Кÿ­ке­çе пыр­са кĕр­сен

Ял­сен ис­то­ри­йĕ те, эте­мĕн­ни пе­кех, çу­ра­лать, ÿсет, ва­тă­лать, уп­рай­ма­сан çу­ха­лать те.

А­кă Кÿ­ке­çех илер-­ха. Пĕр­ре­мĕш хут çак вы­рă­на 1745 çул­та Ку­гуш ят­лă хрес­чен çурт ларт­нă. Ку тă­рăх ăна ки­лĕш­нĕ пул­мал­ла: йĕ­ри-­тав­ра чăт­лăх вăр­ман, та­рăн çыр­ма­сем, вĕ­сен­че çăл­куç та са­хал мар. Те­пĕр ал­лă çул­тан кун­та 27 ху­çа­лăх шут­лан­нă. XX ĕмĕр пуç­ла­мă­шĕн­че вĕсем 90-­ран та ирт­нĕ. Ха­лăх ĕç­чен, тĕр­лĕ выльăх-­чĕр­лĕх ну­май ус­ра­нă, каш­ни çемье­ре вă­там­ран 7-8 çын пул­нă. Çак­на шу­та ил­се Ху­сан­ти кĕ­пĕр­не пуç­лă­хĕ­сем 1886 çул­хи ян­варь­те шкул ту­са ларт­ма йы­шăн­нă. 1915 çул­та ятар­ла­са ку­па­ла­нă çĕ­нĕ шкул алă­кĕ­се­не уç­нă. 30-­мĕш çул­сен пуç­ла­мă­шĕн­че вăл вă­там шкул ят­не ил­нĕ. Çак çул­сен­че Кÿ­кеç ялĕ па­лăр­мал­лах са­рă­лать. 1931 çул­та вăл ра­йон цент­рĕ пул­са тă­рать.

Мĕн­ле­рех пу­рăн­нă-­ха Кÿ­кеç 70 çул каял­ла? Ху­çа­лăх­сен шу­чĕ 120-­рен те ирт­нĕ. Пу­рĕ ви­çĕ урам, вĕ­сен ячĕ­сем пул­ман, паян­хи К. Маркс ура­мĕн­че «­пуян­ран» туртса ил­нĕ икĕ хут­лă хĕр­лĕ кир­пĕч­рен ку­па­ла­нă çурт лар­нă. Ра­йон­ти кан­тур­сен ыт­ла­рах па­йĕ çа­кăн­та выр­наç­нă. Ра­йон ис­пол­ко­мĕн пуç­лă­хĕ пул­са ну­май вă­хăт (1947-1952 çç.) Ва­си­лий Алек­санд­ров вăй ху­нă. 30-­мĕш çул­сен вар­рин­че ви­çĕ хут­лă куль­ту­ра кер­мен­не ĕçе янă. Шу­паш­кар ен­чен пыр­са Кÿ­ке­çе кĕ­нĕ вы­рăн­та, 1945 çул­хи кĕр ен­не çи­тĕ­нÿ хап­хи­не (т­риум­ф­ная ар­ка) уç­нă. Ăна Чă­ваш ав­то­но­ми­не ту­са ху­нă­ран­па 25 çул çит­ни­не та­та çĕн­те­рÿ кун­не ха­лал­ла­нă. Хап­ха­ран кĕр­сен сыл­тăм ен­нел­ле (­паян­хи ха­лăх су­чĕн çур­тĕн­чен ил­сен) ни­мĕн­ле çурт та пул­ман. Кун­та ра­йо­нăн ип­под­ро­мĕ вырнаçнă. Каш­ни çу­лах Ака­туй уя­вĕн­че ра­йон­ти каш­ни ху­çа­лăх­ран пĕ­рер ла­ша­на çа­вăт­са ăмăр­тă­ва тух­нă. Паян­хи Куй­бы­шев ячĕл­лĕ кол­хоз­ри Чер­ток ят­лă ăйăр яла­нах çĕн­тер­нĕ. Вăр­çă­ра па­лăр­нă ен­теш­се­не асăн­са ларт­нă сквер вы­рă­нĕн­че универ­маг çур­чĕ пул­нă. Ну­май çул çа­кăн­та су­ту­çă­ра Хĕр­лĕ­çыр ял çын­ни Анд­реев ĕç­ле­нĕ (­шел, ят­не ман­нă). Кăшт ша­ла­рах çар ко­мис­са­риа­чĕ та­та ДОСААФ пул­нă. Ма­лал­ла рай­по кан­ту­рĕ, та­ва­ра уп­ра­мал­ли пÿ­лĕм­сем выр­наç­нă, пы­сă­ках мар çă­кăр ла­ре­кĕ, ун­па юна­ша­рах гос­банк. Çак çур­та кă­на ху­рал­ла­нă. Юна­шар­ти пи­лĕк сте­нал­лă çурт­ра çы­хă­ну уй­рă­мĕ пул­нă, хы­çал­ти пÿ­лĕ­мĕн­че поч­та ер­тÿ­çи Ни­ко­лай Ни­ки­фо­ров хă­йĕн мă­шă­рĕ­пе, ви­çĕ ачи­пе пу­рăн­нă. Мал­ти пÿ­лĕ­мĕн­че поч­та, ра­дио, те­ле­фон уй­рă­мĕ­сем ĕç­ле­нĕ. Ура­мал­ла тă­ва­тă пы­сăк чÿ­ре­чел­лĕ çурт­ра РК КПСС выр­наç­нă. Ра­йо­нĕ­пе ил­сен пĕр­ре­мĕш сек­ре­тарь Ка­рау­шев кă­на çă­мăл ав­то­ма­ши­нă­па ĕç­ре усă кур­нă, вăл та пул­сан ки­вĕс­кер çеç пул­нă. Те­пĕр çурт­ра упол­мин­заг (у­пол­но­мо­чен­ный ми­нис­терст­ва за­го­то­вок) пул­нă. Çак ĕçе Плат­ка çын­ни Иван Анд­рее­вич Ве­дин пур­нăç­ла­нă. Юна­ша­рах ми­ли­ци уй­рă­мĕ – ăна Ти­мо­феев ка­пи­тан ерт­се пы­нă, ĕç­чен­сен шу­чĕ 15 çын­ран ирт­мен. Ун чух­не йĕр­ке­не пă­са­кан са­хал пул­нă, çурт айĕн­чи пут­вал ыт­ла­рах чух­не пу­шах лар­нă. Юна­шар выр­наç­нă ви­çĕ çурт­ра çемье­сем пу­рăн­нă. Ха­лĕ Раç­çей пе­ре­кет бан­кĕ ла­ра­кан вы­рăн­та 30 çын­лăх апат­ла­ну çур­чĕ пул­нă. Паян­хи «У­лăп» центр хы­çĕн­че ра­йон боль­ни­цин ик­кĕ­мĕш уй­рă­мĕ ĕç­ле­нĕ. Çа­кăн­ти пу­шă вы­рăн­та çил вă­йĕ­пе шыв уç­ла­мал­ли 15 метр çÿл­лĕш баш­ня лар­нă. Вăр­çă пуç­лан­ни­пе ăна ĕçе яр­са ĕл­кĕ­рей­мен.

