ÇĔРШЫВ ХŸТĔЛЕВÇИСЕМ
Çак кунсенче Кӳкеҫри Н.Бичурин ячӗллӗ музейра историлле пӗлтерӗшлӗ куна паллӑ тунӑ. 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Чӑваш Енре стрелоксен 139-мӗш дивизийӗ йӗркеленнине халалланӑ «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Ăна Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
«Çавра сĕтеле» республикӑри вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсен канашӗсем, Шупашкар хулинчи тата округӗнчи Хӗҫ-пӑшал вӑйӗсен тата йӗрке хуралӗн органӗсенче ӗҫленӗ тивӗҫлӗ канури ветерансем, Кӳкеҫри 1-мӗш вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен кадетсем хутшӑннӑ.
Музея пухӑннисене чи малтанах муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов саламланӑ. – Паянхи кун вӑрҫӑ ветеранӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ, курӑмлӑ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑк ӑрăва истори чăнлăхĕ çинчен каласа кăтартаççĕ, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пĕлтерĕшне, ăна çывхартас тесе асатте-асанне пысӑк тӳпе хывнине хаклама вӗрентеççĕ, – тенӗ Владимир Борисович.
Республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Генрих Васильев кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа ирттерме палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ. Историлле астӑвӑма упраса хӑварас тӗллевпе ҫитӗнсе пыракан ӑру валли хатӗрленӗ конкурссем ҫинчен пӗлтернӗ.