­ле­кен­сем те пур уш­кăн­ра. Ун­тан тав­рăн­нă хыç­çăн та ик­кас­си-­шак­кăл­сем ре­пе­ти­ци­се­не хĕ­рÿ ирт­тер­нин­чен тĕ­лĕн­мел­ли кă­на юлать.

Ра­йон­ти чы­лай ял­та пул­нă вĕ­сем, кă­çа­лах Кус­лавк­ка­па Элĕ­ке те çит­се кил­нĕ. Çап­мал­ли, шак­ка­мал­ли, шă­хăр­са ка­ла­мал­ли му­зы­ка инст­ру­мен­чĕ­сен сас­си ян-ян, ку­пăс ва­ра ăна уç­сах ярать. Чĕн­сен паян те­сен паян çу­ла тух­ма хи­рĕç мар вĕ­сем. Сце­на çи­не тух­ма на­мăс та мар. Вĕр çĕ­нĕ чă­ваш çи-­пуç­не шак­кăл­сем­пе ик­кас­си­сем вал­ли ят­ран виç­се çĕ­лет­тер­нĕ.

Сăмах май

Ик­кас­си­сем­пе шак­кăл­сем хăй­сен ен­те­шĕн ят­не ас­ра тыт­са ан­самб­ле «Шу­пуç» ят па­нă.

Ни­ко­лай Ва­силье­вич Шу­пуç­çын­ни (Ва­сильев) Ху­сан кĕ­пĕр­нин Шу­паш­кар уе­сĕн­чи (­ха­лĕ Шу­паш­кар ра­йо­нĕ) Ик­кас­син­че 1889 çул­хи де­каб­рĕн 8-­мĕ­шĕн­че çу­рал­нă.

ВИК­ТО­РИЯ ВЫ­ШИНС­КАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости