«Куль​ту​ра ми​нист​рĕ»

И​шек тă​рă​хĕн​че пу​рă​на​кан​се​не чăн​ни​пех те ăн​нă. Ху​сан кĕ​пер​нин​че па​лăр​нă XIV ĕмĕр​ти чир​кÿ, тĕн-ĕ​не​нÿ, ăс-​ха​кăл ур​лă ха​лă​ха пĕр​леш​тер​нĕс​кер, тав​ра​ра кĕр! кĕр​ле​се тă​нă Ишек па​са​рĕ, чă​ваш ывăл-​хĕр​не çут​та кă​лар​нă Иван Яков​лев тĕ​рĕс​лев​пе пĕр​ре мар пул​са кур​нă шкул, бло​ка​дă​ри Ле​нинг​рад​ран ил​се тух​нă ача​сен пур​нă​çĕ, ял çын​ни​сен вăр​çă уй​не ăсат​нă ывăл-​хĕ​рĕн шă​пи пир​ки ка​ла​са па​ни​не уп​ра​кан му​зей… – çа​кă пĕ​тĕм​пех пи​рĕн ен​теш, Фа​дей Конс​тан​ти​нов тав​ра​пĕ​лÿ​çĕ çи​не тă​ни​пе хут çи​не çы​рăн​са пы​рать.

Ра​йон ис​то​ри​йĕ​пе çы​хăн​нă ин​фор​ма​цие шы​ра​нă чух​не ха​мăр ĕç­ре унăн кĕ​не​ки​сем​пе тă​тă​шах усă ку​рат​пăр. Жур​на​лист​се​не вăл пи​тĕ пы​сăк пу​лă​шу кÿ​рет. «С​то​ро​на моя Ишакс​кая» кĕ​не​ке тав​ра​пĕ​лÿ те​ма​ти​кил​лĕ ярăм​ра тă​ват​тă​мĕш пул​чĕ. Фа​дей Конс​тан​ти​но​вич ăна хăй ка​ла​нă тă​рăх, «​чу​нĕ ыйт​ни​пе çыр​нăс​ке​ре пал​лă чă​ваш са​ли​не кил​се çÿ​ре​кен хă​на​се​не, ту​рист​се​не ха​лал​ла​нă». Ял ĕç­че​нĕ​сем, йы​вăр тĕр​лĕ вă​хăт​ра Тă​ван çĕр​шы​ва хÿ​тĕ​ле​нĕ пат​тăр​сем, куль​ту​ра, нау​ка, произ​водст​во тă​рă​шу​çи​сем çин​чен сă​мах илет ав​тор. Вун-​вун çул пĕр​ле ĕç­ле​нĕ, ла​йăх пĕл​нĕ çын​се​не те кĕ​не​ке​не кĕрт​нĕ.

Ас​лă пĕ​лÿ ил​нĕ хыç­çăн Фа​дей Конс​тан​ти​нов ху​ла​ра юлас те​мен, тă​ван кĕ​те​сех тав​рăн​нă. Кол​хоз​ник​ре, аг​ро​ном​ра, ял​ти куль​ту​ра çур​чĕн ди​рек​то​рĕн, сов​хоз ер​тÿ​çин çу​мĕ​сен​че, пар​ти ор​га​ни​за​ци​йĕн сек​ре​та​рĕн​че, ял ка​на​шĕн пред​се​да​те​лĕн​че, ха​лăх му​зе​йĕн йĕр​ке​лÿ​çин​че… вăй ху​нă ху​шă​ра хут​шăн​нă çын​сен​чен чĕп​тĕ​мĕн-​чĕп​тĕ​мĕн пух​нă ин​фор​ма​цие пар​ха​тар​лă ĕç вал​ли усă кур​нă.

Пу​лăш​ма кă​мăл ту​нă çын​сем та​та, пал​лах, ав​тор çи​не тă​ни​пе 2013 çул​та кун çу​ти кур​нă «С​то​ро​на моя Ишакс​кая» кĕ​не​ке​ре ял тă​рă​хĕн​чи ĕнер​хи та​та паян ĕç­ле​кен со​циал​лă пур объект та​та ун​та тă​рăш​нă çын​сем пир​ки ка​ла​са па​ни​не те кĕрт​нĕ. Ав​тор ăна йĕр​ке​ле​нĕ чух​не ис​то​рин чи пир​вай​хи çăл​ку​çĕ​сем​пе, ар​хив​ра çыр​са ху​ни​сем​пе ан​лă усă кур​ни куç ​кĕ​рет. Кĕ​не​ке пĕл​те​рĕ​шĕ​пе хак​не çа​кă ÿс​те​рет те. Фа​дей Конс​тан​ти​но​ви​ча ял тă​рă​хĕн​че те, рес​пуб​ли​кă​ра та пĕ​леç­çĕ, ша​наççĕ – вăл ха​тĕр​ле​нĕ до​ку​мент​лă кă​ла​рăм​сем ра​йон шку​лĕ​сен​чи тав​ра​пĕ​лÿ ис​то​ри​йĕн уро​кĕ​сен​че те па​ха пу​лă​шу​çă пул​са тă​раççĕ. Çак​на ва​ра ав​то​рăн хи​сеп​лĕ ят-​су​мĕ​пе те çы​хăн​тар​мал​ла. Фа​дей Конс​тан​ти​но​вăн ял​ти куль​ту​ра çур​чĕн ди​рек​то​рĕн​че ĕçле​нĕ чух​не​хи тă​рă​шу​лăх​не ял​ти шкул​та ирт​нĕ ĕмĕр​ти 50-​мĕш çу​лĕ​сен​че вĕ​рен​ни​сем ха​лĕ те ас тă​ваççĕ. «Э​пир ăна хи​сеп​ле​се куль​ту​ра ми​нист​рĕ те​се чĕ​нет​тĕ​мĕр. Вăл ĕç хыççăн ха​çат вал​ли за​мет​кă​сем çы​рат​чĕ. Пĕр пу​лăм та ял​кор ка​ле​мĕ ви​тĕр тух​ма​сăр юл​ман», – те​се çыр​нă унăн вĕ​ре​не​ке​нĕ​сен​чен пĕ​ри, пе​да​го​ги​ка нау​ки​сен док​то​рĕ Иван Пав​лов про​фес​сор кĕ​не​ке ум​сă​ма​хĕн​че.

​ВИК​ТО​РИЯ ВЫ​ШИНС​КАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости