1945-1994 çулсенче Германи çĕрĕ çинче 108 пин чăваш каччи хĕсметре пулнă. Вĕсем çар тивĕçне пурнăçланă хушăрах нимĕç халăх культурипе те паллашнă, икĕ халăх туслăхне те çирĕплетнĕ. Июнĕн 9-мĕшĕнче Германири Совет Çарĕсен ушкăнне йĕркеленĕренпе 72 çул çитнине халалласа Шупашкарти Çар Мухтавĕн монуменчĕ умĕнче уяв митингĕ иртрĕ. Унта 200 яхăн ветеран пухăнчĕ. Шупашкар районĕнчен эпир 15-ĕн пултăмăр. Пухăннисен умĕнче Чăваш Енри ветерансен пĕрлĕхĕн ертÿçи Михаил Семенов полковник тата ыттисем тухса калаçрĕç.
Геннадий Кошкин республикăри автомобильсен чупăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Унта Питĕр хулин, Иркутскпа Тула облаçĕсен делегачĕсем тата Шупашкарпа Çĕрпÿ районĕн ветеранĕсем хутшăннă. Авточупу чи малтанах Тăвай районĕпе Канашри музейсенчи салтаксене халалланă пÿлĕмсене çитсе курнинчен пуçланнă, унтан Комсомольски, Елчĕк, Патăръел, Шăмăршă тата Çĕрпÿри стеллăсем патне çитнĕ.
Плауен хулинче 1978-1980 çулсенче хĕсметре тăнă Юрий Игушкин ветеран патне пĕр ротăра службăра тăнă 4 ветеран килнĕ. Шупашкар районĕнчен авточупăва Чанкасра пурăнакан Вениамин Степанов, Ишекри Владимир Михайлов тата Тимойри Юрий Моисеев хутшăннă. «Эпир 3 машинăпа çÿренĕ. Пире пур çĕрте те питĕ лайăх кĕтсе илчĕç», – каласа кăтартрĕ Вениамин Степанов. Шăмăршă районĕнчи Петр Алексеев ял клубĕсенче ветерансене халалланă стендсем уçма сĕнчĕ. Грамотăсемпе медальсем кунта та хăйсен хуçисене тупрĕç. Чи малтанах Шупашкар районĕнчи сумлă ветерансем: Чаканарти 80-ри Петр Артамоновпа Çырмапуçĕнчи 70 урлă каçнă Серафим Белов Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Ишлейри Николай Мурзаков медале тивĕçнисен ретне ÿстерчĕç.
Николай Смирнов, Атăлъял