Майăн 27-мĕшĕнче чăваш литературин классикĕ, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çитрĕ. Унăн биографийĕнчен вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче 1910-1915 çулсенче чăваш ачисене таса çырма, ÿкерме вĕрентни паллă. 1917 çулччен Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкултан 387 хĕр-учительница вĕренсе тухнă. Вĕсенчен пĕри Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Çÿлтикасси салинче пурăннă, нумай çул хушши Çÿлтикасси вăтам шкулĕнче вĕрентнĕ Александра Васильевна Александрова (качча тухиччен Николаева) пулнă.
Пĕлмен хулана
Унăн пурнăçĕ ял историйĕнче паллă вырăн йышăнать. Александра Александрова шăпипе интересленнĕ май Çÿлтикассинчи Александровсем пурăннă çуртра пулса куртăм. Халĕ унта хĕрĕ Галина Михайловна пурăнать. Вăл ашшĕпе амăшĕ çинчен нумай каласа кăтартрĕ. Александра Николаева 1896 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă. И. Я. Яковлев тăрăшнипе уçнă ялти шкултан вĕренсе тухсан ашшĕ ăна, 13 çулта, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне вĕренме янă. Пĕлмен хулана хĕрача Чĕмпĕре ял çыннисемпе пĕрле çула май ларса кайнă. Чăваш шкулĕнче вăл 1909-1916 çулсенче пĕлÿ илнĕ. Çулсем иртнĕçемĕн те Александра Васильевнăн чĕрине çав 7 çул нихçан сÿнми хĕлхем чĕртсе хăварнă. Педагогикăпа дидактикăна И.Я. Яковлев, вырăс чĕлхине унăн мăшăрĕ Екатерина Алексеевна вĕрентнĕ, çут çанталăка – Осип Андреев, хор кружокне Федор Павловпа Степан Максимов ертсе пынă. Чистописанипе рисовани урокĕсене «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов ирттернĕ. Александра Александровăн аса илĕвĕсене Виталий Станъял хăйĕн «Чĕмпĕр чĕкеçĕ» статйинче илсе кăтартать. «Иван Яковлевич каланă сăмахсем асра. Константин Васильевич класа пырса çÿрени, йăваш кулли, чипер сăн-сăпачĕ, çăмăл утти… Вăл пирĕн класпа юнашарах, иккĕмĕш хутрах пурăнатчĕ. Куçаратчĕ, çыратчĕ, букварь валли ÿкерчĕк тăватчĕ. Класри хăюллă хĕрача Шура Муллова ăна урок пуласси çинчен пÿлĕмĕ патне кайсах калатчĕ. Ăна курсан Константин Васильевич питĕ вăтанатчĕ, пичĕ çине хĕрлĕ сăн тухатчĕ, хăй пăлханнине урока пырсан та пытараймастчĕ. Константин Васильевич сывалма Слакпуçне каять тенĕ хыпар çитрĕ класа пĕррехинче. Лаша кÿлсе тăратнăччĕ ĕнтĕ, поэт инçе çула пуçтарăннăччĕ. Шурăна эпир Константин Васильевича хамăр класа чĕнсе пыма хушрăмăр. Пычĕ сăвăç. Эпир ăна ăшă сăмахсем каларăмăр, часрах сывалса таврăнма ырă сунтăмăр. Учитель хĕпĕртерĕ, куçĕсем шывланчĕç, чĕререн тав турĕ. Таврăнма сăмах пачĕ. Анчах вăл Чĕмпĕре таврăнаймарĕ…», – каласа кăтартнă вăл хăйĕн вĕренекенне учителĕ çинчен.
Шкул хыççăн
Чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухсан Александра Николаевăна хăйĕн тăван ялĕнчен 16 çухрăмри Кивĕ Чакăри шкула ĕçлеме яраççĕ. Шкул заведующийĕ Михаил Веденский çамрăк учительницăна ăшшăн кĕтсе илет, шкул шучĕпе тÿлесе пĕр карчăк патне хваттере вырнаçтарать, шкул лаптăкĕнче туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсемпе тивĕçтерет, ĕçре куллен пулăшса пырать. Çак ялтан инçех мар Кĕçĕн Аксури шкулта Шупашкар çывăхĕнчи Çÿлтикасси салинчен килнĕ Михаил Александров ĕçленĕ. Икĕ çамрăк туслашаççĕ, 1918 çул пуçламăшĕнче пĕрлешеççĕ. Александра Васильевна та Кĕçĕн Аксу шкулне ĕçлеме куçать. 1925 çулхи август уйăхĕнче Михаил Александрова Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи пуçламăш шкул заведующийне куçараççĕ. Александра Александрова вара Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи шкула 1927 çулта тин килет. Вĕсем ун чухне 2 ача – Вениамин тата Зоя – пăхса ÿстернĕ. Çемье И.Я. Яковлев шкулĕ çумĕнчи хваттерте пурăнма пуçлать. Шкула тĕпрен юсаççĕ. Вăл ялти культура вучахĕ пулса тăрать. Александра Васильевна хăй ача чухне вĕреннĕ шкулта ĕçлеме тÿр килнĕшĕн чун-чĕререн хĕпĕртет. Анчах 1930 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Михаил Александрова «халăх тăшманĕ» тесе тытса каяççĕ. Ăна кулаксемпе çыхăну тытнă, вĕсем патне хăнана çÿренĕ, унта Сталина хирĕçле сăмахсем каласа курка çĕкленĕ тесе айăпланă. Ун çинчен тĕплĕнрех эпĕ пĕлтĕрхи «Тăван Ен» хаçатăн 42-мĕш номĕрĕнче тухнă «Соловецки лагерĕнче — пилĕк çул» статьяра çырса кăтартрăм. Александра Васильевна хăйне те айăпласран тата ачисене инкеке кĕртсе ÿкересрен хăраса Чăваш Республикинчи Çÿлтикасси салине куçса каять. Вăл Муркаш районĕнчи Кашмашри 7 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçлать. Ăна пуçламăш шкула ертсе пыма шаннă. Учительница колхоз йĕркеленĕ çĕре те активлă хутшăннă. Айăп тупайманнипе 1934 çул пуçламăшĕнче Михаил Александрова Мурманскри тĕрмерен кăлараççĕ, вара вăл çемйи патне таврăнать, учительте ĕçлеме пуçлать. 1936-1939 çулсенче туслă мăшăр Шупашкар районĕнчи Чантăрти 7 çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ. Михаил Александрович шкул ертÿçи пулнă, ырă ят хăварнă. Унтан учительсен çемйи Çÿлтикассине Михаил Александровичăн тăван ялне куçса килет. Çÿлтикассинчи вăтам шкулта, Александровсем тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлеççĕ. Михаил Александрович 1957 çулта, Александра Васильевна – 1961 çулта тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Александра Васильевна пĕтĕмĕшле 45 çул хушши ачасене вĕрентнĕ. Мăшăрĕпе 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, пĕлÿ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ, музыкант, 19 çулти Веня Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, 1942 çулта Сталинград патĕнчи çапăçусенче хыпарсăр çухалнă. Хĕрĕсем Зоя, Маргарита, Галина — тава тивĕçлĕ учительсем, Роза — врач-педиатр. Александра Васильевнăна темиçе хутчен те район Совечĕн депутатне, тăтăшах ял Совечĕн депутатне, районти халăх сучĕн заседательне суйланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та учительница халăх ĕçне хастар хутшăннă. Пултаруллă педагога 1950 çулта Ленин орденĕпе, тĕрлĕ медальсемпе наградăланă, 1956 çулта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕн ятне панă. Чĕмпĕрти И.Я. Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтсем Александра Александровăн асĕнчен юлашки кунчченех тухман. Вăл 1976 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче 80 çула çитсен вилнĕ, мăшăрĕ темиçе çул маларах çĕре кĕнĕ. Анчах вĕсен вĕренекенĕсем, ачисем Чĕмпĕр шкулĕн пархатарлăхне малалла тăсаççĕ, вĕрентекенсем, çĕршыври паллă çынсем пулса тăрăшаççĕ.
Николай Смирнов, Атăлъял