Улталама тăни, должноç полномочийĕсемпе чикĕрен иртсе усă курни, взятка илни – çакăн пек айăплавпа суд умне тăчĕ ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç пайĕн унчченхи ĕçченĕ.
Следстви лейтенант айккинче вăй хурса чĕрĕк миллион тата пурлăх «ĕçлесе» илнине тупса палăртнă. 2014 çулхи февраль уйăхĕнче вăл 50 пин тенкĕ тÿлесен тĕп хулари пĕр предпринимателе полицейскисем туртса илнĕ вăйă автомачĕсене тавăрса пама шантарнă. Каярах вара ĕç-пуçа полици ĕçченне взятка панă пек çавăрса хунă, хăйĕн «клиентне» тытса чарса ăна хирĕç уголовнăй ĕç пуçарнă.
Каярах коммерсанта хирĕç пуçарнă ĕçе хупса ăна полицейский тĕлĕшĕпе пуçарнă. «Следстви шучĕпе, вăл çакна пуçлăхсен куçĕ умĕнче ÿсес шутпа тунă», – тет Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи Олег Дмитриев.
Пакунсене укçапа улăштарма хатĕр полицейский каярах та çак предпринимательтен миллион тенкĕ укçа ыйтнă – ĕçрен хăтăлмашкăн имĕш. Хирĕçлесен ун çине тата тепĕр преступление «çакса хума» шантарнă. Усал шутлăскер вăрттăн казино хуçисенчен 250 пин тенкĕ илнĕ, тепĕр гонорара алкогольпе закона пăсса суту-илÿ тăвакан коммерсант панă. Укçа-тенке иккĕленÿллĕ операцисене явăçтарнă пĕлĕшĕпе пайланă.
Следстви темиçе çула та тăсăлнă, федерацин хăрушсăрлăх службин те хутшăнма тивнĕ. Халĕ вара экс-полицейский тăхăр çула йĕплĕ хÿме леш енче ирттерĕ. Лейтенант званине туртса илнипе пĕрлех ăна суд 10 млн тенкĕ штраф тÿлемелли пирки йышăну кăларнă. Ĕçтешĕ условнăй айăплавпа хăтăлса юлнă.