Кă​кă​ра выр​на​çай​ми ме​даль

Ок​тяб​рĕн 9-11-​мĕ​шĕ​сен​че «Раççей – спорт çĕр​шы​вĕ» фо​рум Чă​ваш Ен​ре ир​тес хы​пар рес​пуб​ли​кă​ра пу​рă​на​кан каш​ни çын​шăн пĕл​те​рĕш​лĕ пул​чĕ, ăна пур​те çĕк​ле​нÿл​лĕ кă​мăл​па кĕт​рĕç. Акă, ти​нех кĕт​нĕ кун çит​рĕ те.

Ра​йон​та спорт ата​ла​нать

Çак уя​ва ха​лал​ла​са виçĕм кун ра​йон​ти «Би​чу​рин та​та халь​хи са​ма​на» му​зей​ра «Шу​паш​кар ра​йо​нĕн спорт мух​та​вĕ» ку​рав уçăл​чĕ. Шу​паш​кар ра​йо​нĕ хă​йĕн пал​лă та мат​тур спортс​ме​нĕ​сем​пе чăн​ни​пех те мух​тан​ма пул​та​рать. Кун​та çу​рал​са ÿс​нĕ çын​сем хуш​шин​че ра​йон, рес​пуб​ли​ка, çĕр​шыв чыс​не хÿ​тĕ​ле​кен​ са​хал мар. Шă​пах спорт ве​те​ра​нĕ​се​не, çам​рăк ăрă​ва пы​сăк спор​та тух​ма çул кă​тарт​са па​ра​кан​се​не, çам​рăк та пул​та​рул​лă спортс​мен​се​не хал​ла​ла​нă та ку​ра​ва. Му​зей çак кун сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не тыт​са пы​ра​кан​се​не ха​пăл ту​са кĕт​се ил​чĕ.

Ку​ра​ва ра​йад​ми​нист​ра​ци пуçлă​хĕ Геор​гий Его​ров уç­рĕ. Вăл «Раççей – спорт çĕр​шы​вĕ» фо​рум Шу​паш​кар​та ирт​ни чă​ваш ха​лă​хĕ​шĕн пы​сăк чыс пул​ни​не, çав сăл​тав​пах пур çын​ра та çĕк​ле​нÿл​лĕ кă​мăл-​ту​йăм ху​çа​лан​ни​не па​лăрт​са хă​вар​чĕ. «Ра​йон​та спорт​па физ​куль​ту​рă​на ата​лан​та​рас енĕ​пе ну​май-​ну​май ĕç пурнăçланать. «У​лăп» сыв​лăх​па спорт цент​рĕ ĕçлет, чăн​ни​пе те та​лант​лă çам​рăк​се​не ÿс​тер​ме пу​лă​шать. Кă​çал çам​рăк спортс​мен​се​не та​та ис​кусст​во шку​лĕн​че вĕ​ре​не​кен пул​та​рул​лă çам​рăк​се​не ха​лал​ла​нă «Мух​тав ал​лейи» йĕр​ке​ле​рĕ​мĕр», – пĕл​тер​чĕ Геор​гий Ива​но​вич пу​хăн​ни​се​не. Вăл ку​ра​ва пы​сăк хак па​чĕ, ки​ре пу​ка​нĕ йă​тас​си​пе Раç­çей спорт мас​те​рĕн Ана​то​лий Пав​ло​вăн сар​ла​ка лен​та çин​чи ме​да​лĕ​се​не хак​ла​са çап​ла ка​ла​рĕ: «Ни​мĕн​ле кă​кăр çи​не те ун чух​лĕ ме​даль выр​на​çай​мĕ. Спорт ве​те​ра​нĕ​сен пур​нă​çĕ – çам​рăк​сем​шĕн тĕс​лĕх».

А​ча​ран​пах спорт​па тус​лă

Ку​ра​ва хут​шăн​нă ас​лă ăру​ри спорт ве​те​ра​нĕ​сем – Алек​сандр Ми​хай​лов, Ана​то​лий Пав​лов, Петр Фе​до​ров – хăй​сем спорт​па епле тус​лаш​са кай​ни çин​чен ка​ла​са па​чĕç. Алек​сандр Ми​хай​лов пы​сăк спор​та çар​тан тав​рăн​сан, ас​лă вĕ​ренÿ заве​де​нийĕн​че вĕ​рен​нĕ чух​не пыр​са кĕ​нĕ. Алек​сандр Ми​хай​ло​вич 5,10 км та​та çур​ма ма​ра​фон, ма​ра​фон дис​тан​цийĕ​се​не па​рăн​тар​нă. 80 çул тул​тар​нă пу​лин те ха​лĕ те çам​рăк​се​не пу​лăш​са, вĕ​рент​се тă​рать, спортс​мен​сем ха​тĕр​лет.

А​на​то​лий Пав​лов – ки​ре пу​ка​нĕ йă​тас​си​пе Раç­çей спорт мас​те​рĕ – ача​ран​пах спорт​па тус​лă пул​нă, хок​кей​па бок​са ки​лĕш​тер​нĕ. Шкул​та вĕ​рен​нĕ чух​нех штан​га вы​рăн​не çур​ман ву​тă шар​ша​нĕ​се​не çĕк​ле​се вăй-​хал​не çи​рĕп​лет​нĕ. Паян кун та 75 çул​та пул​ни​не пăх​ма​сăр 1-2 се​хет ча​рăн​ма​сăр ки​ре пу​ка​нĕ ним мар йă​таять.

Петр Фе​до​ров хăвăрт утас​си​пе ÿсĕм​сем ту​нă, халь те Раççей​ри тĕр​лĕ ху​ла​ра ир​те​кен ăмăр​ту​се​не хут​шăн​сах тă​рать. Спорт ве​те​ра​нĕ ача​ран​пах спорт​па тус​лă пул​нă, шку​ла 16 çух​рăм çу​ран ут​ма тив​ни те сыв​лă​ха çи​рĕп​лет​ме пу​лăш​нă-тăр. Мал​та​нах ве​ло​си​пед​па ăмăр​ту​се​не хут​шă​ннăс​кер, 1961 çул​та ут​ма ты​тăн​нă.

С​порт ве​те​ра​нĕ​сем пур​нăç­ра çи​тĕ​нÿ​сем ахаль кил​мен​ни​не, вĕ​се​не çыв​харт​ма каш​ни кун ĕç­ле​мел​ли​не, тре​ни​ров​кă​сем ирт​тер​мел​ли​не па​лăрт​рĕç. «Т​ре​ни​ров​ка – ĕç, ăмăр​ту​сен​чи ме​даль​сем тре​ни​ров​кă​сем​сĕр пул​маççĕ», – çам​рăк​се​не сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не тыт​са пы​ма, спорт​па тус​лаш​ма сĕн​се пĕ​тĕм​лет​рĕç сă​ма​хĕ​се​не спорт ве​те​ра​нĕ​сем.

Çам​рăк​се​не çул кă​тар​таççĕ

Çам​рăк​се​не спорт​па тус​лаш​ма, çи​тĕ​нÿ​сем ту​ма пу​лă​ша​ка​нĕ​сем, вĕ​се​не ас​лă çул çи​не тă​ра​та​кан​сем – тре​нер​сем. Хăй​сен ĕç-​хĕ​лĕ​пе пал​лаш​тар​са çам​рăк​се​не спорт​па тус​лă пу​рăн​ма сун​са ăшă сă​мах​сем​пе Атай​кас​си шку​лĕн тре​не​рĕ Ни​ко​лай Бе​ля​ков, Тренк​кас​си шку​лĕн​че физ​куль​ту​ра учи​те​лĕн​че ĕç­ле​се пу​рăн​нă, ха​лĕ «У​лăп» спорт​па сыв​лăх цент​рĕн​че ас​лă инст​рук​тор-​ме​то​дист​ра тим​ле​кен Ми​хаил Яков​лев, РФ физ​куль​ту​рă​па спорт от​лич​ни​кĕ Ио​сиф Со​ловьев, хăл​ха илт​мен​ни​сен бад​мин​тон​ла вы​ля​кан çĕршывăн пĕр​леш​тер​нĕ ко​ман​дин тре​не​рĕ На​деж​да То​ни​на калаçрĕç. Çак тре​нер​сен ĕçĕ чăн​ни​пех те па​лă​рăм​лă, вĕ​сем вĕ​рен​те​кен ача​сем хăй​сен пур​нă​çĕн​че пы​сăк ÿсĕм​сем ту​са ра​йон, рес​пуб​ли​ка, çĕр​шыв чыс​не хÿ​тĕ​ле​кен​сен йы​шĕн​че.

Пă​шăр​ха​нă​ва çĕн​тер​се ма​лал​ла…

Ра​йон​та пу​рă​на​кан çам​рăк​сем те хăй​сен пур​нăç­не спорт​па çы​хăн​тар​ни са​вăн​та​рать – хăй​сен ум​не ларт​нă тĕл​лев​се​не пур​нă​çа кĕрт​ме пул​та​ра​кан​сем пур​нăçра та çу​хал​са кай​мĕç. Ку​ра​ва ра​йон​ти çам​рăк спортс​мен​сем те хут​шăн​чĕç – Чă​ваш Ен​ри чи çам​рăк та пул​та​рул​лă кросс​мен​сен​чен пĕ​ри Алек​сандр Но​ви​ков (т​ре​не​рĕ – Н.Ф. Бе​ля​ков), Юлия Пыр​ки​на – армс​порт енĕ​пе Ев​ро​па та​та тĕн​че чем​пио​нĕ (т​ре​не​рĕ – И.В. Смо​лен​цев), Алек​сандр Да​ни​лов – Атăл​çи фе​де​рал​лă ок​ругăн при​зе​рĕ (т​ре​не​рĕ – Н.Ф. Бе​ля​ков), Ев​ге​ний Г​лу​хов – ухă​па пе​рес​си​пе спорт мас​те​рĕ, ЧР ма​ла ту​хас​си​шĕн пы​нă ăмăр​ту​сен çĕн​те​рÿ​çи (т​ре​не​рĕ – В.В. Фе​до​ров). Çам​рăк​сем хăй​сем пы​сăк спор​та еп​ле пыр​са кĕ​ни, ÿсĕ​мĕ​сем​пе пă​шăр​ха​нă​вĕ​сем, çĕн​те​рĕ​вĕ​сем​пе кă​мăл ху​çă​лă​вĕ çин​чен ка​ла​са па​чĕç. Вĕ​сем хăй​се​не çĕн​тер​се ма​лал​ла тал​пăн​ни мух​та​ва ти​вĕç.

ВЕ​РА ФИ​ЛИП​ПО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости