Пирĕн «пысăк çурт»

«Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен», – çырнă чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов. Чăн та, этем хăйĕн аллинче çĕрпе космос вăйне тытса тăрать темелле, анчах та çут çанталăк саккунĕсене никам та улăштарма пултараймасть.

Мĕн вăл çут çанталăк? Эпир куракан хĕвел, уйăх, çăлтăр, пĕлĕт, шыв, çĕр, сăрт-ту, çырмасем, ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсем, пĕчĕк организмсем… Этем темиçе çĕр-пин çул çут çанталăкра пурăнать. Çынсем ăна хÿтĕлемеллине ĕлĕк-авалах ăнланнă.

Акă йывăçсенех илер. Вĕсем мĕн чухлĕ нумайрах – санра мăнаçлăх туйăмĕ çавăн чухлĕ ытларах. Çавăнпа та кашни çыннăн çулсерен йывăç-тĕм лартса пăхса ÿстермелле. Вăрман пулсан пурнăç пулать. Ама йывăç тĕнче тытса тăрать. Этемпе çут çанталăк пĕр çулпа, юнашар пыраççĕ, пĕр пурнăçпа пурăнаççĕ. Çыншăн тавралăх хăйне майлă «пысăк çурт». Анчах та çак «çуртра» мĕнле пурăнатпăр-ха эпир? Мĕн пуррине упрама, перекетлеме пĕлетпĕр-и?

Ухсай Яккăвĕн «Карлав аври касмашкăн кайрăм» сăввине вуланă хыççăн тарăн шухăша путрăм. Куç умне тĕрлĕ ÿкерчĕк тухса тăчĕ… Ача-пăча улма йывăççине пĕр шелсĕр силлет, çĕмĕрт, сирень тураттине шур çеçкере чухне хуçать. Пахчари çамрăк улмуççи мĕскĕннĕн ларни куç умне тухса тăчĕ. Тÿрех ун патне тухса ыткăнтăм. Ăна курсан сăвă йĕркисем çуралчĕç.

Улмуççи

Улмуççи пĕркеннĕ

Хăйĕн шур тумне.

Мана пуçне тайрĕ

Ун умне çитсен.

Вăл мана тав турĕ,

Усрĕ туратне.

Çĕре пуçне пĕкрĕ,

Шур пĕркенчĕкне.

Улмуççи пурнать ман,

Туратти хăрман.

Эп ăна сыватнă,

Шăварма манман.

Асăнмалăх турăм

Çак ÿкерчĕке.

Нумай çул эс пурăн,

Ÿсчĕр улмусем.

ЕЛЕНА АЛЕКСАНДРОВА, 9-МĔШ КЛАСС

Аюк темеççĕ

Чăваш Енре 2017 çул – Амăшĕпе Ашшĕне халалланă çулталăк. Çакна тĕпе хурса Шупашкар районĕнчи шкулсенче тĕрлĕ конкурс иртет.

Мăнал шкулĕнчи ачасем районта ирттерекен конкурссенчен пĕринчен те юлмаççĕ. 1-мĕш класс ачисем, сăмахран, шкулта пĕрремĕш çул пулсан та, нумай конкурса хутшăнчĕç: «Эпĕ – тĕпчевçĕ», «Хĕл каçакан кайăксене сырăшсем туса парар!», «Анне портречĕ», «Аннен ĕç вырăнĕ», «Асамлă тĕрĕ тĕнчи», «Шăнкăрч вĕлли-2017». Ачасене çак ĕçсенче ашшĕ-амăшĕ, кукамăшĕ-кукашшĕ, асламăшĕ-аслашшĕ пулăшрĕç. Дмитрий Евграфов, Константин Остеров, Юлия Ярославцева, Глеб Смирнов ашшĕсемпе, Даниил Ярославцев хĕл каçакан кайăксем валли кукашшĕпе сырăшсем туса пачĕç. Вĕсемех шăнкăрч вĕллисем те ăсталарĕç. Ирĕксĕрех çакнашкал йĕркесем тĕвĕленчĕç пуçра:

Мăналти шкул ачисем

Хатĕрленĕ вĕллесем.

Костя Остеров – пĕри,

Ярославцев, ав, тепри.

Костя тунă ашшĕпе,

Даниил – кукашшĕпе,

Ĕçлесен вара пĕрле

Пулчĕ-тăчĕ ак вĕлле!

Лиана Сергеевăпа ашшĕ тата мĕнлерех илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă пукане ÿкерсе килчĕç!

1 класс ачисен ашшĕ-амăшне чăннипех мухтас килет, класра парта юсамалла-и, гардина çакмалла-и, шкап тумалла-и – нихăçан та аюк темеççĕ. Ачасене вулама-çырма вĕрентме, чăваш юрри-сăввине, тĕррине юратма хăнăхтарма класс ертÿçипе пĕрлех ĕçлеççĕ.

ВЕРА АБРАМОВА, 1-МĔШ КЛАСС ЕРТŸÇИ

Маттур та пултаруллă

Пирĕн шкулта маттур та пултаруллă ачасем ăс пухаççĕ. Вĕсем вĕренÿре те малта, тĕрлĕ конкурсра та хастар. Çулсерен иртекен «EХСELSIOR», «Поиск» наукăпа практика конференцийĕсене ачасем тулли кăмăлпах хутшăнаççĕ. Кăçал та вĕсем çав конкурссенче тĕрлĕ секцире хăйсен темипе тухса кăлаçрĕç, проект ĕçĕсене хÿтĕлерĕç, малти вырăнсене çĕнсе илчĕç.

ВИКТОРИЯ СТЕПАНОВА, 8-МĔШ КЛАСС

Çăмха сÿтсе пулăшать кушак

Кĕркуннехи сивĕ те йĕпе-сапаллă çанталăк. Уроксем хыççăн сунчăка хам ума тытса ăшă киле васкатăп. Çивĕ çил кассăн-кассăн килсе сунчăка унталла-кунталла ывăтать.

Çырма тĕпне çитсен сасартăк темле сасă илтĕнсе кайрĕ. Хăранипе шартах! сикрĕм. Хыçра та, умра та никама та курмарăм. Сасă пĕрре вăйсăррăн илтĕнет, тепре çинçен – такама чĕннĕ пек. Чи малтанах эпĕ пĕр-пĕр кĕçĕн класри ача йĕрсе утать пуль тесе çырмара ÿсекен йăмрасем патĕнче йĕри-тавра пăхкаларăм. Ак тамаша! Пĕр йывăç патĕнче пĕчĕк чăмакка выртнине асăрхарăм. Кушак çури иккен. Хăй йĕп-йĕпе, шăнса кÿтнĕ. Вараланасран хăрамасăрах çурана хам çума тытрăм. Тăвалла пулин те, çырмаран вăшт! кăна хăпарса кайрăм. Киле çитсен çуса тасатрăм, типĕтрĕм, ăшă сĕт ярса патăм. Анне ĕçрен килсен вăрçать пуль тесе калаçăва айккинчен пуçларăм. Вăл ăшшăн пăхса пуçран лăпкарĕ. «Маттур, хĕрĕм. Вĕсем те чĕрĕ чунсемех, вĕсене те юратмалла, чунсăр пулмалла мар», – терĕ.

Хĕл каçипе кушак çури пысăкланчĕ. Вăл пирĕнпе выляма юратать, алса-чăлха çыхса ларакан аннене çăмха сÿтме пулăшать.

Хамăр хыçри çырмара

Тупрăм пĕчĕк кушака.

Илтĕм хампала пĕрле –

Пурăнтăр вăл пирĕнпе.

ВИКТОРИЯ КАЛИШОВА, 7-МĔШ КЛАСС

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости