Автоспортра çынсем трассăна тĕрлĕ машинăпа (çăмăллисемпе, внедорожниксемпе
Паян редакци тĕпелĕнче – Чăваш Енри автокросс аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ЧР Автомобиль федерацийĕн членĕ Юрий МИХАЙЛОВ. Паян вăл вулакана раштав чупăвĕсем, вĕсен историйĕ тата ăмăрту хăйне евĕрлĕхĕ пирки каласа парĕ.
– Юрий Владимирович, сирĕншĕн «ралли», «авточупу», «джип-триал» сăмахсем чуна çывăх-тăр. Автоспорта хăçан пырса кĕнине аса илĕр-ха?
– Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă, йĕлтĕрпе ярăннă, хĕвелтухăç кĕрешĕвĕсене алла илнĕ. Çав вăхăтрах техника та илĕртсе тăнă. 1984-1985 çулсенче, мелиораци енĕпе ĕçленĕ вăхăтра, юлташсемпе ЦК КПСС-ĕн спорт енĕпе ĕçлекен пленумне автокроссене хутшăнма автомобиль ыйтса çырупа тухрăмăр. Унăн ертÿçи пире ăнланса «Москвич» пачĕ. Машинăна йĕркелесе çитерсе ăмăртусене хутшăнма тытăнтăмăр.
Пĕр пулăм пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртам. Машинăпа (капот çинчи сиенленнĕ вырăна пытарма кăвак кăвакарчăн ÿкерсе хунăччĕ) пынă чухне ГАИ ĕçченĕ чарчĕ. Ÿкерчĕке курчĕ те хайхи манран ыйтать: «Автомобильсен ăмăртăвне хутшăнмастăн-и?» Калаçса кайрăмăр та, вăл мана Шупашкарти спортпа техника клубĕ çинчен пĕлтерчĕ, хăйсем патне йыхравларĕ. Унта çÿресех нумай вĕрентĕм – машинăсене кросс тата ралли валли хатĕрлеме вĕренсе çитрĕм.
– Чăрăшкасси ялĕ çывăхĕнче трасса йĕркелеме çакă та хавхалантарчĕ-тĕ
– Малтанах Мари республикинче, Шупашкар хулинче иртекен ăмăртусене хутшăнаттăм. Перестройка вăхăтĕнче республикăри автоспорт хавшарĕ тесен те юрать. Чăваш Республикинче автоспорта аталанма майсем туса парас шухăш çуралчĕ. Чăрăшкасси çывăхĕнче трасса йĕркелес шухăшпа Шупашкар район администрацине сĕнÿпе тухрăм. Манăн пуçарăва ырларĕç. Михаил Васильевич Игнатьев ЧР Пуçлăхĕн должноçне пĕрремĕш хут йышăнсан трасса ĕçлесе кайрĕ.
Кунта иртекен автокроссене, джип-триалсене республикăри спортсменсем кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнсенчен те хутшăнаççĕ. Çу кунĕсенче 6-мĕш хут ЧР Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн автокросс иртĕ, кăçал иккĕмĕш хут иртекен «Автомобильсен раштав ăмăртăвĕ» – Раççей Кубокĕн Атăлçи зонинчи тупăшăвăн 1-мĕш тапхăрĕ. Кăçал Чăрăшкасси трасси çинче 4 ăмăрту иртмелле.
– Ăмăртусен шайĕ çулран-çул ÿссе пырать, ăсталăхне аталантарса пыракан спортсменсене пĕр çĕре пухать…
– Ку, чăнах та, çапла. Ăмăртăва хутшăнакан спортсменсен, куракансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Вĕсем Мускав, Ленинград облаçĕсенчен, Саратов, Свердловск тата ытти хуларан та килеççĕ. Республикăра судьясем те пысăк квалификациллĕ, пурте аттестаци витĕр тухнă.
– Çуллахи автокроса хутшăннисен йышĕнче тĕрлĕ çултисем пурччĕ. Çул çитменнисем те… «Автомобильсен раштав ăмăртăвне» вĕсем хутшăнĕç-и?
– Çуллахи автокроса юниорсем те хутшăнчĕç. Чи çамрăк спортсмен 8-10 çулсенче пулчĕ. Чи асли вара – утмăл тăххăрта. Январьте иртекен ăмăртусене çул çитменнисем хутшăнмĕç.
– Чи çамрăккисемшĕн трасса, çуллахи вăхăтра-и, хĕлле-и, хăрушлăх кăларса тăратмасть-и?
– Çул çитменнисем ăмăртăва ашшĕ-амăшĕ ирĕк панипе кăна хутшăнма пултараççĕ. Хăрушсăрлăх енĕпе кунта питĕ çирĕп. Кашни машинăрах каркассем, хăрушсăрлăх пиçиххийĕ пур, спортсменсем шлем тăхăнаççĕ. Ку таранччен кам та пулин шар курни пулманччĕ-ха… (йывăçа шаккать)
– Ăмăртусене йĕркелетĕр кăна мар, хăвăр та хутшăнатăр…
– Пĕрремĕш хут 1984 çулта раллие хутшăнтăм, çавăнтан пуçланчĕ те. Кайрантарах, перестройка вăхăтĕнче, спортăн çак тĕсĕ аталансах каяймарĕ. Çĕнĕрен 2000 çулсенче вăй илчĕ теме пулать. Кашни ăмăртурах çĕнтерÿçĕ ятне илеймен паллах. Нумай пулмасть Кировра официаллă майпа иртнĕ регионсен хушшинчи автораллире хамăн категорире малти вырăна тухрăм. Владимир ывăлăм та лайăх кăтартусемпе палăрчĕ.
– Ывăлăр та автоспортпа кăсăкланать эппин…
– Ку юнра пулĕ… Аслă ывăл Михаил — машинăсене кроссене, раллисене валли хатĕрлессипе тимлет, пысăк яваплăха туять. Владимир – автоспортăн спорт мастерĕн кандитачĕ. Ку таранччен 20-30 ăмăртăва хутшăнса пĕрре мар малти вырăнсене тивĕçрĕ. Чи кĕçĕнни – Максим республикăри аслă шкулăн 2-мĕш курс студенчĕ. Вăл та автокроссене хаваспах хутшăнать.
– Мăшăр çемьери арçынсем автомобиль спорчĕпе кăсăкланнине мĕнле йышăнать?
– Вăл – хавхалантарса тăраканни.
– Мĕн вăл сирĕншĕн автоспорт?
– Хобби темелле пуль, кăмăл туртăмĕ.
– Январĕн 9-11-мĕшĕсенче иртекен автокросра миçе спортсмена кĕтетĕр? Хăвăрăн хутшăнас кăмăл пур-и?
– Ăмăртăва 35-рен пуçласа 50 экипаж таран килессе шанатпăр. Трасса питĕ аван, ăмăртăва хатĕрленсе çитнĕ.
– Ăнăçу сире, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе…
– Тавах.
ВЕРА ШУМИЛОВА КАЛАÇНĂ