Хап­ха­ран кĕр­сен, су­ла­хай ен­че, вы­рăн­ти кол­хо­зăн уй-­хи­рĕ вырт­нă. Про­ку­ра­ту­ра вы­рă­нĕн­че пĕ­чĕк ап­те­ка çур­чĕ, юна­ша­рах пу­шар ка­лан­чи, ви­çĕ хут­лă куль­ту­ра çур­чĕ ла­рат­чĕç. Те­пĕр тă­ва­тă çурт­ра ра­йо­на ерт­се пы­ра­кан­сен çемйи­сем пу­рăн­нă. Ыт­ти ха­лăх­ран вĕ­сем ни­мĕн­пе те уй­рăл­са тă­ман. Пур­те выльăх-­чĕр­лĕх ус­ра­нă, кĕвен­те йăт­са çыр­ма­ран шыв йăт­нă, вут-­шан­кă ха­тĕр­ле­се кă­ма­ка хут­нă.

Пе­ре­кет бан­кĕн çур­чĕ ва­ра ун чух­не паян­хи на­лог инс­пек­ци­йĕн вы­рă­нĕн­че пул­нă. Ăна ну­май çул Чă­рăш­кас­син­чи Алек­сандр Да­ни­лов ерт­се пы­нă. Ĕç ку­нĕ вĕç­лен­сен алă­ка хуп­са çа­кăн­са тă­ра­кан çă­ра­па пи­тĕр­се хă­вар­нă. Урам­па çын­сем сыл­тăм ен­чен 4-5 хă­ма хур­са сар­нă тро­туар­па ут­са çÿ­ре­нĕ. Çав çул­сен­че шыв пă­рă­хĕ, ка­на­ли­за­ци ра­йон цент­рĕн­че те пул­ман.

«Ильич лам­поч­ки­сем» Кÿ­ке­çе 1951-1952 çул­сен­че тин çит­нĕ.

ЛЕО­НИД ПАВ­ЛОВ, ЧĂ­РĂШ­КАС­СИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости