—Венчете тăнă кĕпепе мĕн тумалла? Ăна куллен тăхăнма юрать-и?
Юлия ВАСИЛЬЕВА, Çырмапуç
Николай атте,
Шупашкар район благочиннăйĕ, Хыркасси чиркĕвĕн настоятелĕ:
– Кун пек ыйту пирки чиркÿ канонĕнче хуравсем çук, çавăнпа та хамăн шухăша пĕлтеретĕп. Венчете тăнă кĕпене куллен тăхăнмалла мар, ăна фатапа пĕрле мăшăрсен таса япаласен вырăнĕнче упрамалла, çынсене унпа усă курма пама юрамасть.
Çамрăк çемьесем пулăшу илеççĕ
«Тăван Енĕн» иртнĕ номерĕнче çирĕм ытла çамрăк çемье çурт-йĕр çавăрма патшалăх пулăшăвне илни çинчен вуласа пĕлтĕмĕр. Вĕсемшĕн савăнтăмăр. Пĕтĕмпе вара çак тĕллевпе район бюджетĕнче мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ пăхса хунă?
Алевтина Михайловна, Сарапакасси
Мария СЕРГЕЕВА,
Шупашкар район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ:
– Федерацин «Çурт-йĕр» («Жилье») программин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çуртпа тивĕçтересси» çумпрограммипе килĕшÿллĕн социаллă тÿлев илме панă свидетельствăсем пирки сăмах пырать. Район Депутачĕсен Пухăвĕ кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕнче йышăннă 2014 çулхи бюджетра çак тĕллевпе 5601,2 пин тенкĕ пăхса хунă.