НАЦИ ПРОЕКЧĔ
2024 ҫулта Шупашкар районӗн больницин мобильлӗ ушкӑнӗ тата акушер-гинекологӗсем куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗпе вуншар ялсене ҫитсе медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ. «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ пулӑшнипе округри чи инҫетри ялсенче пурӑнакан граждансемшӗн те диагностика, профилактика тата диспансеризаци витӗр тухасси ҫӑмӑлланнӑ. Ҫак пулӑшупа кам усӑ курнӑ-ха? Мобильлӗ ФАПа приема пурӗ 7890 ҫын пынӑ. Вӗсенчен 465-шӗ — ачасем. Вӗсен сывлӑхӗшӗн те вӑхӑтра диагностика туни пӗлтерӗшлӗ-ҫке-ха. 1625 ҫын чир-чӗре пуҫламӑш тапхӑрта тупмашкӑн диспансеризацие тӗплӗн тухнӑ. Вӗсенчен кашниех хулана ҫитмесӗрех е нумай вӑхӑт кӗтмесӗрех профессионалсен пулӑшӑвне илнӗ. Ахальтен мар хальхи йышши медицина чиртен сыхланасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Сывлӑха хавшатакан тӗп енӗсене палӑртма округра пурӑнакан 2823 ҫын анкетировани ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ.
Диспансеризаци вӑхӑтӗнче 652 ҫыннӑн сӑнаса, тӗрӗсленсе тӑмалли ҫивӗч ыйтусем тупӑннӑ. Ҫав утӑмсем чир-чӗрӗн малтанхи паллисене тупса палӑртнӑ та ӗнтӗ. Ҫавна май ҫынна чирӗн пуҫламӑш тапхӑрӗнче сыватма май пур.
Мобильлӗ ФАПра кирлӗ тӗрӗслевсем витӗр тухни пациентсене хӑйсен сывлӑхӗсем ҫине урӑхла пӑхма пулӑшнӑ. Халӗ ӗнтӗ нумайӑшӗ гипертони пулма пултарассине пӗлсе тӗрӗс йышӑнусем тунӑ.
Мобильлӗ ФАПӑн тӗп задачисенчен пӗри — репродуктивлӑ сывлӑхпа ҫыхӑннӑ чирсен профилактикипе ӗҫлесси. Диагностикӑна ҫавӑнпах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Вакцинаци ҫинчен те манман. Иртнӗ ҫул 1639 ҫын прививка тутартнӑ. Ҫакӑ та халӑха инфекци чирӗсенчен сыхланма пулӑшать. Шупашкар округӗнче пурӑнакан чылай ҫыншӑн килпе юнашарах тӗрӗслев витӗр тухма май туса пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ.
Анжелика КИРИЛЛИНА.