Кĕрхи кун ĕçченлĕхе тĕрĕслет, теççĕ ваттисем. Кĕр мăнтăрĕпе туйсем ирттернĕ, уявсенче çĕнĕ тыр-пултан апат-çимĕç хатĕрлесе хăнасене пухнă.
Çакна тĕпе хурса толиккассисем те кĕрекене пуçтарăнма калаçса татăлчĕç. Ял клубĕн сцени чăн та кĕр пуянлăхне кăтартать, мĕн кăна çук кунта: çĕр улми, кишĕр, кăшман, сухан – вăй хурса туса илнĕ çимĕçсем чуна савăнтараççĕ. Мĕнле уяв-ха вăл вăйăсăр уяв? Акă пăхăр та вĕренĕр: «Çур çитсен йăран хатĕрлесе вăрă акрăмăр, çăвĕпе шăварса, çумласа çитĕнтертĕмĕр, кĕр пулсан пухса нÿхрепе, сакайне антарса хутăмăр,- шăрантарчĕç юрă ялти ватăсем. Тĕрлĕ каларăшсем, ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем пуçа чăнах та ваттарчĕç, анчах тĕрлĕ витаминпа пуян пахча çимĕçе пурте пĕлетпĕр-çке, çавăнпа хуравĕсене те туххăмрах тупрĕç клуба пухăннисем.
«Толиккассинские бабки» ушкăн юрланă юрăсем пурне те кăмăла кайрĕç, уяв ăннăшăн чăннипех те савăнчĕç. Юлашкинчен ватăсем çамрăксене ăс пачĕç: эпир çĕрсĕр пурăнаймастпăр, пурте ун çинче çÿретпĕр, ĕçлетпĕр, тăранатпăр, çавăнпа çĕре хисеплемелле, унпа тĕрĕс усă курма вĕренмелле. Ял çынни ĕçлеме кăна мар, савăнма та пултарать.
Надежда Петрова, Толиккасси ялĕ