— Манăн кÿршĕ лаççи тăррине видеокамера вырнаçтарнă. Вăл манăн килкартине те ÿкерсе тăрать. Пускилпе калаçса татăлма май килмерĕ, камерăсене суд урлă илсе пăрахтарма пултаратăп-и эпĕ?
Любовь Кирилловна, Курак Чурачăк
Петр ИВАНОВ, адвокат, юридици наукисен кандидачĕ:
– Енчен те кÿршĕ ун çурчĕ енне пăхакан камерăсем хăйĕн пурнăçне пырса тивеççĕ, ăна вырнаçтаракан хăйĕнпе çыхăннă информацие пухать тесе шухăшласан суд видеосăнав хатĕрне илсе пăрахтарма пултарать. Видеосăнава уççăн йĕркелемелли тата кÿршĕ территорине кадра кĕртме юраманни – камера вырнаçтарнă чухне пăхăнмалли тĕп йĕркесенчен пĕрисем.
Уйрăм çын пурнăçĕ – вăл ăçта тухса çÿренинчен пуçласа мĕн ĕçлени, кампа калаçни таранах – никамăн правине те пăсмасан çакна общество та, патшалăх та тĕрĕслесе тăма пултараймасть. Çакăн пек информацие пухса салатма ирĕк çукки пирки Раççей Федерацийĕн Конституци сучĕ 2005 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче 248-О номерпе ăнлантарни çинче çырса кăтартнă. Çын сăнланнă сăн ÿкерчĕк е видео уйрăм çынпа çыхăннă информацисен шутне кĕрет – çавăнпа та çурт тăррине камера вырнаçтариччен кÿршĕн сирĕнрен çырса ирĕк ыйтмаллах пулнă. Çакăншăн кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сăтăршăн суд урлă компенсаци шыраса илме те пултаратăр.