Кăвакалпа автана вăкăр «çĕнтерчĕ»

Вăл кăна та мар

Кунашкал ăмăртусене хăв хутшăнмастăн пулин те унта пулса курса, спортсменсем тупăшнине сăнаса тăрса вăй-хăват илетĕн. Кунта вара чăннипех те пиçĕ те вăй-халлă спортсменсем пуçтарăннă. Сăмахăм июнĕн 4-5-мĕшĕсенче Янăшра иртнĕ республикăри ялти XVIII çуллахи спорт вăййисем пирки.

Тăваттăмĕш хут йышăнчĕ

Кунашкал пысăк тупăшăва ирттермешкĕн, хăйĕн çĕрĕ çинче Чăваш Енри пур район представителĕсене пухмашкăн кăçалхипе Шупашкар районĕ тăваттăмĕш хут ирĕк çĕнсе илчĕ. Паллă ĕнтĕ, ку ахальтен мар, район хăйĕн çине пысăк яваплăх илсе тивĕçне туллин пурнăçланă, пурнăçларĕ те. Хальхинче те темиçе уйăх тĕплĕн хатĕрленни июнĕн 4-5-мĕшĕсенче пысăк спорт уявне çаврăнчĕ. Ялти çуллахи спорт вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçнă самант кăна мĕнлерехчĕ?! Ачасемпе çамрăксем, пултарулăх коллективĕсем Шупашкар районĕнче сывă пурнăç йĕркине пахаланине, спортпа туслă пулнине тĕрлĕ хусканупа, юрă-ташăпа ĕнентерсе пачĕç.

Ялти спорт вăййисене уçмашкăн сумлă хăнасем – ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР ял хуçалăх, спорт министрĕсем Сергей Артамоновпа Сергей Шелтуков – килсе çитрĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ Андрей Николаев, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова кĕтсе илчĕç.

Республикăра сывă пурнăç йĕркине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, уйрăмах ачасем физкультурăпа, спортпа туслашчăр тесе тăрăшаççĕ – çакна палăртса хăварчĕ республика Пуçлăхĕ. «Саратов облаçĕнче иртекен финал вăййисенче республика чысне хÿтĕлекен команда малтисен йышне кĕтĕрччĕ», – ку вăйăсен пĕлтерĕшне палăртса спортсменсене ăнăçу сунчĕ Михаил Игнатьев. Çулсерен вăйăсем тĕрлĕ çĕрте иртни районсене хитреленме май панине, республика спортсменĕсем çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕрекенсен йышĕ пысăкланса пынине те асăнмасăр хăвармарĕ вăл.

– Ялти çуллахи спорт вăййисем агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакан тĕрлĕ професси çыннисене пĕтĕçтерсе тăраççĕ, вĕсен хăйсен пултарулăхне кăтартма пĕтĕм май пур, – ку вăйăсем чăн-чăн спорт кĕрешĕвĕсем пулнине палăртса пухăннисене çĕнтермешкĕн ăнăçу сунчĕ Зоя Маслова та.

Районта ялти çуллахи спорт вăййисен логотипне суйласа илмешкĕн конкурс йĕркеленĕ, унта сĕннĕ вун-вун ĕçрен çĕнтерÿçе палăртнă, вăл – Карачура шкулĕн учителĕ Дмитрий Чернов. Педагог ÿкернĕ вăкăр ялти XVIII çуллахи спорт вăййисен символĕ пулса тăчĕ. Шăпах ăна асăнмалăх парнепе чысларĕç те кунта. Ăна Дмитрий ЧР Пуçлăхĕн аллинчен илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Чи малтанах Дмитрий пуçĕнче темиçе тĕрлĕ шухăш çуралнă иккен, кăвакал е автан ÿкерес тесе пуç çĕмĕрсе ларнă, педагогăн чунри тавлашăвĕнче вара вăкăр «çĕнтернех», мĕншĕн тесен унра вăй-халпа паттăрлăх пĕтĕçсе тăрать. «Вăкăр спортпа туслă, кăкăрĕ çинче – медаль, ăна вара пучахсем «çупăрланă», – символта мĕн-мĕн пытаннине ăнлантарчĕ педагог. Унăн «вăкăрĕ» çĕнтерессе шанман та рисовани тата информатика вĕрентекенĕ.

Хĕрÿ тупăшу

Спорт вăййисенче 21 районтан пурĕ 800 спортсмен тупăшрĕ. Кам мĕнле майпа пултарать çавăн пек – курăк çулса, кĕрешсе, кире пуканĕ çĕклесе, мас-рестлингра, волейболла, теннисла, лапталла выляса, çăмăл атлетикăра, виçĕ меслетпе вăй виçсе, канат туртса, полиатлон, самбо, армспорт енĕсемпе, механизаторсен, доярсен, çемьесен тупăшăвĕнче – пурĕ 16 тĕспе – хăйне кăтартрĕ. Шупашкар район командине 80 çын ытла хÿтĕлерĕ. Шорккара пурăнакан Олег Васильев тракторист механизаторсен тупăшăвĕнче хăйне тĕрĕслеме килнĕ, ку ушкăнра унăн тракторпа çÿреме, 500 метра чупма тата 5 минутра кире пуканĕ йăтма тиврĕ. Çамрăк тракторист вĕсене пурне те тума пĕлет пулин те хумханни палăрчĕ, пĕрремĕш хут хутшăнать-çке кунта, тата конкуренци те вăйлă.

Ленин ячĕллĕ СХПК-ра вăй хуракан Анастасия Владимирова дояркăсен ăмăртăвне пĕрре мар хутшăнать, виçĕм çул республика ăмăртăвĕнче çамрăксен хушшинче мала тухнăччĕ. Сăнаса тăратпăр та, ĕне сумалли аппарат унăн аллинче выляса кăна тăрать. «3 минут та 36 çеккунтра салатса пуçтартăм, палăртнă вăхăтран маларах та», – хумханса калаçрĕ Анастасия ĕçе туса пĕтернĕ хыççăн. Кунсăр пуçне ĕне сăвакансем кире пуканĕ çĕклесе тата чупса ăмăртрĕç. Пур енлĕн тупăшура команда 2-мĕш вырăна тухрĕ.

Икĕ куна тăсăлнă вăйăсенче Шупашкар район чысне хÿтĕлекенсем спортăн чылай тĕсĕнче палăрчĕç, сăмахран, çемьесен ăмăртăвĕнче, мас-рестлинг, çăмăл атлетика енĕпе, арçынсем лапталла выляса. Пĕтĕмĕшле район ушкăнĕсем спортăн 8 тĕсĕпе пĕрремĕш, пиллĕкĕшĕпе 2-мĕш, иккĕшĕпе 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Пĕтĕмлетÿпе район – пĕрремĕш вырăнта.

Хальхинче те ку тупăшу ял-салара пиçĕ кĕлеткеллĕ, вăйлă кăмăл-туйăмлă, спорта тата сывă пурнăç йĕркине юратакансем пурăннине яр уççăн кăтартса пачĕ. Апла тăк вĕсем пур чухне ялăн малашлăхĕ, вĕсенче ĕçлекенсем пуласси куç кĕрет.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости