Медицина хатӗрӗсем кирлӗ

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкар район больницин тӗп тухтăрӗ Владимир Викторов патне граждансем тӗрлӗ сӑлтавпа пыраҫҫӗ. Депутат кашнин ыйтӑвне тимлĕн итлет, татса пама тӑрӑшать.

Хальхинче Владимир Викторов патне хастар волонтер Леонид Георгиев ҫивӗч ыйтупа пынӑ. Вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ йӗркелесе пухма пулӑшу ыйтнӑ. Калаҫу уйрӑмах медицина хатӗрӗсем ҫинчен пынӑ – вӗсем çар çыннисене кирлӗ пулнине пӗлтернӗ.

«Ыйту чӑннипех те паянхи куншăн пӗлтерӗшлӗ. Эпир ӑна тӗплӗн сӳтсе яврӑмӑр. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене медицина пулӑшӑвӗ парасси – тӗп вырӑнта. Вӑл питех те кирлӗ пирӗн салтаксене», – палӑртнӑ Владимир Николаевич.

Ҫавӑнпа та депутат ҫийӗнчех ҫак ыйтупа ӗҫлеме хушу панӑ, ӑна хăех тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтернӗ. Кӗске тапхӑрта пурнӑҫламалли ыйтӑва пӗрлехи вӑйпа вӑхӑтра тата ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласса шантарнӑ.

 

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости