Ман юратнă тăван ен

Этемшĕн чи хакли – çуралса ÿснĕ тăван кĕтес. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван киле, çемьене, тăван кĕтесе, халăх йăли-йĕркине хисеплеме, юратма вĕрентмелле.

Кÿкеçри «Ягодка» ача садĕнче ачасене тăван тăрăха юратма вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумай пулмасть «Хура хурлăхан» аслă ушкăнти воспитательсем çак тĕллевпе «Чăваш Ен – манăн тăван ен» мероприяти ирттерчĕç. Чăваш халăх тумне тăхăннă ачасем сăвăсем вуларĕç, чăваш вăййисене вылярĕç, ташларĕç.

«Чăваш халăх ăсталăхĕсем» презентацие курса ачасем тĕрлес, тăмран тĕрлĕ савăт ăсталас, йывăçран касса эрешсем тăвас, хăваран авса хатĕрсем тăвас ăсталăхпа паллашрĕç. Вĕсене мероприяти питĕ килĕшрĕ. Чăваш халăх йăли-йĕркипе шкулчченхи учрежденирех паллаштарни пĕчĕккисене кăмăл-сипет енчен аталанса пыма, тăван тăрăха юратма вĕрентет.

РЕНА МАКАРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости