Пи­рĕн яла пыр­са кĕр­сен

Чă­ваш Ен­ре çул­се­не юса­ма уйăр­нă суб­си­дие му­ни­ци­па­ли­т­сен хуш­шин­че пай­ла­нă. Шу­паш­кар ра­йо­нĕ ĕç­се­не чи мал­ти­сен­чен пĕ­ри пур­нăç­ла­са пы­рать.

Çав ху­шă­рах çĕ­нĕ объект­се­не вал­ли те под­ряд­чик­се­не шы­раç­çĕ. Ка­ра­чу­ра­ри «За­реч­ная» урам­ран пуç­ла­са «Советс­кая» урам­ра, Хыр­кас­син­чи «П­роект­ная» урам­ри 1-­мĕш çурт­ран пуç­ла­са 5-­мĕш та­ран, Са­ра­па­кас­син­чи «Пер­во­майс­кая» урам­ри 15-­мĕш çурт­ран пуçла­са 33-­мĕш та­ран, Çат­ра­кас­син­чи «Советс­кая» урам­ри 24-­мĕш çурт­ран пуç­ла­са 42-­мĕш та­ран выр­та­кан çул­се­не юса­ма аук­цион пир­ки пĕл­тер­нĕ.  Çа­вăн пе­кех Çĕк­тер по­се­ло­кĕн­чи тĕп урам­ри 3-­мĕш çурт умĕн­чи тер­ри­то­рие юсас­си пал­лă. Иш­лей­ри тро­туа­ра та боль­ни­цă­ран пĕве пат­не çи­тич­чен çĕ­нĕ­рен сар­ма па­лăр­таç­çĕ. Ял тă­рăх пуç­лă­хĕ Ев­ге­ний Суб­бо­тин кă­çал­хи кĕр­кун­не­ре­нех са­ла çын­ни­сем, кун­не пи­нĕн, сип­лен­ме боль­ни­цă­на хăт­лă тро­туар­па пыр­са çÿ­рес­се шан­та­рать. «Аук­цион пир­ки çак кун­сен­чех пĕл­те­рĕ­пĕр, ĕç­се­не пĕр уйăх­ра вĕç­лес­си ик­кĕ­лен­тер­мест», – пĕл­тер­чĕ пуç­лăх. Ку­рак Чу­ра­чăк­ра та çу­ла çак кун­сен­чех юса­ма пуç­лаç­çĕ: под­ряд­чи­ке ви­çĕм кун па­лăрт­нă, юса­в вал­ли 140 пин тен­кĕ уйăр­нă. Ун çы­вă­хĕн­чи 30 çурт ху­çи­не, вĕ­сен­че ва­ра вы­рăн­ти хăй ты­тăм­лăх ор­га­нĕн­че пĕл­тер­нĕ тă­рăх, 90 çын пу­рă­нать, кĕр­хи йĕ­пе-­са­па­на шу­хăш­сă­рах кĕ­рĕ. Етĕр­не­кас­син­че ва­ра Ле­нин урам­не ил­се çи­те­ре­кен çу­ла вал­ли 670 481 тен­кĕ усă ку­рĕç. Ев­ге­ний Суб­бо­тин 90 çын­лă ял­ти çи­вĕч ый­ту ти­нех та­тă­лас­са па­лăр­тать.

Ирт­нĕ эр­не­ре Шем­шер ял тă­рă­хĕн­чи Шор­че­кас­син­чи «Шос­сей­ная» урам­ри ав­то­мо­биль çул­не те юса­ма ты­тăн­чĕç. «Кă­на вал­ли 171 845 тен­кĕ пăх­са ху­нă. Çын­сем яка çу­ла тах­çан­тан­пах кĕ­теç­çĕ, çак эр­не­ре под­ряд­чик­сем ĕçе кÿ­лен­нĕ те ĕн­тĕ. Вĕ­сен пу­рĕ 215 тă­ват­кал метр çин­чи лап­тă­ка тÿр­лет­мелле. Тĕп урам­ра пу­рă­на­кан­сен йы­шĕ пĕ­чĕ­кех  мар, ача сад­не, фельд­шер пункт­не, ад­ми­нист­ра­цие çын­сем ун тă­рăх ирт­се çÿ­реç­çĕ», – ăн­лан­тар­чĕ Шем­шер ял тă­рăх ад­ми­нист­ра­ци­йĕн пуç­лă­хĕ Сер­гей Авер­киев.

Вăр­ман-Çĕк­тер тă­рă­хĕн­че кă­на халь­хи вă­хăт­ра юсава 3 объект çин­че ирт­те­реç­çĕ. Унч­чен ма­ла­рах Станьял­ти çу­ла 614 пин тен­кĕ­лĕх юса­нă. «Ха­лĕ ва­ра çак ял­ти  те­пĕр лап­тăк çин­че çу­ла яка­тат­пăр. Ку ĕç­сем 100 яхăн кил­лĕ яла па­ха­лăх­лă, çĕ­нĕ çул­па ирт­се çÿ­ре­ме май па­рĕç. Унч­чен ма­ла­рах кун­та лавк­ка­на та­вар кÿр­се кил­ме те кан­сĕрч­чĕ», – тет вы­рăн­ти хăй ты­тăм­лăх ор­га­нĕн ер­тÿ­çин çу­мĕ Алек­сандр Куд­ря­шов.

Ра­йо­на тив­нĕ пу­лă­шу ви­çин пы­сăк па­йĕ Кÿ­кеç­ре вы­рăн туп­нă. «Советс­кая» урам­ри 88-­мĕш çурт çы­вă­хĕн­чи ай­лăм по­се­лок çын­ни­се­не, уй­рă­мах кÿ­ме­пе çÿ­ре­кен­се­не, те­кех чăр­мав кÿ­мĕ. Ял тă­рăх пуç­лă­хĕ В­ла­ди­мир Вер­ши­нин çак эр­не­ре ăна ас­фальт­па ви­тес­си­не пĕл­тер­чĕ. Çурт çы­вă­хĕн­чи лап­тă­ка та­та ав­то­мо­биль çÿ­ре­кен çу­ла тÿр­лет­меш­кĕн 1 334 326 тен­кĕ усă ку­рĕç. Ку вăл – кÿ­кеç­сем уй­рă­мах йыш­лă ирт­се çÿ­ре­кен вы­рăн.

Çа­вăн пе­кех Шĕ­нер­пуç ял тă­рă­хĕн­чи Кив­çурт­кас­син­чи «Зе­ле­ная» ура­ма вал­ли 644 759 тен­кĕ, Иш­лей­ри Ле­нин ура­мĕн­чи 3-­мĕш çурт умĕн­чи лап­тă­ка йĕр­ке­не кĕрт­ме 249122 тен­кĕ, Çĕ­нĕ Ту­тар­кас­син­чи Еш­та­ков­сен буль­ва­рĕн­чи 19/2 çурт­ран пуç­ла­са «Лес­ная» ура­ма çи­ти 620 834 тен­кĕ, Кă­ша­вăш ял тă­рă­хĕн­чи Ярăс­кас­син­чи «Лу­го­вая» ура­ма 800 пин тен­кĕ, Апаш ял тă­рă­хĕн­чи Туçикасси ялĕ çы­вă­хĕн­чи ав­то­çу­ла 361538 тен­кĕ, Шăн­кас­ри Чем­бек урам­не 269468 тен­кĕ, Лап­сар ял тă­рă­хĕн­чи Ка­ра­чу­ра ялĕн­чи «Юж­ная» ура­ма 1220437 тен­кĕ, Янăш ял тă­рă­хĕн­чи Праньк­ка­ри «Звезд­ная» ура­ма вал­ли 436533 тен­кĕ уйăр­ни пир­ки «Тă­ван Ен» сай­тĕн­че пĕл­тер­нĕч­чĕ.

 ­ВИК­ТО­РИЯ ВЫ­ШИНС­КАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости