Декабрĕн 20-мĕшĕнче Мăн Марка клубĕ халăха илемлĕ çутăсемпе, тĕслĕ хăмпăсемпе кĕтсе илчĕ. Сцена çинче – пысăккăн 80 çул тесе çырни тĕрлĕ тĕспе ялтăрать. Мăн Марка клубĕ çуралнă кунне паллă турĕ.
Мероприятие Шупашкар район администраци
Чи малтанах хăй вăхăтĕнче çак клубра ĕçленĕ Зинаида Петрова экран çинчи сăн ÿкерчĕксем тăрăх клуб сакăр теçетке çул хушшинче мĕнле аталанса пыни çинчен каласа пачĕ. Клуба çĕкленĕ чухнехи 1934 çулта ÿкернинчен пуçласа паянхи кунпа вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне. Сцена çине тĕрлĕ вăхăтра культура учрежденийĕн заведующийĕнче ĕçленисене чĕнсе кăларчĕç. Кашниех кĕскен хăй ĕçленĕ вăхăтри пурнăçа аса илчĕ. Халĕ ку лава Регина Грачёва ăнăçлă туртса пырать. Чăнах та, халăха пуçтарса ĕçлеме йывăррине пурте пĕлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл район пуçлăхĕнчен Тав çырăвĕ илме тивĕçлĕ пулчĕ. Унпа пĕрлех чылай çул хушши Çатра Маркари ял библиотекинч
Çĕнĕрен те çĕнĕ юрă шăрантарчĕç артистсем. Кашни юррах тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ халăх. Шупашкартан килнĕ «Талисман» дуэт – ташă ушкăнĕ çăмăл та хитре ташласа пурне те тĕлĕнтерчĕ. Тумĕсем вара тĕлĕнмелле хитре! Марка клубне саламлама кÿршĕ саларан килнĕ «Ишек» ансамбль те кăмăла çĕклерĕ.
ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА, МĂН МАРКА